Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн купăсçăсем регионсем хушшинчи фестивалӗн дипломанчӗсем

Pадион Петрович Кириллова асăнса ирттерекен баянистсемпе купăсçăсен регионсем хушшинчи «Гармони звонкая душа» VII фестивале Çӗпрел районӗн купăсçисем хутшăннă

Радион Кириллов Ульяновск облаçӗнчи Кивӗ Улхашра 1958 çулхи ноябрӗн 21-мӗшӗнче çуралнă Чӗмӗпӗрти культпросветучилищӗрен оркестр уйрăмӗнчен вӗренсе тухнă. Вăл Кивӗ Улхашри Культура çуртӗнче «Янра юрă» тата «Шуçăм» ансамбльсене ертсе пынă.

Радион Петрович пӗтӗм чунне культурăна парса ӗçленӗ. Чăнлă районӗн хисеплӗ гражданинӗ, Раççейӗн хисеплӗ кинематографисчӗ 2014 çулхи апрелӗн 20-мӗшӗнче вилнӗ.

Çӗпрел районӗнчен çак фестивале Кӗçӗн Чăнлăри «Ченлы яшьлере» ​ баянистсен ушкăнӗ (ертӳçи Фахрутдинов Таглат Назипович), Мустакимов Шафик тата районти «Хӗлхем» халăх фольклор ансамблӗн пайташӗсем Геннадий Карсаковпа Николай Мулеев хутшăнчӗç.

Йӗркелекенсем мӗн пур хутшăнакана дипломсемпе асăнмалăх фестивалӗн ятарлӑ медальсене пачӗç.

 

​​

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев