Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Питӗрти чӑвашсем хутшӑнусене ҫирӗплетесшӗн

Çӗршыв историйӗнче паллă йӗр хăварнă Петербург чăвашӗсен пултарулăхӗпе кун-çулне тӗпчес ӗçре те тăрăшаççӗ ентешсем, вӗсене халалласа интереслӗ кӗнекесем кăлараççӗ

Ӗнер "Сувар" хаҫат редакцине Санкт-Петербургри чӑваш наципе культура автономийӗн председателӗ Валериан Гаврилов килсе кайрӗ.
Вӑл Питӗрти тата ун таврашӗнчи чӑвашсем мӗнле общество ӗҫне аталантарни ҫинчен каласа пачӗ.
Раҫҫейӗн ҫурҫӗрти шӗкӗр хулинче наука ӗҫне кӳлӗннӗ чӑваш нумай, ҫав шутра ҫамрӑксем те. Пирӗн халӑх йышӗ те унта ӳссе пырать. Ҫавӑнпа чӑвашсем ӗҫсене кал-кал илсе пыма май пур та.
Валериан Гаврилов Санкт-Петербургри чăвашсене ертсе пыма тытăнсан уйрăмшар ушкăнсене пайланнă йăхташсене пӗрлештерес ӗçне тӗпе хунă. Çакă 2019 çулта Питӗрте Бичурин тăкăрлăкне уçма май панă.

Çӗршыв историйӗнче паллă йӗр хăварнă Петербург чăвашӗсен пултарулăхӗпе кун-çулне тӗпчес ӗçре те тăрăшаççӗ ентешсем, вӗсене халалласа интереслӗ кӗнекесем кăлараççӗ. Эрнери кашни куна планласа хунӑ, автономи нумай направленипе ӗçлет. Ун çумӗнче чăваш культурин «Чăваш тӗнчи» интерактивлă музей (ертӳçи Валентина Пиличева), Петр Егоров ячӗллӗ ыркăмăллăх фончӗ (ертӳçи Валериан Гаврилов), «Чăваш чӗлхипе культурин тӗнчи» кружок (ертӳçи Анастасия Бахматова), Чăваш тӗррин кружокӗ (ертӳçи Алевтина Челнокова), Чăваш чӗлхин курсӗсем (ертӳçи Анастасия Бахманова), Чăваш ачисен «Ылтăн» центрӗ (ертӳçи Елена Андреева), Чăваш фольклор ансамблӗ «Юрату» (ертӳçи Роман Арсентьев), Çамрăксен «Кевер» ташă ансамблӗ (ертӳçи Ян Федоров), ачасен «Эревет» фольклор ансамблӗ (ертӳçи Светлана Фролова) ӗçлеççӗ.

Тӗлпулусем музейсенче, библиотекăсенче, национальноçсен çурчӗсенче пулса иртеççӗ. Грантсем çырас ӗçе те тӗплӗ илсе пыраççӗ чăваш пӗрлешӗвӗнче. Çитӗнӳсем те çук мар. Масăллă культура мероприятийӗсене ирттерме 150 пин тенкӗлӗх оборудовани илме пултарнă Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗ. Унăн ертӳçи Валериан Гаврилов регионсенчи хастар ӗçлекен чăваш обществисемпе тачăрах çыхăну тытас шухăшне пӗлтерчӗ. Пирӗн пӗр-пӗринчен чăнах та вӗренмелли нумай.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев