Пирӗн чӗлхе мӗншӗн ирӗлет
Чӗлхе – чӗрӗ япала. Вăл хăйӗн пурнăçӗпе пурăнать. Ун пурнăçӗ çине тӗрлӗрен улшăнусем витӗм кӳреççӗ: эконоамикăран пуçласа политика таранччен. Çапах та чӗлхе пурнăçне пуринчен те ытларах унпа усă курни, калаçни тăсать
Вăхăт улшăннăçем чăвашсем хăйсен чӗлхи çине еплерех пăхнине тишкерсен, паянхи ашшӗ-амăшӗсен айăпӗ асламăшӗ-аслашшӗсен, кукамăшӗ-кукашшӗсенех пулнине ăнланса илетӗн.
Ку шухăшсен пуçламăшӗ ак кунта:
Константин Малышев: «Чăваш чӗлхи мӗншӗн ирӗлсе пыни çинчен (suvargazeta.ru)
30 çул каялла ялсенче вырăсла пачах та пӗлмен çынсем пурччӗ. Вӗсем тăван чӗлхепе 100 проценчӗпех усă курнă. Халӗ эпир 30 çул каялла усă курнă сăмахсен 60 процентне (ку ӳстерсе калани-ха) усă куратпăр. Тата 30 çултан паянхи калаçăвăн 60 проценчӗ тăрса юлсан аван пулӗччӗ. Анчах та ун валли нимӗнле шанчăк та (предпосылка) çук. Мӗншӗн тесен тата 20 çултан паян амăшӗнчен 3-4 чăвашла сăмах илтекен ачасем атте-анне çулне çитеççӗ.
Чӗлхе – чӗрӗ япала. Вăл хăйӗн пурнăçӗпе пурăнать. Ун пурнăçӗ çине тӗрлӗрен улшăнусем витӗм кӳреççӗ: эконоамикăран пуçласа политика таранччен. Çапах та чӗлхе пурнăçне пуринчен те ытларах унпа усă курни, калаçни тăсать. Кунта велосипед шутласа кăлармалла мар. Ачасемепе чăвашла кăна калаçмалла. Кӳршӗри тутарстем – пирӗншӗн лайăх тӗслӗх. Лавккара пепкине пылак жвачка сиенлӗ пулнине тутарла ăнлантаракан амăшӗсене курсан чӗре юнпа пӗвенет. Эпир çапла нишлӗ халăха тăрса юлатпăр-ши ӗнтӗ? Мӗншӗн пирӗн çамрăк аннесем ачисемпе чăвашла калаçмаççӗ? Хутăш çемьесенче çуралнă ачасем чăвашла пӗлменнине мӗнле-тăр ăнлантарма пулать-ха, ашшӗпе амăшӗ иккӗшӗ те чăвашсем пулса мӗншӗн вырăссене ӳстернине эпӗ ăнланаймастăп. Нептун çинче те чăвашла калаçасси иккӗленӳллӗ. Райцентра кайсанах чăвашсем вырăсланма тытăнаççӗ.
Кӗçӗн тата вăтам классенче шкулти уроксенче чăвашла çыртармалла мар, эпир вăл поездран тăрса юлнă ӗнтӗ. Калаçтармалла. Çак пуплев ачашăн мӗн чухлӗ интереслӗрех пулать, çавăн чухлӗ вăрăмрах пулать чăваш чӗлхин ӗмӗрӗ. Мӗн тума вӗсене хальхи вăхăтра пирке падежӗн формисене вӗренни е пăхăнуллă хутлă предложенисенче запятой ăçта лартассине? Вӗсем эрнери 2 сехетпе вăл программăна ниепле те алла илейменни паллă. Эсир, учительсем, ăна хăвăр та лайăх пӗлетӗр.
Калаçтарăр ачăрсене чăвашла. (Вӗсемпе килӗнче калаçма пултаракан аслă çулти çынсем сывă чухне). Юратсассăн чӗлхе вăл вирус пек çăмăл куçать. Ăнлантарăр вăл авалхи пăлхарсемпе хасарсем калаçнă чи аслă чӗлхе пулнине. Çак чӗлхене килес ăрусене парайсан тин эпир чăн чăвашсем пулаятпăр. Чӗлхемӗр пулмасан эпир мӗнле чăвашсем? Тӗрӗс. Вырăсланнисем.
Ак килетпӗр чăваш ялне. Шкул ачисем тумланнă чăвашла, костюмӗсем çӗнӗ, илемлӗ, тухса ташлаççӗ чăваш ташши. Айккинчен пăхма питӗ те илемлӗ. Мӗншӗн вӗсем чăвашла ташлаççӗ? Мӗншӗн тесен вӗсене пирӗн чӗлхепе сăвă калама е юрă юрлама йывăртарах.
(Малалли пулать)
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев