Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Пирола» Тутарстана хальлӗхе çитеймен-ха

Çу вӗçӗнче тӗнчери темиçе çӗршывра коронавирус инфекцийӗн çӗнӗ штамне тупса палӑртнӑ. Вăл унчченхи «oмикронран» вăйлăрах пулнине çирӗплетнӗ Роспотребнадзорӑн Тутарстанри управленийӗн специалисчӗсем.

«Паянлӑха Тутарстан Республикинче çӗнӗ штамм палӑрман-ха. Йӗрлев ӗçӗсене тивӗçлӗ тестсем пулӑшнипе ирттеретпӗр», — каласа панă Роспотребнадзорӑн ĕçченĕсем.

Раççейĕн хӑш-пӗр регионӗнче медицина ӗçченӗсене маскӑсем тӑхӑнма сӗннӗ. Тутарстанри лару-тӑру, Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, лăпкă. Маска режимӗ çук пулин те хӑш-пӗр организаци профилактика мерисем ирттерме пултарать.

Çавӑн пекех палăртса хăвармалла, COVID-19 чирĕпе чирлекенсен шучĕ иртнӗ çулпа танлаштарсан, кăçал 8 хут сахалрах.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: ковид