Питбайка пыракан çамрăка курсан автоинспекторсене пӗлтермелле
Юлашки вăхăтра çамрăк водительсем хутшăннипе пулакан аварисен шучӗ ӳссе пырать. Çакăнпа кӗрешес тесе патшалăх автоинспекцийӗ республикăра пурăнакансене мототранспорт рулӗ умне ларнă çул çитмен ачасем çинчен пӗлтерме ыйтать.
Мототранспортпа кирлӗ категориллӗ водитель удостоверенийӗ пулсан çеç çӳреме юрать. Руль умне çул çитмен ача ларсан, унăн ашшӗ-амăшне халӗ уголовлă майпа явап тыттарма пултараççӗ.
Питбайкпа, квадроциклпа е мопедпа пыракан çул çитмен водителе курсан +7 (843)-5333-820 номерпе шăнкăравласа е infogaikazan@yandex.ru электронлă почтăпа пӗлтермелле. Заявкăсене 8 сехетрен пуçласа 12 сехетчен тата 14 сехетрен пуçласа 18 сехетчен йышăнаççӗ.
Кун пек чухне вăхăта, вырăна, çавăн пекех йӗркене пăсакансен миçен пулнине, питбайк тӗсне, унăн модельне тата ятарлă экипировка пулнине те палăртмалла. Çамрăк водителӗн хушамачӗ, ячӗ, ашшӗ ячӗ тата пурăнмалли адресӗ паллă пулсан вӗсене те пӗлтермелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев