Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗннисем вылянине валидолсăр пăхма çук

2022 çулта Катарта иртмелли тӗнчери футбол чемпионачӗн суйлав турӗнче ӗнер Раççей сборнăйӗ Марибор хулинче Словени сборнăйне çӗнтерчӗ. 2:1 шута вăл матч вӗçлениччен аран сыхласа хăварайрӗ.

Çапах тӗп интрига тавăрураччӗ пуль. 2009 çулта Раççейӗн тӗнче чемпионатне тухас тесен Словени командине çӗнтермеллеччӗ. Анчах Раççей вăййя лайăх хатӗрленсе килмен, пирӗннисем словенецсене 0:1 шутпа выляса ячӗç те, чемпионата лекеймерӗç.

12 çултан футбол шăпи командăсене тепӗр хут тӗлпултарчӗ. Раççей хушăран лайăх вылять, вăхăчӗ-вăхăчӗпе пăхма намăс. Хăш чух ял футболисчӗсем пек йăнăшсем тăваççӗ футбол çăлтăрӗсем. Анчах выляса яман-тăк, куракан футболистсене хӗрхенет, хушăран мухтать те. Ӗнерхи вăйăра та çаплах пулчӗ-тӗр. Эпир çӗнтертӗмӗр, анчах та парăнтараймарăмăр, Словени техника тӗлӗшӗнчен тата ытти кăтартусемпе пиртен вăйлăрахчӗ. Çапах – çӗнтерекене вăрçмаççӗ. 

Пирӗн командăн тренерне Валерий Карпина лартнăранпа сборнăй – лайăхах выляймасть пулин те – сентябрьти тата октябрь пуçламăшӗнчи квалификацире пӗр матча та выляса ямарӗ. Хорватине шута илмесен пире хирӗç вылякан командăсем те вăйлисемех марччӗ. Тен, çапла ăнланмалла мар вăйă йӗркелени – Карпинăн çӗнӗ тактики?   

Хорвати ман шутпа хăй кӗртме тăрăшмарӗ, пире вара калама çук ăнса пычӗ. Сехрене хăпартакан матчăн юлашки 5 минучӗ валидолпа иртрӗ пулин те, табло çинчи шут пире хирӗç марччӗ: 0:0.

Кипрпа ун пек вылясса эпӗ пирӗн «йывăç урасенчен» те кӗтменччӗ. 90 минутран 15-шне кăна «аван» тесе хаклама пулать, ытти – брак. Тренер штабӗ ӗçлесе çитереймест-и е выляканӗсем пӗр-пӗрне ăнланса пӗтереймеççӗ-ши – калама йывăр. Анчах та футбол площадкинче Дзюба çукки сисӗнчӗ.

Тепӗр тесен, матч тăршшӗпе хирӗç вылякансен штрафнойӗ умӗнче мечӗк кӗтсе тăракан икӗ метрлă «юпа» çине тапса парасла выляни – пирӗн сборнăя пӗрре те илемлетмест. Кун пек кичем футбол курса ларнă çӗртен тăрса тухса каяс килет. Эпӗ çывăрса кайнă. Вăраннă çӗре 2:0, эпир малта.

Мальтăпа Раççей мӗнле шутпа вылянине çыриччен малтан, вăл çӗршывра миçе çын пурăннине аса илтерес килет: 515 пин ытла. Танлаштарушăн, пирӗн Çырчалли хулинче 533 пин çын пурăнать. Çак çӗршыва эпир 12:0 шутпа çӗнтермелле пек те, ăна йывăрпа 2:0 тăвайни пирӗннисене çитрӗ. Урăххине кӗтмеллех-ши вӗсенчен?

Октябрӗн 8-мӗшӗнче Хусанта Словакипе тӗлпулсан та эпир чаплă вăйă кăтартаймарăмăр. Хирӗç вылякансен хапхи енне 6 хут тапрӗç пирӗн футболистсем. Атакăра вылясси ниепле те пулса пӗтеймест-ха Раççейӗн. Пысăк йышпа мала чупса кайсан та атакăсене хапха енне тапассипе вӗçлеме пултараймаççӗ. Вăхăчӗ-вăхăчӗпе раççейсем сахалăн вылянă пек туйăнкаларӗ. Словаксен футболисчӗ Шкриньяр ăнсăртран хăйсен хапхине гол кӗртмен пулсан, темле вӗçленетчӗ-ши ку матч?     

Карпина ăнать. Çакна пурте ăнланаççӗ.

Паянхи куна Раççей сборнăйӗ 19 очкопа «Н» ушкăнра малта пырать, ун хыççăн Хорвати сборнăйӗ 17 очкопа. Ноябрӗн 11-мӗшӗнче Раççей Кипра йышăнать, 14-мӗшӗнче Хорватипе вылять. Ушкăнăн çӗнтерӳçи тӗнче чепионатне тухать, иккӗмӗш команда стык матчӗсенче вылять. Теори тăрăх Раççей Катарти мундиале хутшăнас шанăçне çухатман-ха.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев