Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн хаҫат-журналсене 1100 вырӑнта сутаҫҫӗ

2020 ҫул пуҫланнӑранпа медиахолдинг пичет продукцине сутас ҫӗнӗ формӑсене алла илет, ҫакна пула хаҫат-журнала реализацилесси 75% ӳснӗ

«Татмедиа» медиахолдинг "Пятёрочка" лавккисенче хаҫат-журнал сутма тытӑнать. Вӑл лавккасенче вендинг автомачӗсем вырнаҫтарӗ.
Х5 Retail Group компанипе ӗҫлеме тытӑнни ҫинчен паян "Татмедиа" АО генеральнӑй директорӗ Шамиль Садыков Тутарстан Республикин Президентне Рустам Минниханова пӗлтернӗ.
"Эпир с Х5 Retail Group компанипе хутшӑнса ӗҫлеме тытӑнтӑмӑр, вӗсем патӗнче вендинг автомачӗсене вырнаҫтарма пуҫлатпӑр", – тенӗ Садыков.
"Татмедиан" генеральнӑй директорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫул пуҫланнӑранпа медиахолдинг пичет продукцине сутас ҫӗнӗ формӑсене алла илет, ҫакна пула хаҫат-журнала реализацилесси 75% ӳснӗ. "Татмедиа" кӑларӑмӗсене сутакан вырӑнсем 2020 ҫулта 25 процента ӳснӗ, паянхи куна вӗсем республикӑра 1100 вырӑна ҫитнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев