Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПИТӖРТЕ 2022 ÇУЛТА «ХАМĂР ПАТТĂРСЕМПЕ МĂНАÇЛАНАТПĂР» ПРОЕКТ ПУРНĂÇА КӖРӖ

Çакна халалласа çурçӗрти шӗкӗр хулари Национальноçсен çуртӗнче Чăваш хăналăхӗ уçăлнă. Унта кăрлач-нарăс уйăхӗсенче çуралнă паллă ентешсене чысланă.

Вӗсен хушшинче Питӗрти архитектор Петр Егоров, Петрограда хӳтӗлекен штабăн начальникӗ Дмитрий Авров, паллă дивизи командирӗ Василий Чапаев, Совет Союзӗн Паттăрӗ Виктор Ерменеев, Социализмла Ӗç Паттăрӗ Николай Гаврилов, чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай, кӗнеке кăларакан Эльвира Кузнецова, ЧР тава тивӗçлӗ строителӗ Николай Угаслов.  

2022 çула кӗтсе Питӗрти Чăваш наципе культура автономийӗ хăйсен календарьне кăларнă. Владислав Гаврилов ăна Питӗрти национальноçсен çуртӗнчи чăвашсен кураторне Янина Семаковăна парнеленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев