Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПИРӖН ПАТА ХĂНАСЕМ КИЛЧӖÇ

Чӳк уйăхӗн 28-мӗшӗнче Анат Кама хулинчи 34-мӗш номерлӗ гимнази-интернатра пысăк уяв пулчӗ. Унта Наци культурисемпе йăлисен çулне уçрӗç. Уява ачасем, ашшӗ-амăшӗсемпе хисеплӗ хăнасем килсе çитрӗç.

Вӗсен хушшинче Анат Кама хулин мэрӗн çумӗ Марина Валерьевна Камелина, РФ Федераллă Пухăвӗн Патшалăх Думин Контроль енӗпе комитечӗн председателӗ Олег Викторович Морозов, РФ Федераллă Пухăвӗн Патшалăх Думин депутачӗ Айдар Раисович Метшин, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Константин Геннадиевич Яковлев, Анат Кама хулин хисеплӗ гражданинӗ, РФ Патшалăх Думин депутачӗн обществăлла пулăшуçи Хамза Азалович Багманов, ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Рамиль Камилевич Хайруллин, Тутарстан Республикинчи азербайджанецсен регионти обществăлла организацийӗн ертӳçи Бахрам Талыб Оглы Мустафаев, ТР Чӗлхесем çинчен калакан Законне пурнăçлама пулăшакан фондăн ертӳçи Рустам Мазитович Ганеев, обществăсен ертӳçисем пулчӗç.

Уяв улах майӗпе иртрӗ. Кил хуçисем тутлă йăвапа ачасене кӗтсе илчӗç.  Хӗрсемпе каччăсем ал ӗçне пӗрлех илсе килнӗ: пӗрисем тӗрӗ тӗрлерӗç, теприсем чăлха çыхрӗç, каччăсем çăпата юсарӗç те пушă аврӗç. Уявра тӗрлӗ юрă-кӗвӗ янăрарӗ, шăхличпе те каларӗç,  тутар, вырăс, чăваш ачисем пӗр-пӗринпе шăкăлтатса калаçрӗç, савăнчӗç, вăйăсем вылярӗç. Килнӗ хăнасем те – Айдар Раисович, Олег Викторович, Марина Валерьевна, Рамиль Камилевич – вăййа хутшăнчӗç. Кил хуçисем хăнасене тутлă йăвапа хăналарӗç.

Кăçал пирӗн гимназире питӗ пысăк улшăнусем пулчӗç. Çакăнта Айдар Раисовичпа Олег Викторовичăн тӳпи пысăк. Вӗсем тăрăшнипе эпир паян çутă та ăшă, илемлӗ çуртра вӗренетпӗр. Ун çинчен гимнази директорӗ Галина Анатольевна Ляхова та каларӗ, хăнасене чун-чӗререн тав турӗ. Хăнасем те тӗлӗнмелле ăшă, мухтанмалли сăмахсем каларӗç, ачасене, ашшӗ-амăшӗсемпе вӗрентекенсене тăван чӗлхене упрама пӗлнишӗн, ытти халăхсемпе туслă пурăннишӗн мухтарӗç, тав сăмахӗ каларӗç. 

 

Татьяна ЛЕОНТЬЕВА,

Чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен.

Анат Камăри 34 № гимнази. 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев