Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн вулакансем шӳтлеççӗ

Пӗррехинче, çуркунне, шăтăка çӗрулми илме антăм. Антăм кăна – пӳлме тӗпӗнче ман улмана тахшинсем шатăртаттарса çисе ларнине сисех кайрăм. Купа тӗпӗнче пулнипе камсем иккенне чухласа илейместӗп-ха. «Шатăрт, шатăрт, шатăрт», – туни кăна илтӗнет. Вара асапланса акса, çумласа, нăррисене сапса, кăларса, йăтса çaк улмана ку таранччен упрарăм та халь, ав, тахшинсем шатăртаттарса çиеççӗ иккен.

 
Çилӗ килнипе кусем çине çухăрса та пăхап, кăшкăрап та, вӗceн ашшӗ-амăшне те аса илеп. Витрене те шаккап. Вăй пӗтнипе лăпланса шăплантăм. Кусем те улмана шатăртаттарма пăрахнă-мӗн. Пӗр вăхăт шăтăкра шăпăрт. Унтан хайхисем ман пирки «ку мӗнле ухмах пулчӗ» тесе ахăр, чи-чи-чи турӗç те, манран лӗхӗр-лӗхӗр кулчӗç те каллех ман улмана шатăрт-шатăрт туса нӗтӗрме пуçларӗç.
Манран нумай çын кулнă, анчах кун пек мăшкăллани пулман. Çилӗ  килнипе кăшкăрап-çухăрап, витрепе шаккап, ку шуйттансен ашшӗ-амăшне вăрçап (шкулта ун пек сăмахсене калама вӗрентменнипе кунта çырмап). Витрене чул çине шакканипе вăл авăнса пӗтрӗ. Хайхисем самантлăха лăпланчӗç пек. Эпӗ кусем хăранипе шăтăкран тарчӗç пуль тесе савăнса «Гром Победы, раздавайся» юрра юрласа ятăм. Унччен те пулмарӗ, улма купи тӗпӗнчен: «Ку мӗнле ухмах!» – тесе чи-чи-чи туни, лӗхӗр- лӗхӗр кулни илтӗнсе кайрӗ. Унтан ман улмана шатăрт-шатăрт туса çини илтӗнчӗ.  
Тарăхнипе «Врагу не сдается наш гордый Варяг» юрра тăccа ярса улма купине ишме пуçларăм. 60 витре улмана пӳлмен пӗр кӗтесӗнчен тепӗр кӗтесне куçaртăм. Çуррине кăшласа вакланă, шуйттансем! Куçарса пӗтерсе тара шăлтăм кăна, улма айӗнчен чи-чи-чи туни, лӗхӗр-лӗхӗр  кулни, унтан шатăрт-шатăрт тутарса ман улмана çини илтӗнсе кайрӗ. Турă каçaртăр, никам илтмен сăмахсене каларăм – вырăсла та, чăвашла та, тутарла та...
Вара, çaкăн пек мăшкăла чăт-ха. Шăтăка та ишесшӗнччӗ те, Владюк пичче лăплантарчӗ. «Мур хурса пăх», – терӗ. Мурӗ килте пурччӗ, капкăнӗсем те... Вӗcене шăтăкри чикмек айне хутăм. Хуларан тепре яла килсен шăтăкри чикмек айӗнчен сакăр шăши вилли кăларса петӗм. Кулмалла марччӗ манран.
Евгений ИЛЮХИН.
Çарăмсан районӗ,
Кивӗ Шешкел.
Ю.Капитонов ӳкерчӗкӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев