Питӗрти чӑваш студенчӗ Пӗтӗмраҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ

Адвокат пулӑшаканӗ пулса ӗҫленӗ май, вӑл Санкт-Петербургри Чӑваш наципе культура автономийӗн мероприятийӗсене хутшӑнма та вӑхӑт тупать
Октябрӗн 14-15-мӗшӗсенче Мускавра ҫамрӑксем хушшинчи Пӗтӗмраҫҫейри "Манӑн закон тӑвакан пуҫару" конкурс иртнӗ. Унта хутшӑнакансем хӑйсен пуҫарӑвӗсемпе жюри эксперчӗсен умне тухмалла пулнӑ. Конкурс икӗ туртан пулнӑ. Пӗрремӗшӗ – Пӗтӗмраҫҫейри куҫӑн мар конкурс – 2020 ҫулхи июнӗн 3-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 30-мӗшӗччен иртнӗ. Конкурс материалӗсене экспертсем патне электронлӑ почтӑпа ярса панӑ. Иккӗмӗшӗ – 2020 ҫулхи октябрӗн 14-15-мӗшӗсенче иртнӗ конкурс ("Пӗтӗмраҫҫейри ҫамрӑксен ХV форумӗн кӗрхи сессийӗ) – унта ҫамрӑксем хӑйсен ӗҫӗсен пӗтӗмлетӗвӗсене жюри умӗнче хӳтӗленӗ.
Конкурса ирттернин тӗп тӗллевӗ – закон кӑларас ӗҫе хутшӑнтарса ҫамрӑксене патшалӑх управленийӗ патне явӑҫтарасси, ҫамрӑксен уйрӑмах перспективлӑ проекчӗсене суйласа илсе закон кӑларас пуҫарусенче усӑ курасси.
Ҫак конкурсра Санкт-Петербургри тата Ленинград облаҫӗнчи Чӑваш ҫамрӑкӗсен организацийӗн председателӗн ҫумӗ Андрей Иванов хутшӑннӑ. Вӑл Санкт-Петербургри политехника университечӗн 4-мӗш курс студенчӗ. Андрейӑн конкурсри "Патшалӑх йӗркеленӗвӗн тата граждансен конституцилле прависем" направленипе хатӗрленӗ ӗҫӗ куҫӑн мар конкурсра ҫӗнтернӗ. Пӗтӗмраҫҫейри очнӑй конкурсра жюри чӑваш ҫамрӑкӗн наука ӗҫне чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Ӑна "Чи лайӑх студент ӗҫӗшӗн" медаль панӑ тата 1 степеньлӗ диплом.
Андрей Иванов тӗрлӗрен наукӑпа практика конференцийӗсене тӑтӑшах хутшӑнать. Чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗ те унӑн ҫӳллӗ шайра. Адвокат пулӑшаканӗ пулса ӗҫленӗ май, вӑл Санкт-Петербургри Чӑваш наципе культура автономийӗн мероприятийӗсене хутшӑнма та вӑхӑт тупать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
10 августа 2022 - 14:50Аллă тăхăр пăши те вун виçӗ хир сысни Тутарстанра тискер чӗрчунсене аптасси тăтăшланнă. Тӗрӗссипе каласан, вӗсем хăйсем сасартăк иртсе пыракан машина умне сиксе тухаççӗ. Симӗс çатралăх çул çумӗнчех пулсан, руль умӗнче пыракан водителӗн умне сасартăк сиксе тухнă чӗрчунран пăрăнса ӗлкӗрме е чарăнма 2-3 çеккунт çеç юлать. Каçхи вăхăтра аварирен пăрăнма шанăç çукпа пӗрех. Çавăнпа кустăрма айне нумай чӗрчун çакланать те.7600
-
10 августа 2022 - 12:28Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Теччӗ районӗн пуçлăхне Рамис Сафиуллова «Дуслык» орденӗпе наградăланă Çакăн çинчен калакан Указ Президентăн сайтӗнче пичетленнӗ8600
-
10 августа 2022 - 11:28Редкий экземпляр: нефтепроводчики помогают сохранить растения Астрагал серпоплодный (Astragalus falcatus Lam.) и остролодочник волосистый (Oxytropis pilosa L.) – эти и другие находки обнаружили экологи компании «Транснефть – Прикамье» при проведении инженерно-экологических изысканий в Республике Марий Эл.8600
-
10 августа 2022 - 11:18Тутарстанра мӗн пур 43 район вырмана тухнă Вырма тытăнчӗ кăна-ха. Хирсен 16 процентне çеç тыр-пултан тасатнă пулин те Тутарстанри пӳлмесене ӗнтӗ пӗр миллиона яхăн тонна тырă кӗнӗ ӗнтӗ. Çакăн çинчен ТР ял хуçалăхӗпе продовольстви министрӗ Марат Зяббаров ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсемпе тӗл пулнă вăхăтра пӗлтернӗ. Министр «Хузангаевский» тата «Восток-зернопродукт» хуçалăхсенче пулнă.8300
-
5 августа 2022 - 16:01Пахалăхне тӗрӗсленӗ
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
9 августа 2022 - 05:55Александр Денисович ЧЕРНОВА 55 çул тултарнӑ ятпа!Тӗнчери чи хаклӑ та юратнӑ çыннӑмӑра, Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче пурӑнакан Александр Денисович ЧЕРНОВА августӑн 9-мӗшӗнче 55 çул тултарнӑ ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!20000
-
5 августа 2022 - 10:53Александр Владимирович ИВАНОВ 60 çул тултарчӗАксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Александр Владимирович ИВАНОВ ӗнер, августăн 4-мӗшӗнче, 60 çул тултарчӗ. Юратнă мăшăра, аттене, кукаçее, асаттене сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр!39500
-
19 июля 2022 - 08:05Валентина Николаевна АЛЬМЕНДЕЕВАНА юбилей ячӗпе!Пăва районӗнчи Ескуль ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Элмет хулинче пурăнакан Валентина Николаевна АЛЬМЕНДЕЕВА (ИСАКОВА) июлӗн 19-мӗшӗнче 65 çул тултарать.68200
-
7 августа 2022 - 13:47Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн мухтавлă çынни, пултаруллă юрăçи, халăх ансамблӗн пултăклă ертӳçи – Людмила Сердцева! Пӗчӗк чухнех тăрăшуллă, маттур, правур, хастар пулнă вăл. Пур ӗçе те вăхăтра та тӗплӗ ӗçлеме юратнипе палăрса тăнă. Ахальтен мар пӗр-пӗр ӗç тумалла е ăçта та пулсан каймалла чухне Пётр Иванович: «Люсьăна ярăр, вăл кайсан веçех пулать», – тенӗ. Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн мухтавлă çынни, пултаруллă юрăçи, тӗрлӗ енлӗ талантлă вӗрентекенӗ, чăваш наци культурине упрас тата аталантарас, çамрăк яш-кӗрӗме çӗршывшăн, чăвашлăхшăн, пуласлăхшăн тăрăшма вӗрентес ӗçре ырми-канми тăрăшакан, «Хӗлхем» халăх фольклор ушкăнӗн тата «Çăлкуç» ушкăнӗн ертӳçи Людмила Петровна Сердцева августăн 4-мӗшӗнче хăйӗн 65 çулхи юбилейне паллă турӗ.53900
-
7 августа 2022 - 14:14Тăхăрьялăн пуян историйӗ Элшел музейӗнче упранать Тăхăрьял историйӗпе паллашас тесен Пăва районне кӗрекен Элшелне кăна каймалла. Шăп çак ялта пуçтарнă та ӗнтӗ легендарлă тăрăхăн ӗмӗрсен пуян кун-çулне. Кам кăна тухман-ши Тăхăрьялтан? Культура, наука, спорт, çар тата ытти сферăра палăрнисем йышлă, анчах пуринчен ытла писательсемпе поэтсем. Мӗнпе çыхăннă çакă? Сывлăшӗ урăхларах-ши е ытти сăлтавпа? Апла-и, капла-и – ку факт. Паллă çынсен пурнăçӗпе паллаштарать те Элшелӗнчи музей. Унта эпир Пăва районне ӗçпе кайсан кӗрсе тухрăмăр. Музей ӗçне ялти хисеплӗ çын Евгений Афанасьев йӗркелесе ертсе пырать. Çак ӗçе вăл шкулта ӗçленӗ чухнех кӳлӗннӗ, пенсие тухсан та пăрахас темен – малаллах ӗçлет. Мӗншӗн тесен музей ӗçӗн хакне, унăн социаллă пӗлтерӗшне çав тери аван ăнланать. Çамрăксем ку енӗпе пит ӗçлесшӗнех мар, çул ӳсӗмне кура ун хакне ăнланмаççӗ-ши?45200
-
7 августа 2022 - 14:38Тутарстан киновӗ «Алтайри Шукшин кунӗсем» Пӗтӗм Раççейри кинфестивальте гран-при çӗнсе илнӗ Июлӗн 19 – 23-мӗшӗсенче «Алтайри Шукшин кунӗсем» Пӗтӗм Раççейри фестиваль витӗмӗпе XXIV кинофестиваль иртнӗ. Тутарстан кинематографӗсем унта гран-при çӗнсе илме пултарнă. Ильдар Ягафаров ӳкернӗ «Исэнмесез?» кинофильм пирки пырать сăмах. Ильдар Рашитович фестивальсене ăнсăртран хутшăннă тесе каласа пачӗ. Мускавран пӗлӗшӗ шăнкăравласа фестивале хутшăнма сӗннӗ иккен, приз илме шак хумасăр, ытахальтен тенӗ пек килӗшнӗ. Заявкăсем йышăнма чарăнас умӗн пӗр кун маларах фестивале хутшăнма ӗлкӗрнӗ. Лентăна «Западные ворота» жюрийӗ пысăка хурса хакланă. Режиссера хăйне фестивальсене хутшăнасси мар, прокат ытларах интереслентерет, республикăра «Исэнмесез?» шăпипе савăнмалла – кинона çӳрекенсем нумай, пӗтӗмӗшле илсен куракансен кăмăлне каять. Çав вăхăтрах çамрăк, анчах авторитетлă Псков фестивалӗн лонг-листне лекни те паха тесе кинофестиваль авторитетлă пулнине палăртрӗ Ягафаров.35900
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика