Пирӗн республикӑра миҫе самозанятый ӗҫлет?
Енчен те хӑй ҫине ӗҫлекенӗн тупӑшӗ 2,4 млн тенкӗрен иртрӗ пулсан, унӑн ИП уҫмалла пулать е НДФЛ тӳлемелле.
2019 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен Тутарстанра самозанятыйсем валли ҫӗнӗ налог кӗртнӗ. Ҫак налог режимӗ ҫине республикӑра 32 пин ытла ҫын куҫнӑ ӗнтӗ.
"Мой налог" системӑра регистрациленни мӗн парать?
Тӗлӗнмелле, ҫапах шкул ачисем кӗрӗшеҫҫӗ иккен ҫак ӗҫе. 10-мӗш класра вӗренекен 15-ри Алия Мингазова каласа панӑ тӑрӑх, вӑл ашшӗ-амӑшӗпе канашланӑ хыҫҫӑн "Мой налог" приложение уҫласа илнӗ. Госуслуги портал урлӑ регистраци иртнӗ. Ҫакна килтен тухмасӑрах тума пулать. Алия ҫӗвӗҫ ӗҫне хутласа янӑ. Тутарсен яналиф алфавичӗпе усӑ курса вӑл тумсем ҫине тӗрлӗ сӑмахсем ҫырать, илемлетет. Технологи урокӗсенче ҫӗвӗҫ профессине алла илни те пулӑшать ӑна. Халӗ ҫынсем алӑ вӗҫҫӗн тунӑ япаласене хаклаҫҫӗ.
Сыр тӑвакан самозанятый Данияр Гумаров та 14-ра кӑна. Услам ӗҫне вӑл "Фабрика предпринимательства –Дети" конкурса хутшӑннӑ хыҫҫӑн кӳлӗннӗ. Экспертсем унӑн сыроварнине "Чи лайӑх инвестпроект" тесе хакланӑ.
Акӑ ӗнтӗ 9 уйӑх ачине пула Гумеровсем ҫемйипе 12 тӗслӗ сыр туса кӑлараҫҫӗ: моцарелла, буррата, сулугуни, халлумис, фета, рикотта, качотта, маасдам тата ытти те.
Самозанятыйсен налогне укҫана саккас паракансенчен тӳррӗммӗн илекен тӳлет, енчен те вӑл ӗҫ килӗшӗвӗпе тата ҫынсене тара илмен пулсан. Самозанятыйсем валли ятарлӑ налог режимне суйласа илсен ИП пек регистрациленме кирлӗ мар.
Юридически сӑпатсемпе ӗҫлекен самозанятыйӑн тупӑшран 6 процент налог тӳлемелле. Ҫакӑншӑн ӑна патшалӑх 2 процент налогне (10 пин тенкӗ таран) тавӑрать.
Енчен те самозанятый ҫынсенчен укҫа илет пулсан, унӑн патшалӑха 4 % налог тӳлемелле. Вӑл 1 процент вычет тавӑраять.
Енчен те хӑй ҫине ӗҫлекенӗн тупӑшӗ 2,4 млн тенкӗрен иртрӗ пулсан, унӑн ИП уҫмалла пулать е НДФЛ тӳлемелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
14 августа 2022 - 14:59Тутарстан стройкомплексӗ рекорд лартма хатӗрленет Тутарстан стройкомплексӗ ку çулта та 3 миллион тăваткал метр çурт-йӗр хута ярса рекорд лартма хатӗрленет. Çитес 5 çула та наполеонла плансем хатӗр: стратегилле проектсен шутӗнче «Большой Зеленодольскпа» «Лаишевский узел» комплекссем. Çак тата ытти хыпарсемпе Строитель кунӗ умӗн ТР строительство, архитектура, ÇКХ министрӗ Марат Айзатуллин журналистсемпе тӗл пулса пысăк пресс-конференци ирттерчӗ.12501
-
14 августа 2022 - 14:35Ют çын карточкипе тавар ан туян – суд умне тăма тивӗ Р. ют банк карттисен реквизичӗсемпе усă курса паллă интернет-лавккара 13635 тенкӗлӗх тавар туяннă. Р. судра хăйӗн айăпне йышăннă, хур курнă çынна кӳнӗ тăкака саплаштарнă.12000
-
14 августа 2022 - 09:51Этно-стильпе ӗçлеме вӗренмелле «Паха тӗрӗ» фабрикăн коллекцине епле тӗрӗсрех хакласа калам-ши? Çемçерех каласан, дизайнерсем этностильпе пит ӗçлеме пӗлмеççӗ. Чăваш халăх тумне пӗлменнисемшӗн, куракансемшӗн ӗнтӗ, вăл интереслӗ пулчӗ-тӗр. Тăвăллăн алă çупса йышăнчӗç кӳршисене тутарстансем. Авалхи чăваш тумне ун конструкцине, тӗррине пăсмасăр çӗлеме пӗлеççӗ. Ку тумсем сцена çине тухма, наци уявӗсенче тăхăнма питӗ те вырăнлă. Ку енӗпе мухтас килет. Анчах светски тума, паянхи мода тенденцийӗсене пăхăнса этно-стильпе тумтир çӗлеме пӗлмеççӗ. Те вӗреннӗ дизайнерсем çук, те ăсталăхӗ çителӗксӗр. Этно-стильпе тунă чăваш тумӗ темле рокко-барокко майлă.14700
-
13 августа 2022 - 10:38Ескульсем хăйсен вăйӗпе часавай тунă – Аннене те, аттене те Ескулӗнче пытартăмăр. Ăçта кӗлтутарас ыйту сиксе тухсан шăтăк чавакансем Ульяновскран яла килекен трасса хӗрринчи хуть хăш масар çинчи часавайра та тума пулать терӗç. Ун чух кун пирки шухăшлама вăй-хал та пулмарӗ. Каярах, хамăр çине йăтăнса аннă хуйхă кăшт пусăрăнсан пуçа шухăш пырса кӗчӗ: мӗншӗн çавнашкал часавай хамăр ялта çук-ха?43402
-
5 августа 2022 - 16:01Пахалăхне тӗрӗсленӗ
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
9 августа 2022 - 05:55Александр Денисович ЧЕРНОВА 55 çул тултарнӑ ятпа!Тӗнчери чи хаклӑ та юратнӑ çыннӑмӑра, Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче пурӑнакан Александр Денисович ЧЕРНОВА августӑн 9-мӗшӗнче 55 çул тултарнӑ ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!36800
-
5 августа 2022 - 10:53Александр Владимирович ИВАНОВ 60 çул тултарчӗАксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Александр Владимирович ИВАНОВ ӗнер, августăн 4-мӗшӗнче, 60 çул тултарчӗ. Юратнă мăшăра, аттене, кукаçее, асаттене сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр!52100
-
19 июля 2022 - 08:05Валентина Николаевна АЛЬМЕНДЕЕВАНА юбилей ячӗпе!Пăва районӗнчи Ескуль ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Элмет хулинче пурăнакан Валентина Николаевна АЛЬМЕНДЕЕВА (ИСАКОВА) июлӗн 19-мӗшӗнче 65 çул тултарать.81400
-
13 августа 2022 - 10:38Ескульсем хăйсен вăйӗпе часавай тунă – Аннене те, аттене те Ескулӗнче пытартăмăр. Ăçта кӗлтутарас ыйту сиксе тухсан шăтăк чавакансем Ульяновскран яла килекен трасса хӗрринчи хуть хăш масар çинчи часавайра та тума пулать терӗç. Ун чух кун пирки шухăшлама вăй-хал та пулмарӗ. Каярах, хамăр çине йăтăнса аннă хуйхă кăшт пусăрăнсан пуçа шухăш пырса кӗчӗ: мӗншӗн çавнашкал часавай хамăр ялта çук-ха?43402
-
12 августа 2022 - 09:36Хальхи цифра технологийӗсем уява тӳрӗ эфирта кăтартма май пачӗç «Пурнăç йывăççи» проекта Атăлçи халăхӗсен тăван чӗлхисемпе йăли-йӗркисене упраса хăварассишӗн пуçранă. Ун тăрăх Хусан çыннисем мари, удмурт, чăваш тата мордва халăхӗсен культурисемпе паллашмалла. Августăн 11-мӗшӗнче Хусанта пурăнакасем тата шӗкӗр хуламăр хăнисем чăваш çи-пуçӗпе, ал-ӗç хатӗрӗсемпе, ваттисен сăмахӗсемпе, йăлана кӗнӗ апат-çимӗçӗпе тата ыттипе паллашрӗç. Уявăн кашни хăни хăйне асăнмалăх чăваш пичечӗллӗ ялав туса хатӗрлеме, хур тӗкӗпе чернил пусса çырма пултаратчӗ е капăрлăх тăхăнса фото ӳкерӗнме.38100
-
12 августа 2022 - 17:01ПИЛӖК ÇУЛТАН КАЛЛЕХ ТӖЛ ПУЛТĂМĂР Михедюковсен йăхӗнчен тухнисем Якаелне Раççейӗн кашни кӗтесӗнчен пуçтарăнса килнӗ Уяв кӗрлесе иртсе кайрӗ. Анчах та Якаелӗнче пурăнакан Михедюковсен тăхăмӗсен черетлӗ тӗлпулăвӗпе çыхăннă асаилӳсем хальхи пекех куç умӗнче. Çак праçнике ирттерме çанталăкӗ те ятарласа лайăх вăхăт уйăрчӗ темелле. Вырăнти Владимир Акмурзин поэт ятарласа çак пулăм тӗлне сăвă та çырнă: Прекрасный летний день дарует встречу – Всех многочисленных потомков предка Михедюка. И солцепек, и предстоящий вечер Настроят лад семейный, званый, тихий...31600
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика