Сувар

Пирӗннисем те Роналдуран кая мар

«Суварăн» иккӗмӗш голне Алексей Сунейкин иккӗмӗш тайм пуçлансан штрафнойран кӗртрӗ. Тӗнче чемпионатӗнче Роналду Испани хапхине çапларах çавăрттарса гол кӗртнӗччӗ...

Хусанти футбол юратакансен лигинчи тепӗр чăваш командин «Суварăн» та ӗçӗсем начар мар. Анчах та авантарах та пулма пултаратчӗç. Мӗншӗн тесен выляс текенсем кунта сахалăн мар, улăштарма çынсем пур. Анчах та команда лидерӗсем травмăсене пула яланах лайăх вăйă кăтартайманни йывăрлăхсем патне илсе çитерет. Виктор Гудков капитана ертӳçӗ тилхепине тытса пыма çăмăл мар. Апла пулин те команда кашни эрне тренировкăсене пухăнса маневрсене ирттерме хатӗрленет. Çакна пăхмасăрах август уйăхӗнчи вăйăсенче «Сувара» йывăр килчӗ. Ун чухне турнир таблицинче малта пыракан командăсемпе выляма тиврӗ пирӗннисене. Çӗнтерӳсем пулмарӗç. Çапах тӗрӗслӗхшӗн каласа хăвармалла, «Д» лигăри командăсенчен «Сувар» хăйне чи сахал гол кӗрттернӗ командăсенчен пӗри. Хӳтӗленӳре аван выляççӗ, тапăнура кăна тем, ăнсах каймасть. Трансфера питӗ кӗтрӗç «суварçăсем», çӗнӗ вылякансем хушăнасса. Вӗсен хушшинче Алексей Сунейкин пулни пире савăнтарчӗ. Форвардăн пӗлтӗрхи «ЧНКА» командăри вăййине кура унран çӗнӗ йышра та голсем кӗтрӗмӗр.

Сентярӗн 2-мӗшӗнче «Сувар» Хусанти «Бастионпа» тӗл пулчӗ. Атакăри хăвата ӳстернипе «Сувар» 10-мӗш минутрах гол кӗртме пултарчӗ. «Бастион» ăна матчăн 22-мӗш минутӗнче тавăрчӗ. «Суварăн» иккӗмӗш голне Алексей Сунейкин иккӗмӗш тайм пуçлансан штрафнойран кӗртрӗ. Тӗнче чемпионатӗнче Роналду Испани хапхине çапларах çавăрттарса гол кӗртнӗччӗ. Сочири тренировкăсем сая кайман пулмалла пирӗн форвардшăн, виççӗмӗш голăн пасне те Владимимр Осипова вăл тапса пачӗ. Нурлат каччи йăнăшмарӗ, пуçпа кӗртрӗ телейлӗ мечӗке. Вăйă 3:1 шутпа «Сувар» çӗнтернипе вӗçленчӗ.

Сентябрӗн 8-мӗшӗнче «Сувар» «Кудесники мяча» командăпа вылярӗ. Пӗрремӗш таймранах пирӗннисем площадкăри лару-тăрăва контрольлеме тытăнчӗç. 7-мӗш минутрах Алексей Сунейкин хирӗç вылякансен вратарӗпе пӗччене пӗччен тухма пултарчӗ те – гол! Паллах, хăвăрт гол хавхалантарать. Тата 8 минутран Сергей Саврандейкин пуçпа кӗртрӗ хăйӗн голне. Мечӗке ăна угловойран Алексей Сунейкин йăтса пачӗ. Командăра результативлă вылякан пулни футболистсен кăмăлӗсене çӗклет, паллах. Запаснойсен сакки çинче площакăна тухма хăйсен черетне кӗтсе ларакан «суварçăсен» интернационалӗ (унта тӗрлӗ халăх çынни пухăнчӗ) савăнăçлăн шăхăркалама та пуçларӗ.

Анчах та малалла вăйă пӗр авăк вăхăт голсемсӗр иртрӗ. Матчăн 70-мӗш минутӗнче «Кудесники мяча» футболисчӗсем стандартан гол тапса кӗртме пултарчӗç. Кун пек чухне вăйă питӗ хӗрӳленсе каять. Пӗрисем çӗнтерӗве çухатасшăн мар, теприсем шута танлаштарасшăн тăрăшаççӗ. Анчах та «Сувар» капитанӗ Виктор Гудков вăйăра çăра пăнчă лартрӗ. Тӗрӗссипе каласан, пирӗн ертӳçӗ темиçе гол та кӗртме пултаратчӗ ку вăйăра, самантсем пулкаларӗç. Çапах матчăн 73-мӗш минутӗнче çеç вăл тапнă мечӗк «кудесниксен» хапхине вӗçсе кӗме пултарчӗ. 3:1 - çирӗп çӗнтерӳ. (А. Наумов сăнӳкерчӗкӗ).

 

Теги: футбол
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: