Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн хаçата çырăнсан пылесос выляса илме пулать

Хаклă вулаканăмăрсем! 2022 çулăн пӗрремӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас кампани хӗрсех пырать. «Татарстан почтасы» Почта çыхăнăвӗн федераллă управленийӗнчен пӗлтернӗ тăрăх, паянхи кун тӗлне «Сувар» хаçата Тутарстанра 964 çын çырăннă. Çырăнтару ӗçӗ пырать эппин. Çырăнса ӗлкӗрейменнисен вăхăт пур-ха. Çапах та хаçат çырăнас ӗçе çулталăкăн чи юлашки кунне хăвармалла мар. Маларах çырăнсан шанчăклăрах та, лăпкăрах та. Хаçат индексӗ Тутарстанра – П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче – П7093.

 

«Сувара» çитес çулăн пӗрремӗш çур çулне çырăннисем квитанцийӗсене редакцие ярса пама та пуçларӗç ӗнтӗ: кашни çырăнтару кампанийӗнчех акци ирттерсе парне вылянтарасси çирӗп йăлана кӗчӗ темелле, вулакансем редакци акци пирки пӗлтеричченех яраççӗ квитанцисене. Ку аван, апла-тăк хаçата питӗ çывăха хураççӗ тусăмăрсем.
Мӗнех, ку çырăнтару кампанийӗнче те «Сувара» çырăнакансен хушшинче акци ирттерни пирки пӗлтерме вăхăт çитрӗ эппин. Хальхинче те чаплă парнесем вылянтарăпăр. Тӗп парне –  пылесос! Мӗн тумалла-ха акцие хутшăнас тесен?
Хаçата 2022 çулăн пӗрремӗш çур çулне çырăнмалла та квитанцине (е унăн копине) редакцие хăвăра меллӗ майпа – почта урлă çырупа (420066, г.Казань, Декабристов, 2, а/я 64 адреспа), suvar@mail.ru электронлă адреспа е редакцин +79179076881 телефон номерӗ çине Ватсапп урлă ярса памалла. Хăвăрăн тулли ятăра (хушамат, ят, аçăр ячӗ), адресăра тата телефон номерне çырса яма ан манăр. Квитанцисене 2022 çулхи январӗн 14-мӗшӗччен йышăнатпăр. Вылянтару хăçан пулассине каярах çырса пӗлтерӗпӗр.
Эппин, тусăмăрсем, сиртен квитанцисем кӗтетпӗр! Çырăнса ӗлкӗрейменнисен «Сувара» çыхăну уйрăмне кайса та, Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та çырăнма пулать.

Редакци.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев