Пирӗн вӗренекен Мускавра иртнӗ конкурса хутшăнчӗ
Пӗлтӗрхи сентябрьте «Туристический код моей страны, города, поселка, района – PRO туризм» III Халăхсен хушшинчи конкурс пуçланни çинчен пӗлсенех унта хутшăнма шутларăмăр. Кăçалхи февральте куçăн тапхăра пыма чӗнсе ячӗç. Вăл Мускавра мартăн 18 – 20-мӗшӗсенче иртрӗ. 2500 ӗçрен комисси 50 номинаципе 4 ӳсӗм категорийӗнче 543 ӗçе суйласа илнӗ. Конкурса хутшăнакансем Мускава хамăр çӗршыври 89 регионран, Таджикистанран, Узбекистанран, Туркменистанран, Кыргызстанран, Казахстанран, Болгарирен, Сербирен килнӗччӗ.
Çак конкурса Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел вăтам шкулӗнче 5-мӗш класра вӗренекен Валентина Питимирова та хутшăнчӗ. Суйлав турне ăнăçлă иртнӗскере наука ертӳçипе пӗрле Мускава чӗнчӗç. Валентина конкурсăн «Экскурси туризмӗ» номинацине 10 – 13 çултисен ӳсӗм категорийӗнче хутшăнчӗ. Вăл хăйӗн «Святой источник – бесценный дар» проектӗнче Аксу районӗнчи историллӗ вырăнсем – Кăмака çăлӗ тата Мерчен хулашӗ (Меречен ялӗнчен инçе мар) – пирки çырса кăтартнă. Валентина хăйӗн ӗçӗпе паллаштарнă хыççăн жюри пайташӗсенчен пӗри: «Манăн ку вырăнта хамăн пулса курас килет», – терӗ.
Хӗрачана конкурса хатӗрлекенӗ, истори вӗрентекенӗ Борис Андреевич Захаров хăйӗн вӗренекенӗпе чăннипех те мăнаçланать. Ăна вӗренекене конкурса хатӗрленӗшӗн, талантлă ачасене тӗрев панăшăн Тав хучӗпе чысларӗç, Валентина вара Халăхсен хушшинчи конкурсăн куçăн тапхăрне хутшăнаканăн сертификатне тивӗçрӗ.
Паллах, çӗршывăн тӗп хулине кайсан пурте хула тăрăх курса çӳреме тăрăшаççӗ. Валентина та Мускавпа хаваспах паллашнă.
«Эпӗ Хӗрлӗ тӳреме çав тери пысăк тесе шутланă. Унта вӗт-ха Çӗнтерӳ кунӗнчи парадра кашни çул çар техники иртет. Пысăк мар иккен вăл», – тесе каласа пачӗ таврăнсан хӗрача.
Çавăн пекех Москвариума та экскурсие çитсе курнă Кивӗ Ӳсел хӗрӗ. Кунта та хăйшӗн нумай çӗннине пӗлнӗ вăл. Халăхсен хушшинчи туризмпа тараватлăх индустрийӗн куравӗнче те килӗшнӗ Валентинăна. Тулли кăмăлпа таврăннă вăл килне.
Лидия ЧЕРНОВА,
Кивӗ Ӳсел шкулӗн директорӗн воспитани енӗпе советникӗ.
Аксу районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев