Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пит нумай ачаллисене преференцисем

Тутарстанра нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ ӳсет – паянхи куна вӗсем 35 пин ытла.

 Сывлӑх сыхлав тытӑмне модернизацилени, аннелӗхпе ачалӑха хӳтĕлени, тутарстансене социаллӑ тӗрев пани ача ҫуратакансем йышлӑланни ҫине лайӑх витӗм кӳрет. 

Ҫак шухăша Рустам Минниханов ӗнерхи Посланийӗнче каларӗ. 

"Ҫемье хаклӑлӑхӗсен - юратӑвӑн, пӗр-пӗрне хисепленин, ӑнланнин, явалӑ атте-анне тивӗҫнӗ, нумай ачаллӑ пулнин приоритетне трансляцилемелле. Ку ӗҫре хыпар хатӗрӗсен, йӑлари конфессисен, ЗАГС ӗҫченӗсен, вӗрентӳ тытӑмӗнче, ҫамрӑксен политикинче тӑрӑшакансен тата, паллах, ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен витӗмӗ пӗлтерӗшлӗ",– тесе каларӗ Р. Минниханов. 

Президент палӑртнӑ тӑрӑх, Тутарстанра ҫулсерен 2 пин ытла мӑшӑр кӗмӗл, ылтӑн тата бриллиант туйӗсене паллӑ тӑвать. Ҫак ҫемьесем мӑшӑрланма хатӗрленекенсем валли лайӑх тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.

Республика ертӳçин сӑмахӗпе, Тутарстанра нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ ӳсет – паянхи куна вӗсем 35 пин ытла. Вӗсем валли социаллӑ тӗрев майӗсем хатӗрленӗ. 

"5 е ытларах ача ӳстерекен ҫемьесене ҫитес ҫултан уйӑхсерен парӑнакан пособипе тивӗҫтерӗпӗр – 3 тултарман ачасем валли ҫулталӑкне 10 пин тенкӗлӗх эмел туянмашкӑн электронлӑ сертификат парӑнать тата, ҫемьери пӗр ҫын пуҫне пурӑнмалли минимумран сахалтарах тупӑш тивет пулсан, ача сачӗшӗн тӳлемелле мар тӑватпӑр", – илсе кӑтартрӗ тӗслӗхсем Рустам Минниханов. 

ТР Президенчӗн Пресс-службин сӑнӳкерчӗкӗсем 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев