Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

«Пирӗн тăрăхри паллă çынсем» конкурс пӗтӗмлетӗвӗ

Аксу районӗнчи Савгачевăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул  Аксу районӗн Ӗçтăвкомӗн вӗрентӳ уйрăмӗпе тата «Сувар» хаçатпа пӗрле «Пирӗн тăрăхри паллă çынсем» проектла тата творчествăлла ӗçсен конкурсне ирттерни пирки хаçатăн 6-мӗш номерӗнче (18.02.2022) çырнăччӗ. Ăна Тăван чӗлхесен кунне, Тутарстан Республикинчи Цифровизаци çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă. Онлайн майпа иртнӗ конкурса ачасем йышлăн хутшăнчӗç. Ку эрнере конкурс комиссийӗ пӗтӗмлетӳсем турӗ. Çӗнтерӳçӗсемпе тата лауреатсемпе сире те паллаштаратпăр, хаклă вулаканăмăрсем.

5-7 çултисем

I вырăнРадмила Чадейкина (Кивӗ Илтрекьелӗнчи ача сачӗ, Аксу районӗ. Хатӗрлекенӗсем – Н.В.Глазкова, Л.Д.Маклакова, Л.Г.Васюткина);

I вырăнАлексей Натаров (Кивӗ Тимушкелӗнчи «Солнышко» ача сачӗ, Аксу районӗ. Хатӗрлекенӗ – Н.В.Власова);

II вырăнМилана Антонова (Кивӗ Илтрекьел вăтам шкулӗ, Аксу районӗ. Хатӗрлекенӗ – Н.В.Карпова);

II вырăнЛиана Харитонова (Аксури «Буратино» ача сачӗ. Хатӗрлекенӗ – Р.Н.Калугина);

III вырăнЕва Андреева (Кивӗ Тимушкелӗнчи «Солнышко» ача сачӗ, Аксу районӗ. Хатӗрлекенӗсем – Л.В.Прохорова, С.С.Мелентьева);

 III вырăнЕлизавета Исаншина (Чăваш Енрусьел клубӗ, Аксу районӗ. Хатӗрлекенӗ – Т.В.Кудряшова).

Лауреатсем: Матвей Кондратьев (Саврăшпуçӗнчи ача сачӗ – пуçламăш шкул, Аксу районӗ. Хатӗрлекенӗ – Т.В.Петрова), Даниил Дмитриев (Аслă Сӗнчелӗнчи Н.Т.Савруков ячӗллӗ вăтам шкул, Аксу районӗ. Хатӗрлекенӗ – В.В.Калукова), Валерия Нестерова (Кивӗ Ӳселӗнчи «Рябинушка» ача сачӗ, Аксу районӗ. Хатӗрлекенӗ – Р.В.Охотникова), Кирилл Магарин (Кивӗ Çӗпрелӗнчи 1 № «Солнышко» ача сачӗ, Çӗпрел районӗ. Хатӗрлекенӗ – Ф.А.Ильязова), Лиана Федорова (Çӗнӗ Пăва вăтам шкулӗ, Елчӗк районӗ, Чăваш Республики. Хатӗрлекенӗ – О.А.Алексеева).

 

8-12 çултисем

I вырăнЕвгения Николаева (Савгачево вăтам шкулӗ, Аксу районӗ. Хатӗрлекенӗ – Т.П.Романова);

II вырăнТимофей Семенов (Кивӗ Ӳсел вăтам шкулӗ, Аксу районӗ. Хатӗрлекенӗ – Л.Д.Левашова);

III вырăнАнастасия Трофимова (Кивӗ Ӳсел вăтам шкулӗ, Аксу районӗ. Хатӗрлекенӗ – Е.Н.Титова);

III вырăнВячеслав Михайлов (Савгачево вăтам шкулӗ, Аксу районӗ. Хатӗрлекенӗ – Л.А.Степанова).

Лауреатсем: Анна Ефремова (Емелькино вăтам шкулӗ, Аксу районӗ. Хатӗрлекенӗ – А.П.Яковлева); Яна Пилайкина (Кивӗ Тимушкел вăтам шкулӗ, Аксу районӗ. Хатӗрлекенӗ – С.Н.Ефимова).

 

13-16 çултисем

I вырăнВасилий Кузьмин (Кивӗ Саврăшри тӗп шкул, Аксу районӗ. Хатӗрлекенӗ – И.С.Васикова);

II вырăнАгата Леонтьева (Çӗнӗ Тимушкелӗнчи тӗп шкул, Аксу районӗ. Хатӗрлекенӗ – Е.В.Павлова);

III вырăнЕгор Леонтьев (Çӗнӗ Тимушкелӗнчи тӗп шкул, Аксу районӗ. Хатӗрлекенӗ – А.И.Павлова);

III вырăнКрестина Ермолаева (Аслă Сӗнчелӗнчи Н.Т.Савруков ячӗллӗ вăтам шкул, Аксу районӗ. Хатӗрлекенӗ – Л.И.Мошкова).

Лауреат: Ксения Пикалова (Кивӗ Илтрекьел вăтам шкулӗ, Аксу районӗ. Хатӗрлекенӗ – М.Н.Пикалова).

 

17 çултисем тата аслăраххисем

I вырăнАнастасия Ефимова (Кивӗ Илтрекьел вăтам шкулӗ, Аксу районӗ. Хатӗрлекенӗ – В.К.Ефимова).

Конкурса йӗркелесе ирттерекенсем хутшăнакансемпе вӗсене хатӗрлекенсене пурне те тав тăваççӗ. Çӗнтерӳçӗсемпе лауреатсене Аксу районӗн Ӗçтăвкомӗн Вӗрентӳ уйрăмӗн Хисеп хучӗсемпе наградăлаççӗ.

 

Т.Романова сăнӳкерчӗкӗ.

 

8-12 çултисен хушшинче 1-мӗш вырăна тивӗçнӗ Евгения Николаева.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс 2022 – год цифровизации