Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн Оксана Краснова та 100 балл пухнӑ

Çарăмсан районӗнчи Йăвашкел шкулӗнче вӗренекен Оксана Краснова пӗрлехи патшалăх экзаменӗнче 100 балл пухнă.

Йăвашкел шкулӗн 11-мӗш класӗнче Валентина Емельяновăпа Оксана Краснова çеç вӗренчӗç. Иккӗшӗ те тăрăшуллă та пултаруллă пулнипе медаль илме тивӗç пулчӗç. Экзаменсене тăрăшса хатӗрленчӗç.

Оксана вырăс чӗлхипе пӗрлехи патшалăх экзаменӗнче 100 балл пухма пултарчӗ. Çак пысăк çитӗнӳпе Оксана Краснова хăйӗн ялне çеç мар, пӗтӗм района чапа кăларчӗ. Вырăс литературипе те 96 балл пухрӗ.  Оксанăн çак çитӗнӗвӗ вăл вырăс чӗлхине пуçламăш классенчех тӗплӗн вӗреннипе, хушма литература вуланипе тата учительсене тимлӗн итленипе çыхăннă. Ф.Достоевский, М.Лермонтов, Л.Толстой, А.Пушкин, А.Чехов пек вырăс классикӗсен пултарулăхне вăл питӗ лайăх пӗлет. 

Оксана вырăс чӗлхине кăна мар, хăйӗн тăван чӗлхине те питӗ юратать. Районти олимпиадăсенче вырăс тата чăваш чӗлхи предмечӗсемпе  темиçе хутчен те малти вырăнсене йышăннă. Район чысне республикăра та хӳтӗленӗ. «Манăн вăхăт çук», – тесе тăман маттурскер, тӗрлӗ  конкурссене яланах хастар хутшăнчӗ. 

«Сувар» хаçат редакцийӗ ирттернӗ конкурссене те хутшăнчӗ Оксана. Сăвă каласа тата ӳкерчӗк туса малти вырăнсене йышăнчӗ.

Хăйӗн пулас профессине вăл филологипе, журналистикăпа çыхăнтарма палăртать. Докуменчӗсене Хусанти федераллă университета панă. Малашнехи пурнăçра та ăнăçу сунатпăр сана, Оксана. Пур çӗрте те хастар пул, тăрăшса пысăк çитӗнӳсем ту.

(Майя НАЗАРОВА, вӗрентекен. Çарăмсан районӗ, Йăвашкелӗнчи вăтам шкул. Автор сăнӳкерчӗкӗ). 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана