Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн авторсем: эсир пуррипе хаçатăмăр пуян

«Сувар» хаçатăн пӗр номерӗ те штатра тăман авторсен материалӗсемсӗр тухмасть. Çакна асăрханă-и эсир, хаклă вулакансем? Чăнах та çапла вӗт. Редакци папки пӗрре те пушă тăмасть пирӗн: тӗрлӗ çӗртен тӗрлӗ хайлав вӗçсе килсех тăрать редакци почти урлă. «Суварпа» туслă çыхăну тытакан авторсене чӗререн тав тăвас килет: эсир пуррипе хаçат пуян, тӗрлӗ енлӗ, илемлӗ тухать. Паян вара, хаçатăн юбилейӗ умӗн, вулакансене чи хастар авторăмăрсемпе паллаштарас килет. Паллах, кунта хаçата çыракан пӗтӗм автор пирки каласа паман, вӗсем питӗ нумайăн пирӗн. Юлашки çулсенче «Суварпа» тачă çыхăну тытаканнисем вара шăпах çаксем. Тавтапуç сире, тусăмăрсем! Çак туслăх малашне те аталансах пытăрччӗ.

Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ
62 çулта, Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралса ӳснӗ, Ульяновск хулинче пурăнать, «Ульяновская правда» учрежденире ӗçлет, журналист, çыравçă.


Николай Николаевичăн материалӗсем хаçатра час-час пичетленеççӗ. Таврапӗлӳ материалӗсемпе ӗçлеме килӗштерет, хăйӗн тăван ялӗ тата ун çыннисем пирки архивсенче ларса ӗлӗкхи документсене тӗпчет. Вӗсене хăй валли шырамасть — 
халăх пӗлтӗр тет, çавăнпа пичет урлă сарма тăрăшать. Паян пурăнакан аслă ăрури çынсем пирки те ыйтса пӗлсе асаилӳсем çырать. 
— «Сувар» маншăн — чи çывăххи, ăна çулсерен çырăнса илетӗп. Çырăнакансен хушшинче ирттерекен акцисене те кашнинчех хутшăнатăп, пӗррехинче кӗнеке те выляса илнӗччӗ. Кашни номере интересленсе кӗтсе тăратăп. Чӗрӗ хаçат тенӗ пулăттăм ăна, унта хальхи авторсем паянхи пурнăç, паянхи пулăмсем çинчен çырни питӗ нумай. Паянхи хăш-пӗр хаçатра интернетран илсе чăвашла куçарса лартнă материал нумай вӗт, ку вăрттăнлăх мар. Вӗсене вара эс эрне каяллах вырăсла вуланă. «Сувар» ун пек мар, çавăнпа интереслӗ. Кунти материалсене урăх ниçта та вуласа пӗлеймӗн. Хаçат паянхи пурнăçăн летопиçне илсе пырать. Дизайнӗ те аван. 


Суварçăсене малашне те çакăн пек хастар та нумай пӗлме юратакан журналистсем пулма сунатăп. Хаçат вăл паянхи пурнăçа тӗрлӗ енчен çырса кăтартмалла, тӗрлӗ темăпа ӗçлемелле. Çав шутра çамрăксем, ачасем валли те интереслӗ япаласем пулмалла. Паянхи çамрăксем — ыранхи вулакансем. Çак çулпа пыма сире вăй-хал та тӳсӗмлӗх сунас килет. Чи кирли — тираж ӳссе пытăр, — тет хисеплӗ авторăмăр.

 

Владимир ЛЕВУКОВ


74 çулта, Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнче çуралса ӳснӗ, нумайранпа Самар облаçӗнчи Тольятти хулинче пурăнать, çыравçă.


Владимир Леонтьевич, Волжски автозаводра 31 çул ӗçленӗскер, халь тивӗçлӗ канура ӗнтӗ. Пурпӗр алă усса лармасть вăл — мăшăрӗпе пӗрле Тольяттири ЧНКАн хастар пайташӗсем вӗсем, Самар облаçӗнче чăваш культурине сарас, аталантарас тӗлӗшпе нумай ӗçлеççӗ. Владимир Левуков «Сувар» хаçата çырăнмасăр пӗрре те юлмасть, хăй те час-час çырса тăрать. 


— Эпӗ «Суварпа» вăл тухма пуçланăранпах туслă. Вăл — эпӗ çуралса ӳснӗ республикăри хаçат. Çавăнпа та унта çырнă материалсем, хыпарсем, хайлавсем мана питӗ çывăх. Туслашма çак хаçатпа унта манăн сăвăсем, тӗрленчӗксем, калавсем, повеçсем пичетленсех тăни те хавхалантарать. «Сувар» малашне те вулакансене хальхи пек тарăн шухăшлă статьясемпе, шухăшлаттаракан хайлавсемпе, пурнăçра кирлӗ сӗнӳсемпе савăнтарсах тăтăр. Хаçат редакцийӗнче питӗ пултаруллă журналистсем ӗçлеççӗ, малашне те çак хастарлăх ан иксӗлтӗр сирте, — ырă сунать аякри ентешӗмӗр.

 

Валентина ТАРАВАТ


77 çулта, Çӗпрел районӗнчи Кӗçӗн Упи ялӗнче çуралса ӳснӗ. Сăвăç, прозаик, композитор, куçаруçă. Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районне кӗрекен Аслă Нагаткинра пурăнать. 


Валентина Тарават — РФ Писательсен союзӗн, ЧР Композиторсен ассоциацийӗн пайташӗ, РФ культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Ульяновск облаçӗн хисеплӗ гражданинӗ, И. Яковлев ячӗллӗ, Ульяновск облаçӗнчи «Браво, Маэстро!» премисен лауреачӗ. Валентина Николаевна хаçатăмăра çулленех çырăнса илсе вулать, редакцие хăйӗн калавӗсене, сăввисене, юррисене ярса парсах тăрать. Хисеплӗ ентешӗмӗрӗн, 30 ытла кӗнеке авторӗн хайлавӗсене пичетлени пирӗншӗн питӗ пысăк чыс. Тавах Валентина Николаевнăна «Сувар» вулакансене хăйӗн паха произведенийӗсемпе паллаштарсах тăнăшăн. 


— «Сувара» вăл мӗн тухма пуçланăранпах çырăнса илетӗп. Вăл ман тăван енре тухса тăни хистерӗ çапла тума. Мӗнле айккинче юлăн? Хаçата малашне те çакăн пек профессиллӗ шайра тухса тăма сунатăп. Сирӗншӗн çынна пайлани çук. Эсир пур проблемăна та тӗплӗн хускататăр, влаç умӗнче йăпăлтатмастăр. Юрра-ташша çеç сăнламастăр. Сирӗншӗн кашни çын шăпи хаклă. Такăр çул! — тесе хак парать хаçатăмăра сумлă çыравçă.

 

Ольга ФЕДОРОВА (литературăра — ВАСИЛЬЕВА)


42 çулта, Шупашкарта пурăнать, Чăваш кӗнеке издательствинче тӗп редактор çумӗ пулса тăрăшать.


Вулакан асăрханах ӗнтӗ — хаçатăн 8-мӗш страницинче кашни номерте тенӗ пекех Чăваш кӗнеке издательствинче ӗçлекен Ольга Федорован статйисем, хаклавӗсем, хăтлав пирки, çулçӳревсем çинчен çырнă материалӗсем тăтăшах пичетленеççӗ. Ольга Леонидовна пулăшнипе хаçатăмăрта Шупашкарта пичетленекен çӗнӗ кӗнекесем пирки пӗлсех тăратпăр.


— Чăваш пурнăçӗпе, историйӗпе, культурипе çыхăннă ӗçӗм-хӗлӗмре чăваш хаçат-журналӗ маншăн пысăк вырăн йышăнать. Кӳршӗллӗ Тутарстанра чăвашла тухса тăракан «Сувар» хаçатпа та паллашса-туслашса кайрăм. Хаçатăн çăмăл та пуян чӗлхи кăмăла каять, чăвашсен пурнăçне туллин çутатса пани, çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнакан халăхăмăрăн ывăл-хӗрӗпе паллаштарни те пӗлтерӗшлӗ маншăн. 


Кирек мӗнле ӗçе те çын алли тăвать. Çавăнпа та «Сувар» хаçатра вăй хуракансене тата вӗсен çывăх çыннисене чи малтанах çирӗп сывлăх, телей, юрату, хавхалану, вăй-хал сунатăп. Çакă пӗтӗмпех пулсан сирӗн ӗç те кал-кал каять, палăртса хуни çăмăллăнах пурнăçланса пырать. Тӗрлӗ материал çырма, пулăма çутатса пама сирӗн тăтăшах çул çине тухма тивет. Çулăр яланах такăр пултăр. Хаçатăр нумай-нумай çул тухса тăтăр, аталанса пытăр, пуçлăхсем укçа-тенкӗпе хавхалантарсах тăччăр. Питӗ пысăк тав сире! — кăмăлтан ырă сунать пире Ольга.

 

Ольга ИВАНОВА (литературăра АВСТРИЙСКАЯ)


33 çулта, Шупашкарта пурăнать, Чăваш кӗнеке издательствинче ача-пăча тата илемлӗ литература редакторӗ пулса ӗçлет.


Çӗнӗ кӗнекесем пирки, чăваш çыравçисем çинчен çыракан Ольга Иванован хайлавӗсемпе те «Сувар» вулаканӗсем ытларах чухне хаçатăн 8-мӗш страницинче паллашаççӗ. Ольга Федорова пекех пирӗн хаçатпа питӗ туслă. Ольга Михайловна Вăрнар район ентешлӗхӗн Иван Ивник ячӗллӗ, Анатолий Емельянов ячӗллӗ премисен лауреачӗ, РФ Журналистсен, РФ Писательсен союзӗсен пайташӗ. Тӗлӗнмелле талантлă çын. 


— Чăваш кӗнеке издательствинче вăй хунă май редакцие тăтăшах электронлă почтăпа çырусем вӗçтеретӗп, çӗнӗ кăларăмсем çинчен хыпарлатăп, çыравçăсемпе хатӗрленӗ интервьюсене ярса паратăп. Чăваш писателӗсемпе вӗсен ӗçӗ-хӗлӗ çинчен Тутарстанри чăваш вулаканӗсене те пӗлтерес килет. Ман шутпа, ку интереслӗ, тавракурăма анлăлатать, туслă çыхăнăва çирӗплетет. «Суварпа» малтанласа интернет уçлăхӗнче паллашнăччӗ, каярахпа Анатолий Хмыт прозаик издательствăна хаçат номерӗсене илсе килме пуçларӗ. Темиçе çул каялла вара «Сувара» ялта, Вăрнар районӗнчи Пăртасра, çырăнса илме пуçларăм. Кунта тӗрлӗ ыйтăва хускатни, кăткăс проблемăсем çинчен хăюллăн та уççăн çырни, чăвашлăх темине мала хуни питӗ килӗшет мана. Уçă варкăш пекех. Çакăн пек паха кăларăм пурри çинчен аннен иккӗмӗш сыпăкри аппăшне Людмила Васильевнăна та, Вăрнар поселокӗнче пурăнаканскерне, каласа панăччӗ. Халӗ вăл та, ман пекех, ку хаçата юратса вулать. 


«Сувар» маншăн — чăвашла тухакан юратнă хаçатсенчен пӗри, чăвашлăх утравӗ. Унта ӗçлекенсене çирӗп сывлăх, иксӗлми хавхалану, телей сунатăп. Вулакансен йышӗ çулсерен ӳссе пытăр! — Ольга Иванован сунăмне итленӗ май чӗре чечеке ларнăнах туйăнать. 

 

Анатолий ХМЫТ (ЕФИМОВ)


60 çулта, Шупашкарта пурӑнать, шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет, çыравçă, Афган вăрçин ветеранӗ.


Аксу районӗнчи Таркăн ялӗнче çуралса ӳснӗ ентешӗмӗре вулакансем ытларах Афган вăрçине халалласа çырнă калавӗ-повеçӗсем тăрăх аван пӗлеççӗ. Чăваш литературинче çак темăна хускатакан çыравçă 1979 — 1989 çулсенчи Афганистанри вăрçă нушине хăй курнă. Тӗрӗс те кирлӗ сăмахсемпе çырнăран чуна пырса тивеççӗ те Анатолий Дмитриевичăн хайлавӗсем. Пӗлтӗр роман çырса кӗнекен кăларчӗ талантлă çыравçă.


— «Сувар» хаçата эпӗ пӗрремӗш кунранпах хисеплетӗп. Малтан Шупашкарта çырӑнса илме май çукчӗ, яла çитсен вулаттӑм. 2005 — 2007 çулсенче «Тутарстан чӑвашӗсем» кӗнеке-альбома кӑларнӑ чух хаçатпа тата тачӑрах ӗçлеме пуçларӑм. Хаçат тӑван ен, ял, халӑх çинчен çырса тӑни, çыравçӑсемпе паллаштарни мана питӗ килӗшет. Хаçата вуласан хама тӑван республикӑра пулнӑнах туятӑп.


Сувар хаçат вӑл маншӑн — тӑван ен тӗкӗрӗ. Ӑна эпӗ вӑрӑм кун-çул суннă пулӑттӑм. Малашне те çакнашкал тӑван чӑваш халăхӗ тата республикӑн кун-çулӗ çинчен çутатсах тӑма сире Аслӑ Турă тӑнӑçлӑхпа вӑй-хал çеç патӑр. Ыттине эсир хӑвӑрах тума пултаратӑр! — тет ентешӗмӗр. 


Айгиз БАЙМУХАМЕТОВ


35 çулта, журналист, çыравçă, Пушкăртстан çамрăкӗсен «Шонкар» журналӗн тӗп редакторӗ, ПР Писательсен союзӗн председателӗ, ПР Патшалăх Пухăвӗн депутачӗ.


— «Суварпа» пилӗк çул ытла туслă эпӗ. Шупашкарти çывăх тусăм, халӗ «Хыпар» Издательство çурчӗн ертӳçин — тӗп редакторӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Дмитрий Моисеев чăвашла куçарнă хайлавсем — «Ан хăвар, анне», «Юмахсăр ачалăх» тата «Урам ачисем» — «Суварта» номертен номере пичетленчӗç. Калав-повеçсене Юрий Капитонов хăйӗн ӳкерчӗкӗсемпе илемлетрӗ, питӗ кăмăла кайрӗ. Калав-повеçсене чăвашла вуланă çынсем мана социаллă сетьсем урлă тупса нумай ырă сăмах каларӗç. Хусана ӗçпе час-час кайкаласа çӳретӗп, икӗ хутчен «Сувар» редакцине те кӗрсе тухрăм, унта ӗçлекенсемпе курса калаçрăм. 


Тутарстанра нумай чăваш пурăнать. «Сувар» вӗсемшӗн — чун апачӗ. Тӗрлӗ енлӗ, пуян, калăплав енчен питӗ илемлӗ хаçат вăл. Кунта ӗçлекен журналистсем ялан шыравра: халăха кирли, интересли пирки çырма тăрăшаççӗ. «Сувар» вăрăм ӗмӗрлӗ пултăр, вулакансен йышӗ ӳссе çеç пытăр, — саламлать Айгиз Гиззатович.

 

Николай ЗИМИН


84 çулта, Пăва районӗнчи Элшел ялӗнче пурăнать, педагогика ветеранӗ, поэт.


Вулакана шыв юххи пек илемлӗ юхса вуланакан сăвă-поэмăпа савăнтаракан поэт кăçалхи майăн 15-мӗшӗнче хăйӗн 85 çулхи юбилейне палăртма хатӗрленет. Теччӗри педучилищӗрен, Хусанти В. И. Ульянов (Ленин) ячӗллӗ патшалăх университетӗнчен вӗренсе тухнă, филолог. 42 çул шкулта ачасене вӗрентнӗ, çав шутран 30 çул директор лавне сӗтӗрнӗ. Халӗ тивӗçлӗ канура. Ачасене вӗрентсе тӗрӗс воспитани парас ӗçри çитӗнӳсемшӗн РСФСР (1980) тата СССР (1987) Халăха вӗрентес ӗç отличникӗ, Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ учителӗ (1997) хисеплӗ ятсене тивӗçнӗ.


— Эпӗ вăтам шкулта вӗреннӗ чухнех Çӗпрел райхаçачӗпе «Коммунарпа», Хусанта тухса тăракан «Хӗрлӗ ялав» (каярахпа «Ленин ялавӗ») хаçатсемпе çыхăну тытаттăмччӗ: вак-тӗвек заметкăсем пичетленетчӗç. Тата çакă та пур: мӗн ачаран çак куна çитиччен асамлă поэзи садӗнче «аташса» çӳретӗп, сăвă-поэмăсем çыратăп. Çавăнпа та «Сувар» маншăн «кӗтнӗ ывăл пек килсе çуралчӗ». Эпӗ ăна пӗрремӗш номерӗнчен пуçласа акă ӗнтӗ 30 çул ытла илсе тăратăп, вулатăп, çыратăп.


«Сувар» хаçат маншăн — пурнăç, чун апачӗ. Ăна халалласа пӗр сăвă кăна мар çырнă эпӗ, — хавхаланса ăнăçу сунать пире Николай Трофимович.

 

Лия МАРДЕГАЛЛЯМОВА 


49 çулта, журналист, Тукай районӗнчи «Якты юл» («Светлый путь») хаçатра пай редакторӗ пулса ӗçлет.


Тутар тусăмăр Лия Мардегаллямова чăвашсем çинчен çырнă хайлавӗсене яланах пире те сӗнет. Унччен вăл Элкел районӗнчи «Алькеевские вести» хаçатра ӗçлетчӗ, тăтăшах йăхташăмăрсем çинчен çырнă статьясемпе тӗрленчӗксем ярса паратчӗ хаçата. Пӗлтӗр пӗр вăхăта Элкел районӗнчи ӗçтешӗмӗртен хыпар килме пăрахрӗ. Çухатрăмăр вӗт Лия Каюмовнăна! Ниçта та çухалман иккен вăл, хӗрӗ шкул пӗтерсе Çырчаллине вӗренме кӗрсен тытнă та унта куçса кайнă. Пултаруллă журналистшăн унта та ӗç тупăннă. Палăртса хăварас килет: чăвашсем çинчен Лия Каюмовна питӗ ăшшăн, кăмăлтан çырать. Мӗнре-ха çакăн вăрттăнлăхӗ? 


— «Сувар» хаçатпа эпӗ 2019 çултанпа туслă. Суварçăсем Элкел районне командировкăна пынăччӗ. Эпӗ вăл вăхăтра район Ӗçтăвкомӗн ертӳçин социаллă ыйтусен енӗпе çумӗччӗ. Çавăн чухнехи тӗлпулу çывăхлатрӗ те мана чăваш хаçачӗпе.


Маншăн «Сувар» хаçат вăл — чăваш чӗлхипе культурине ытти халăх хушшинче пурăнса май пур таран упрас, аталантарас тесе чунтан тăрăшакан туслă, пӗр шухăшлă çынсен коллективӗ. Сирӗн ӗçӗре килес ăрусем пысăк хак парӗç тесе шутлатăп. Хаçат пирки çакна калама пултаратăп: «Сувар» ытти пичет кăларăмӗсемшӗн тӗслӗх вырăнӗнче. Мӗн çинчен кăна çырмастăр эсир! Материалсем те тарăн шухăшлă, верстка та çӳллӗ шайра. «Сувар» хаçатăн ертӳçи пирки уйрăммăн калас килет. Хăйӗн шухăшӗ çине тăма пӗлни, хăй ертсе пыракан хаçатăн интересӗсене хастаррăн хӳтӗлени Ирина Федоровнăна тата та ытларах хисеплеме хистет. Вăл чăваш хӗрарăм-лидерӗн тӗслӗхӗ, ырă та уçă кăмăллă, пур енчен те питӗ илемлӗ çын. Редакцире ӗçлекен хӗрарăмсем пурте пӗрлехи ӗçшӗн çунса тăраççӗ, пурте илемлӗ. Çакăн çине пăхсан шӳтлӗ шухăш пуçа кӗрет: «Сувара» сăн-питпе кӗлеткене пăхса та ӗçе илеççӗ-ши?

 

Андриян ГРИГОРЬЕВ


61 çулта, Нурлат хулинчи Консультаципе диагностика центрӗнче врач-невролог пулса ӗçлет, поэт.


Çапла, сăвă çыракан, кӗнеке кăларакан авторсен хушшинче тухтăрсем те пур пирӗн. Андриян Александрович «Суварпа» 2002 çултанпа — Ульяновск облаçӗнчен тăван Нурлат районне куçса килнӗренпе — туслă. Шăп çак вăхăтра чăвашла сăвăсем çырма пуçланă вăл, хăй шăрçаланă йӗркесемпе ентешсене те паллаштарас килнӗ. Çавăнтанпа Хуралтура çуралса ӳснӗ ентешӗмӗр пирӗнпе куллен çыхăнура, çырнă сăввисене ярсах тăрать редакцие. 


— «Сувар» хаçат мана хамăр республикăра, ун тулашӗнче чăвашсемпе пулса иртекен пӗтӗм хыпарсене пӗлсе тăма май парать. Вăл Тутарстан чăвашӗсене пӗрлештерекен тӗп хыпар каналӗ. Тăван чӗлхепе культурăна, йăла-йӗркесене упрассинче, малалла аталантарассинче хаçатăн тӳпи калама çук пысăк. Пичет кăларăмӗсен тиражӗсем чакнă, хăш-пӗр кăларăмсем пачах та хупăннă вăхăтра «Суварта» ӗçлекенсене çапла калас килет: пуç ан усăр, веçех йӗркеллӗ пулать. Хаçатра интереслӗ материалсем пичетленсех тăччăр. Литература страниципе поэзи кӗтесӗ нихăçан та пушă ан пулччăр — унта çӗнӗ ятсем, çӗнӗ хайлавсем кун курсах пыччăр. 

 

Лидия КАРАЕВА


62 çулта, Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗн библиотекарӗ.


Лидия Николаевна 1990 çултанпа тăван ялӗнчи библиотекăра тăрăшать. Вулакансемпе куллен мероприятисем ирттернӗ май хăш чухне хаçата та çырса ярать. Уйрăмах ялти ватăсемпе калаçса вӗсем пирки çырнă статйисем интереслӗ пулса тухаççӗ унăн. 


— «Суварпа» вăл тухма тытăннăранпах туслă эпӗ. Тутарстанăн ытти районӗсенче пурăнакан чăвашсем мӗнле пурăнни пирки, Чăваш Республикинче тăван халăх аталанăвӗшӗн мӗн туни çинчен вуласа пӗлме интереслӗ мана. Кашни номерех чăтăмсăррăн кӗтетӗп, библиотекăра интереслӗ материалсене вулакансемпе сӳтсе яватпăр. Хаçат пире пӗрлештерет, хамăр йăх тымарӗсене манма памасть.


«Сувар» ӗçченӗсене малашне те ăнăçлă ӗçлеме сунатăп, ума лартнă плансене пурнăçламалла пултăр. Пархатарлă ӗçӗршӗн пысăк тав сире! — ырă сунать Теччӗ чăвашӗ.

 

Татьяна ДМИТРИЕВА


57 çулта, Пӗкӗлме районӗнчи Наратлă ялӗн библиотекарӗ.


Татьяна Сергеевнăн заметкисене те хаçатра час-час курма пулать. Чăвашсемпе çыхăннă паллă кунсенче вăл хăй ӗçлекен библиотекăра яланах пӗр-пӗр мероприяти ирттерет. Унта шкул ачисене явăçтарса тăван культура, йăла-йӗрке пирки каласа парать, тăван чӗлхене манма памасть. 


— Библиотекăра 29-мӗш çул ӗçлетӗп. «Сувар» хаçата 1994 çултанпах питӗ юратса вулатăп. Ку хаçат мана пӗрремӗш кăларăмранах тыткăна илчӗ: кунта кашни вулакан хăйне валли интереслӗ тема тупма пултарать. «Сувар» хаçат тӗнчипе саланса кайнă чăвашсене чăмăртанма пулăшать, чăвашла вуласа тăван чӗлхене упрама вӗрентет. «Сувар» ӗçченӗсене тата юратнă хаçата вăрăм кун-çул, çӗнӗ вулакансем сунатăп. Пире тата нумай çул савăнтарса, чăвашсене пӗрлештерсе пурăнмалла пултăр, юратнă хаçатăм! — тет Пӗкӗлме районӗнче пурăнакан шанчăклă тусăмăр.

 

Мария КАНАШЕВА


53 çулта, Теччӗ районӗнчи Хупкӗпер ялӗн библиотекарӗ.


Мария Владимировна 2016 çултанпа пирӗн хаçатпа туслă. 23 çул библиотекăра ӗçлекенскерӗн вулакансене каласа памалли чылай. Хăйӗн ӗçӗнчи чи интереслӗ саманчӗсемпе вăл «Сувар» вулаканӗсене те паллаштарма тăрăшать. 


— «Сувар» пӗлӳ паракан хаçат. Чăваш тӗнчинче мӗн пулса иртнине пӗлес тесен çак хаçата çеç вуламалла. Тăван тавралăх историйӗ те, паллă çынсем çинчен çырни те, çыравçăсен хайлавӗсем те — йăлт пур кунта. Çамрăксене воспитани парасси çине пысăк тимлӗх уйăрать, йăла-йӗркесене упрассипе те нумай ӗçлет. Эпӗ «Сувара» нумай çул çырăнса илетӗп, хам та çыркаласах тăратăп. Библиотекăна çӳрекен вулакансем, уйрăмах ачасем, редакци ирттерекен конкурссене хаваспах хутшăнаççӗ. 


Эпир, Хупкӗпер ялӗн библиотекарӗ тата вулаканӗсем, юратнă хаçата юбилейпе саламласа нумай-нумай çул вулакансене савăнтарма, редакцире ӗçлекенсене çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал сунатпăр, творчествăлла планăрсем пурнăçлансах пыччăр! — тет Мария Владимировна.

 

Расих ЗАЛЯЛОВ


74 çулта, Афган вăрçин ветеранӗ, халӗ тивӗçлӗ канура, Хусанта пурăнать.


Расих Нигматзянович чăвашсене чунтан юратакан тепӗр автор пирӗн. Темиçе çул каялла вăл пуçласа Афган вăрçи темипе çырнă материал илсе килчӗ редакцие. Пăва районӗнчи тутар ялӗнче çуралса ӳснӗскере мӗн çыхăнтарать-ха чăвашсемпе? Çарти туслăх иккен: Расих Нигматзянович Афганра служба иртнӗ чух Элкел чăвашӗпе Иван Дулатовпа туслашнă, вӗсем пӗр-пӗрне пӗрре мар пулăшнă çарта чух. Çак туслăх ӗмӗрлӗхе — халӗ те тачă çухăну тытаççӗ ветерансем. Расих Нигматзянович вара пире хăйсен тӗлпулăвӗсем çинчен, чăвашсемпе çыхăннă ытти интереслӗ пулăмсем пирки çырса пӗлтерсех тăрать. Чăвашсемпе тӗл пулма ăçта-тăр кайнă чух редакцие килсе хаçатсем илсе каять — «Сувара» пур çӗрте те вулаччăр тесе тăрăшать.


— «Сувар» хаçатпа 2017 çултанпа çыхăну тытатăп. Вăл, чи малтан, чăваш чӗлхин шанчăклă пропагандисчӗ. Иккӗмӗшӗнчен, хаçат пӗтӗм тӗнчери чăвашсем çинчен çырать. «Сувар» тăрăшнипе çынсем тăван халăх çинчен тӗрӗссине пӗлеççӗ. 


Эпӗ «Сувара» Тутарстан Республикинчи массăлла хыпар хатӗрӗсен ретӗнче вăрăм-вăрăм ӗмӗрлӗ пулма, редакцире ӗçлекенсене çирӗп сывлăх, тулăх пурнăç тата творчествăра пысăк çитӗнӳсем тума сунатăп, — чӗререн тухакан сăмахсемпе саламлать шанчăклă тусăмăр. 

 

Ухтияр ИЛЮХИН


75 çулта, Азнакай хулинче пурăнать, тивӗçлӗ канура.


Ухтияр Тудиярович каласа панă тăрăх, 2018 çулта унăн тăван ялӗнче Çутă Кӳлӗре МФЦ уçнă, унта «Суварăн» ун чухнехи тӗп редакторӗ К. А. Малышев та килнӗ пулнă. Çавăн чух паллашнă Азнакай чăвашӗ «Суварпа», хăйӗн район хаçатӗнче вырăсла пичетленнӗ статйине редактора сӗннӗ. Унччен тутарла çырнăскер (шкулта чăвашла пуçламăш классенче çеç вӗреннӗ), хайлавӗ «Суварта» пичетленсен К. А. Малышев сӗннипе чăвашла çырма пуçланă. 


— Çавăн пекех тӗп редактор çумне В. В. Александровăна чӗререн тав тăватăп. Вăл эп çырнисене çын вуламалăх тӳрлетсе хатӗрлет, мана тата та çырма хавхалантарсах тăрать. Кашни эрнекунах кăнтăрла урама тухатăп та почтальона кӗтме пуçлатăп — «Сувара» çапла чăтăмсăррăн кӗтетӗп. Почтальон питӗ яваплă пирӗн, эпӗ хаçат кӗтнине пӗлет, вăхăтра çитерет. Юратнă хаçата ăнăçу сунатăп, пире савăнтарнăшăн тав тăватăп, — тет чăн чăваш ячӗллӗ Ухтияр пичче.

 

Анатолий ТИМОФЕЕВ


85 çулта, журналист, çыравçă, халӗ тивӗçлӗ канура, Чăваш Енри Елчӗк ялӗнче пурăнать.


Пăва районӗнчи Раккасси ялӗнче çуралса ӳснӗскершӗн «Сувар» тăванран тăван, мӗншӗн тесен вăл тухма пуçласанах çыхăну тытма пуçланă унпа. Чăваш Енри Елчӗк районӗн хаçатӗнче, «Советская Чувашия» тата «Хыпар» хаçатсенче ӗçлекен Анатолий Артемьевич «Сувар» валли те материалсем çырса тăма вăхăт тупнă, ятарлă корреспондент пулнă. 


Халӗ те, тăххăрмӗш теçеткепе пырать пулин те — «Суварăн» çывăх тусӗ. Материалсем те çырать, Елчӗк тăрăхӗнче ăна çырăнтарассине те йӗркелет, хăш-пӗрисене хăйӗн шучӗпе «Сувар» вулаканӗ пулма явăçтарать. Ăна маларах хăйсен вӗрентекенӗ тесе шутланă Константин Малышевпа ытти ăстасемпе «Халӗ эсир манăн вӗрентекенсем пулса тăтăр» тесе тивӗçлипе мухтанать.


— «Сувар» тата «Шурăмпуç» журналсем Тутарстанра кăна мар, кӳршӗллӗ регионсенче те сумлă кăларăмсем пулса тăчӗç. Юбилей ячӗпе пурне те ăшшăн саламлатăп, ырлăх-сывлăх, чăтăмлăх, вӗçӗмсӗр творчество ӗçӗнче ăнăçлăх сунатăп, — тесе сунать пичет ветеранӗ.

 

Геннадий САДОВНИКОВ


71 çулта, Лениногорскри Культура керменӗнче дирижер, баянист, ансамбль ертӳçи пулса ӗçлет, композитор.


Геннадий Николаевич «Суварпа» хаçатăн пирвайхи номерӗнченех туслă. Пӗр çырăнтару кампанийӗнче те çырăнмасăр юлмасть вăл чăваш хаçатне. Унăн юррисем, статйисемпе калавӗсем хаçатра час-час пичетленеççӗ. Конкурссене те хастар хутшăнать.


— «Сувар» вăл маншăн — юлташ. Республикăпа Раççей хыпарӗсене, чăвашсен паллă çыннисем çинчен çырнă материалсене питӗ кăмăлласа вулатăп. Калавсемпе тата сăвăсемпе паллашма та юрататăп. Хамăрăн хаçата малашне те ăнăçлă ӗçлеме сунатăп, — тет Лениногорск чăвашӗ. 

 

Анатолий МАЛЫШЕВ


83 çулта, Пăва районӗнчи Пӳркел ялӗнче пурăнать, çыравçă, поэт, тивӗçлӗ канура.


Анатолий Меркурьевич та «Суварпа» 30 çул туслă. Тăхăрьял тăрăхӗнче пурăнакан паллă чăвашсен ӗлӗкхи тата хальхи пурнăçне уçса паракан нумай хайлавпа савăнтарнă вăл «Сувар» вулаканӗсене. Ялта пурăнсах тепӗр хулара пурăнакан çыравçăран ытларах ӗç тăвать вăл çырас енӗпе. 1998 çултанпа И. Н. Юркин этнографăн тата çыравçăн Пӳркелӗнчи музейне ертсе пырать.


— «Суварпа» вăл тухма тытăннăранпах туслă эп. Республикăра чăвашла хаçат тухма пуçлани унпа çывăхрах паллашма, çыхăну тытма хистерӗ. Маншăн ку хаçат — Пăлхар ахрăмӗ. Хаçат ӗçченӗсене малашне те кал-кал ӗçлеме ăнăçу сунатăп, — тет Пӳркелӗн сумлă шурсухалӗ. 

 

Елена АЛЕКСЕЕВА (АКСУПИ)


51 çулта, Ульяновск облаçӗнчи чăвашсен «Канаш» хаçатӗнче пай пуçлăхӗ пулса ӗçлет, журналист, çыравçă.


Аксу районӗнчи Беловкăра çуралса ӳснӗ ентешӗмӗршӗн те «Сувар» тăван хаçат. Тутарстан чăвашӗсем çинчен çырнă статйисене яланах пире сӗнет вăл. Юлашки çулсенче кӗнеке хыççăн кӗнеке кăлараканскерӗн калавӗсене те кӗтсех тăраççӗ вулаканăмăрсем. 


— «Сувар» хаçатпа вӑл тухма пуçланӑранпах çыхӑну тытатӑп. Чи малтан, паллах, хамăн тăван республика хаçачӗ пулни çывăхлатрӗ. Чăвашăн мухтавлӑ çыннисемпе юратнӑ хаçат урлӑ вулакана паллаштарсах тăрас килет. «Сувар» маншӑн — паянхи кунпа пӗр тан (тен, кӑшт маларах та) утса пыракан питӗ интереслӗ массӑлла хыпар хатӗрӗ, туслӑ, шанчӑклӑ тата тематикӑсен, жанрсен тӗлӗшӗнчен, çынлӑх тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ коллектив.

Ăнăçу, пысăк çитӗнӳсем сунатăп ӗçтешсене, — чунтан тухакан ырă сăмахсемпе пиллет ентешӗмӗр.

 

Лилия АРИСОВА


55 çулта, Теччӗ районӗнчи Йӳккел ялӗн библиотекарӗ.


Хаçатпа вунă çул ытла çыхăну тытать Лилия Николаевна. Маларах 30 çул шкулта тăрăшнăскер, юлашки пилӗк çул библиотекăра вăй хурать. Чи интереслӗ мероприятисем пирки пӗчӗк статьясемпе заметкăсем ярсах тăрать редакцие.


— «Суварта» мана пӗтӗмпех килӗшет. Кашни номере чăтăмсăррăн кӗтетӗп, мӗн çырнине йăлтах вулатăп. Уйрăмах вӗрентӳпе, культурăпа çыхăннă материалсем кăмăла каяççӗ. Çавăн пекех ӗçчен, ял хуçалăхӗнче пысăк çитӗнӳсем тăвакан çынсем пирки вулама интереслӗ. Кашни номертех мӗн-тӗр интересли пур. 


«Сувар» питӗ кирлӗ хаçат. Хаçат коллективне юбилей ячӗпе саламласа творчествăра пысăк çитӗнӳсем тума, малашне те вулакансене кирлӗ материалсемпе савăнтарма ăнăçу сунатăп, — тет Йӳккел библиотекарӗ.

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ 


42 çулта, Çӗпрел райончи Çӗнӗ Упи ялӗнче пурăнать, П. В. Дементьев музейӗн тӗп методисчӗ.


Юрий Васильевич штатра тăракан ӗçчен пекех хастар. Унăн статйи-заметки пичетленмесӗр сахал номер тухать. Юлашки вăхăтра пултаруллă çамрăк сăвăсемпе калавсем те çырма пуçларӗ. Мухтас килет ăна куншăн, паллă çыравçăсем те ырă сăмах калаççӗ Юрий Васильевич пирки редакцие шăнкăравласан. 


— 1998 çултанпа çулленех çырӑнса илсе вулатпӑр хаçата. Республикӑра пурӑнакан чӑвашсен пурнӑçӗпе, ӗç-хӗлӗпе, культурипе паллашма май пурри питӗ хавхалантарчӗ. «Сувар» пурнӑç тӗкӗрӗ çеç мар, республикӑра пурӑнакан чӑвашсен энциклопедийӗ вырăнӗнче, тӗрлӗ çӗрте тӗпленнӗ тӑван халӑх çинчен вуласа пӗлме пулать кунта.


Хаçатӑн кун-çулӗ вӑрӑм пултӑр, ытларах вулакан хушӑнтӑр юратнӑ «Сувар» хаçатӑн тусӗсен йышне, — тет Юрий.

 

Ирина БОЛЬШАКОВА


50 çулта, педагог, Хусанти Ют чӗлхесене вӗрентекен тата ача-пӑчана аталантаракан «Borita school» центрта ӗçлет.


Ирина Николаевна «Суварпа» тачă çыхăну тытма пуçланăранпа нумаях та вăхăт иртмерӗ-ха. Çӗпрел районӗнчи Куршанкă Шăхалӗнче çуралса ӳснӗскер 20 çул ытла тăван ялӗнче пуçламăш класс ачисене вӗрентнӗ. Пӗчӗк ялта шкула çӳрекен ачасем пӗтсен Хусана куçса килнӗ, халӗ акă ӗнтӗ 10 çул республикăн тӗп хулинче ачасене пӗлӳ парать опытлă педагог. Нумай пулмасть ача-пăча валли калавсем çырма пуçланă вăл. Темиçе калавӗпе паллашсанах тӗлӗнтӗмӗр çӗнӗ автортан: кӗске хайлаврах мӗнле чуна тивмелле, кирлӗ те тӗрӗс сăмахсемпе çырма пӗлет-çке Ирина Большакова! Калăн ӗмӗр тăршшӗпе калав çырнă... 


— «Суварпа» туслашма чӑвашла вулас, çырас килни хистерӗ мана. 


«Сувар» маншӑн — тӑван чӗлхепе вуласа киленни, çуралнӑ вырӑнсенчи ӗçченсем, çӗршыври ытти чӑвашсем çинчен лайӑхрах пӗлни, чӑвашсем хӑйсен культурине çирӗппӗн тытса пыма пултарнине тата аталантарма тӑрӑшнине пӗлни. Кашни номере чăтăмсăррăн кӗтетӗп халь. «Сувар» хаçат ӗçченӗсене çирӗп сывлӑх, ӗçре ӑнӑçу сунатăп, нумай-нумай вулакан, çырӑнса илекен пултӑр сирӗн! — тет Ирина Николаевна.


Сергей УЛАНОВ


70 çулта, Аксу районӗнчи Беловкăра пурăнать, тивӗçлӗ канура.


Сергей Васильевич Аксу районӗнчи, тăван Беловка тата кӳршӗлле ялсенче пурăнакан маттур ентешӗсем çинчен çырса тăрать хаçата. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешӗсем пирки те нумай материал пухнă вăл. «Сувара» мӗн тухма пуçланăранпах çырăнса илет: 1990-мӗш çулсен вӗçӗччен Çырчаллинче ӗçлесе пурăннă чух та çырăннă, тăван ялне куçса килсен те пӗрре те сиктермест. 


— «Сувара» çемьепех вулатпӑр. Хаçатпа туслашма чӑваш чӗлхине тарăнрах пӗлме тӑрӑшни хистерӗ. Маншӑн ку хаçат чӑвашлӑхпа мӑнаçланма хистекен хаçат, эпир савӑнатпӑр вӑл пурришӗн. Ман шутпа унта питӗ тӑрӑшуллӑ та пуçаруллӑ коллектив ӗçлет.


Суварçăсене малашне те çапла тӑрӑшса ӗçлеме, чӑвашлӑха упраса пурăнма сунатӑп.

 

Лидия УГАХИНА


82 çулта, педагогика ветеранӗ, çыравçă, Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче пурăнать, тивӗçлӗ канура.


Лидия Григорьевна «Сувара» тухма пуçланăранпах çырăнса илет. Çырас туртăмӗ шăпах çак хаçатпа туслашсан çуралнă. Вăл вăхăтра вӗрентӳ пособийӗсем çитменрен хаçат ачасене вӗрентес ӗçре те нумай пулăшнă. Çапла статья хыççăн статья çырма пуçланă вӗрентекен. 


— «Сувар» мана пурнăç çулӗпе хастаррăн утма хавхалантарчӗ. Вăл чăваш чӗлхин аваллăхне, пуянлăхне вулакансем патне çитерчӗ. Кӗмӗл тумлă чăваш халăхӗпе унăн культури, паттăрлăхӗ, ӗçченлӗхӗ хамăр чӗлхене юратас, хамăр халăхпа мăнкăмăлланас шухăш çуратрӗ. 


«Сувар» хаçат çулран çул лайăхрах, илемлӗрех тухать. Унта мӗн кирлине йăлтах вуласа пӗлме пулать. Çак хаçата илсе тăни маншăн телей, чӗре канăçлăхӗ, чун ăшши. Суварçăсене тав тăватăп, ӗçре ăнăçу сунатăп, — ăшă сăмахсемпе хавхалантарать пире Лидия Григорьевна.

 

Геннадий КАРСАКОВ


68 çулта, педагогика ветеранӗ, журналист, Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнать, тивӗçлӗ канура.


Геннадий Николаевич хаçатпа 30 çул туслă. Вăл уншăн яланах кӗтнӗ хăна, пӗр çул та çырăнмасăр юлмасть. Çӗпрел районӗнче пулса иртекен мероприятисем, пултаруллă çынсем пирки çырсах тăрать хаçата. Хăй вара ытти районсенчи чăвашсем çинчен çырнине вулама кăмăллать республика кăларăмӗнче.


— Маншăн «Сувар» — республикăри пурнăç тӗкӗрӗ. Кунта пӗтӗм темăпа туллин çыраççӗ. Çыравçăсен хайлавӗсемпе те паллашма май пур, тӗрлӗ конкурссем ирттерни те кăмăла каять, патриотизм темине çутатасси те çӳллӗ шайра. Штатра тăман авторсен хайлавӗсем валли те çителӗклӗ вырăн уйăрать юратнă хаçат. Кӗскен каласан — паянхи кунпа тан утать. «Сувар» хаçата кăларакансене малашне те ăнăçлă ӗçлеме, пысăк çитӗнӳсем тума сунатăп, пурнăçăрсем ăнса пыччăр, — кăмăлтан сунать Геннадий Николаевич.


Сăнӳкерчӗксем пирӗн авторсен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сувар – 30