Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Питӗр чăвашӗсем кӗпӗрнаттăрне тӗрленӗ галстук парнелерӗç

Питӗрти Чăваш ентешлӗхӗ Регионсем хушшинчи «Россия – созвучие культур» этнокультура фестивальне тăтăшах хутшăнать. Ленинград облаçӗнчи Волховра саккăрмӗш хут иртнӗ фестивальтен те юлмарӗç.

Ленинград облаçӗнчи Чăваш культура обществи «Чăваш тӗррин нумайенлӗхӗ: кил-çурт тата тумтир» ятлă курав хатӗрлерӗ. Вăл пултăр тесе Алевтина Челнокова, Марина Кириллова, Тамара Николаева тăрăшрӗç.

Этнофестивале уçас умӗн пирӗн пата Волховски районӗн депутачӗ, Чăваш Республикинче çуралса ӳснӗ Сергей Кафорин, Волховски райадминистрацийӗн делегацийӗ, паллă юрăç Афина килсе курчӗç. Ленинград облаçӗн кӗпӗрнатторне Александр Дрозденкона чăвашсем çăкăр-тăварпа кӗтсе илчӗç. Валериан Гаврилова чăваш тӗррин хăййевӗрлӗхӗ çинчен каласа кăтартрӗ тата кӗпӗрнаттăра чăваш тӗрриллӗ галстук парнелерӗ. Çавăн пекех Алексанăр Дрозденкона Антон Салмин çырнă «Древние чувашские праздники» кӗнкене пачӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев