Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн мисси — ырă йăласене тытса пырасси

«Татаркино» ТР ПБКУ – 100 çул тултарчӗ

«Татаркино» ТР ПБКУ – 100 çул тултарчӗ

Мартăн 12-14-мӗшсенче Хусанта, Тутарстанра çак пысăк юбилейпе çыхăннă уяв мероприятийӗсем пулчӗç. 

Виçӗ куна тăсăлнă юбилей мероприятийӗсенчен иккӗмӗш кунӗ чи пуянни пулчӗ. Кун Хусан патшалăх культура институтӗнче çавра сӗтелтен пуçланчӗ. Паян ку вӗренӳ учрежденийӗ çамрăк кинематографсем кăларакан пӗртен-пӗр шкул пулса тăрать, регионӗпе илсен те. Киноискусствăпа интересленекен, хăйӗн сăмахне экран çинчен калас текенсем чăннипех йышлă институтра, кинематографсен кафедринче вӗренекенсем чи нумаййисем. 

Çавăнпа «Ко-продукция как драйвер развития киноиндустрии» çавра сӗтеле кунта ирттерни питӗ вырăнлă. Мероприятие кино тата режиссура кафедрин профессорӗ, истори наукисен кандидачӗ, ТР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Миляуша Лябибовна Айтуганова уçрӗ. Кӗскен «Татаркино» ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, Хусанта çулсерен иртекен мăсăльман киновӗсен фестивалӗ кăçал 20-мӗш хут иртессине, юбилей тӗлне хăйӗн ятне — «Ылтăн Минбар» — «Алтын Минбар»* тавăрнине каласа хусансене савăнтарчӗ.

Çавра сӗтеле «Узбеккино» НА Фирдавс Абдухаликов, Ш. Айманов ячӗллӗ «Казахфильм» АО производство енӗпе вице-президенчӗ Айдар Омаров, «Кыргызтасмасы» патшалăх киноцентрӗн директорӗ Талантбек Талобеков тата «Беларусьфильм» генеральнăй директорӗ Юрий Алексей тата Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнакан кино ӳкеренкенсем, продюсерсем, проката йӗркелекенсем, киноведсем пуçтарăнчӗç.

Кинематографсем хăйсен çитӗнӗвӗсем çинчен, пӗр-пӗринпе тату ӗçлемелли пирки калаçрӗç. Паллах, пӗр-пӗрин опытне йышăнасси пирки те сăмах пулчӗ. Тӗслӗхрен, Казахстанра юлшки çулсенче «Казахфильм» тăван чӗлхепе ӳкернӗ фильмсене куракансем юратса пăхаççӗ, вырăсла кино пăхакансен шучӗ чакнипе кинотеатрсем хăйсен репертуарне ках картинисене анлă кӗртеççӗ. Республикăра айăр компанисем кино ӳкересси ӳсени çинчен каласа пачӗ Азамат Сатыбалды. СНГ çӗршывӗсенче ыттисенче те çакăн пек тенденци сисӗнчӗ. Кинематографсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗçлеме хатӗр, пӗр-пӗр фильм ӳкернӗ чух ӗçтешӗсене павильонӗсене кӗртме те, оборудованипе, çутçанталăк вырăнӗсемпе те пулăшма хирӗç мар, анчах ку ыйтăва татса парасси пӗр хăйсенчен çеç килмест иккен. Çӗршывсен пӗр-пӗринпе калаçса татăлмалла кино ӳкерекенсене вăл е ку енӗпе пулăшу парасси пирки. Çакăн пирки сӗнӳпе çӗршывсен власть органӗсем патне тухма калаçса татăлӗç. 

Юбилей каçӗ
Тутар кино студийӗ 1924 çулта «Булат батыр» фильмпа кун çути курнă. Хусанти творчество интллигенцийӗ çӗнӗ искусство тӗсӗпе питӗ кăсăкланнă, кинокартинăсем пӗрин хыççăн тепри кун курнă. Çакăнтантах Чăваш киноне те ӳкерме пуçланă. Тутарстан кинматографӗ йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине Г.Тукай ячӗллӗ Тутар патшалăх филармонийӗнче чаплă концертпа паллă турӗç. Хăнасене фойере джаз оркестрӗ кӗтсе илчӗ. Ӗçпе тава тивӗçнисене наградăсем пачӗç. Юбилей каçне ТР халăх артисчӗ Р.Абязов ертсе пыракан камерлă оркестр кӗвӗ каласа уçрӗ, экран çинче юбилярăн пӗрремӗш утăмӗсене, тӗрӗсрех пӗрремӗш кадрӗсене куртăмăр.. 
Залра СНГ çӗршывӗсен кинемтографӗсем, Тутарстанри кино ӗçченӗсем, отрасль ветеранӗсем, продюсерсем, режиссерсем «Татаркино» тусӗсемпе партнерӗсем. Юбилей концертне ТР халăх артистки, К.Тинчурин ячӗллӗ драмăпа комеди театрӗн артистки Зульфия Валеева тата ТР тава тивӗçлӗ артисчӗ, Элмет драма театрӗн актерӗ Динар Хуснутдинов пулчӗç.

Пухăннисене «Татаркино» 100 çул тултарнипе саламласа ТР культура министрӗ Ирада Аюпова сцена çине тухрӗ. ТР Раисӗ Рустам Нургалиевич Минниханов ятӗнчен «Татаркино» ТР ПБКУ коллективне Тав çырăвӗ пачӗ. 

Хисеплӗ хăна, «Союзмультфильм» киностудин директорсен Канашӗн председателӗ, Анимаци киновӗн Ассоциаци правленийӗн председателӗ, М. Горький ячӗллӗ киностудин генеральнăй директорӗ Юлиана Слащёва регионти кинона аталантаракансене мухтарӗ. «Татаркино» пуррине упраса хăварнă çеç мар, хăй те ре республикăн киноискусствине çӗнӗ картинăсемпе пуянлатнине ырларӗ. 

ТР Патшалăх Каншӗн вӗрентӳ, культура тата наукăпа наци ыйтăвӗсен енӗпе комитечӗн председателӗ Айрат Зарипов ТР Патшалăх Канашӗ ятӗнчен «Татаркино» ӗçченӗсене Тав çырăвӗсем пачӗ: Хусанти «Мир» кинотеатр ертӳçине, кино мероприятийӗсене йӗркелессипе директор çумне Эдуард Ахмаева, «Татаркино» кинопроизводство тата репертуар политикине тытса пырассипе директор çумне Лилия Бурханована тата «Мунча ташы» театр ертӳçине, Анат Кама муниципаллă районти киноотрасль ветеранне Гамиль Асхадуллина.

ТР Министрсен Кабинечӗн Аппарачӗн культура тата халăхсен чӗлхине аталантарассипе управлени пуçлăхӗ Ляйсан Низамова ТР Премьер-министрӗн çумӗнчен Лейла Фазлеевăран салам каласа «Татаркино» ТР ПБКУ директорне Миляуше Айтугановăна Тав çырăвӗ парса чысларӗ.

Галиасгар Камал театрӗн артисчӗсен «Татаркино» ӳкерекен кашни илемлӗ фильма хутшăнаççӗ тесен пит йăнăшмастпăр пулӗ. 100 çул хушшинче ялан çапла пулнă — самана улшăнсан та, власть улшăнсан та. Çавăнпа юбилей концертӗнче вӗсене халалласа салам номерӗ хатӗрленинчен тӗлӗнмелле мар. 1961 çулта ӳкернӗ «Первый театр» кинори кадрсене экран çинче курсан залра шăпăр-шăпăр алă çупни илтӗнсе тăчӗ. Г.Камал ячӗллӗ театрăн мухтавлă артисчӗсем ӳкерӗннӗ унта. Çакăн хыççăн сцена çине тухнă Равиль Шарафеева, Г.Камал театрӗн артистне, тата вăйлăрах алă çупса кӗтсе илчӗç куракансем. Ара, умра театр, кино легенди тăрать-çке. Вăл Тутарстан кинематографӗсене саламласа çитӗнӳ сунчӗ, юбилее хутшăнма чӗннӗшӗн тав турӗ. 

Çак кун тутар кинематографӗсене саламлама ӗçтешӗсем кӳршӗ регионсенчен те килнӗ. Ульяновск облаçӗнчи искусствăпа культура политикин министрӗ Евгения Сидорова, Пушкăртстан киностудийӗн директорӗ Юнир Аминев тутарстанри ӗçтешӗсене саламласа пӗрлехи проектсеене ăнăçлă пурнăçланăшăн тав турӗç. 

Кинематографсен Тӗп çурчӗн директорӗ Екатерина Головня хăйӗнчен çеç мар, РСФСР халăх артисчӗ, кинорежиссер, сценарист, продюсер, РФ Кинематографисчӗсен союзӗн председателӗ Никита Сергеевич Михалков ятӗнчен саламларӗ. ТР Кинематографисчӗсен союзӗн председателӗ Ильдар Ягафаров ӗçтешӗсене, ветерансене регионти кино искусствине аталантарма тӳпе кӗртнӗшӗн тав турӗ. Çамрăк ăру хăйӗн ӗçӗнче вӗсен опычӗпе усă курнине асăнчӗ: «Эсир хамăр çӗршыври киноискусство çитӗнвӗсем тăвасса яланах ӗненнӗ, çак ӗненӳ пире те куçнă», — вӗçлерӗ вăл салам сăмахне. 
Концерта Тутарстанри паллă юрă-ташă ушкăнӗсем хутшăнчӗç: Филюс Кагиров, Раяз Фасихов, Марсель Вагизов, Марат Галимов, Алсу Абульханова, Алина Шарипжанова, Рустем Насыбуллин тата ыттисем.

Юбилей каçне «Татаркино» ТР ПБКУ директорӗ Миляуша Айтуганова вӗçлерӗ. Залра ларакан Тутарстан киноотраслӗн ветеранӗсене тав туса: «Эсир пулмасан эпир паян çакăнта тăман пулăттăмăр», — терӗ Миляуша Лябибовна. Ӗмӗр иртсен те кинопроизводство сыхланса юлнă регионсем сайра, вӗсенчен пӗри Тутарстан пулнине каларӗ. Юбилее килнӗ хăнасене, наци киноне тытса пыракансене тав туса: «Пирӗн мисси — ырă йăласене малалла тытса пырасси», — тесе астутарчӗ.. 

Сăнӳкерчӗксем «Татаркино» ТР ПБКУ пресс-службинчен.

*20 çул каялла Хусанти мăсăльман кновӗн фестивалӗ «Ылтăн Минбар» ятпа кун çути курнăччӗ. Виçӗ çул çак ятпа иртрӗ фестиваль, киноӳкерекенсем те, куракансем те хăнăхнăччӗ,. Килӗштернӗччӗ ку ята. Анчах кам-тăр хăйне ку ятăн хуçи тесе фестивале ятсăр хăварнă. Миляуша Лябибовна каламарӗ мӗнле майпа Ылтăн Минбара тавăрнине. Ку юбилей кунӗсенчи ырă хыпарсенчен пӗри пулчӗ .

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество