Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Питӗрти чăвашсем паллă ентешсен çулталăкне уçнă

Кăрлач уйăхӗн 15-мӗшӗнче Санкт-Петербургри Национальноçсен çуртӗнче чаплă лару-тăрура паллă ентешсен çулталăкне уçнă.

Вырăнти чăвашсен ертсе пыракан, Чăваш наци конгресӗн Питӗр хулинчи полномочиллӗ представителӗ Валериан Гаврилов пӗлтернӗ тăрăх, Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи чăвашсен пӗрлешӗвӗсен Канашӗ 2022 çула ку тăрăхра чăваш поэчӗпе драматургне Федор Павлова халаллама йышăннă. Ун хыççăн Валериан Анатольевич пухăннисене Чăваш наци конгресӗн президенчӗн Валерий Клементьевăн саламне вуласа панă.

Çак пухурах сăварсем куçса çӳренин историне Петӗр патша ячӗллӗ антропологи тата этнографи музейӗн (Кунсткамера) наука ӗçченӗ, истори ăслăлăхӗсен докторӗ Антон Салмин вуласа панă. Антон Кириллович сăварсем куçса çӳренине тӗплӗн, картăсем çинче кăтартнă. Никамшăн та вăрттăнлăх мар, юлашки çулсенче чылай регионра халăхсен историйӗсене таврапӗлӳçӗсем çырма пуçланă. Вӗсенчен нумайăшӗ наука ӗçӗ-хӗлӗ çинчен шутламаççӗ те. Çавăнпа та хальхи вăхăтра халăхăн историйӗпе культури çинчен калакан информацие наука тӗлӗшӗнчен тӗпчени, пӗрремӗш çăлкуçсене кăтартни, ӗçсене академилле наука пӗрлешӗвӗнче сӳтсе явни пӗлтерӗшлӗ.

«Качча тухакан чăваш хӗрӗ ют йăха куçнин йăлисем транформациленни» ятлă лекципе Антон Кирилловичăн вӗренекенӗ Никита Волкович аспирант паллаштарнă. Çак доклад итлекенсене тыткăнланă. Никита Волкович юлашки çулсенче туй йăлисене Самар облаçӗнче, Тутарстанри Нурлат районӗнче, Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнче тӗпченӗ.

Санкт-Петербургри Национальрноçсен çурчӗн халăхсем хушшинчи хутшăнусен уйрăмăн начальникӗн тивӗçӗсене пурнăçласа пыракан Алексей Ачкасов чăвашсене парне панă – Питӗрти халăхсен çуртӗнче коммерцилле мар организацисем йӗркеленнин историйӗ çинчен калакан кӗнеке.

Валериан Гаврилов обществори юбилярсене саламланă, парнесем панă. Мешехе чăваш кукăлӗсемпе чей ӗçессипе вӗçленнӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев