Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

 Пирӗн хӗрсем Пушкӑртстанран ҫӗнтерӳпе таврӑнчӗҫ

Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Пишпулек ҫӗрӗнче "Шӑпчӑк сасси-2022" регионсем хушшинчи эстрада юррисене шӑрантаракан ҫамрӑксен конкурсӗ иртнӗ. Тутарстанран унта пултаруллӑ хӗрсем - Хусантан пӗртӑван Анжеликӑпа Юлия Еремеевӑсем, Ҫӗпрел районӗнчи Упирен Василиса Павлова - хутшӑннӑ

 Оренбург облаҫӗнчен те килнӗ юрласа ӑмӑртакан. 27 конкурсантран ытларахӑшӗ, паллӑ ӗнтӗ, Пушкӑртстанран пулнӑ.  

Вӗсен пултарулӑхне чӑваш халӑх артистки Людмила Семенова ертсе пыракан сумлӑ жюри хакланӑ. Юрӑҫсен икшер юрӑ шӑрантармалла пулнӑ. Пирӗн республика чысне хӳтӗлекен хӗрсем маххӑ паман. Юлия Еремеева конкурсӑн дипломанчӗ пулса тӑнӑ, Василиса Павлова - III степеньлӗ лауреат, Анжелика Еремеева - I степеньлӗ лауреат  пулса таврӑннӑ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев