Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗкӗлме районӗнчи чӑваш ялӗнче сӗт комлексӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.

Ӑна Наратлӑ ҫывӑхӗнчи Петровка сӑртӗнче туса лартнӑ. Официаллӑ майпа уҫман пулсан та, спвӑм карусельне ҫавӑрса янӑ

Сӗт комплексне 1000 ӗне шӑнӑҫать, унта "Карусель" сӑвӑм залӗ ӗҫлет. 

Ку вӑл бетон никӗсӗнчи ҫаврака платформа. Пӗр вӑхӑтра ун ҫинче 72 ӗнене сума пултараҫҫӗ. Кашни выльӑх хыҫҫӑн система аппарата этем хутшӑнмасӑр стерилизацилет. Комплекс территорийӗнче кӗтӳ пӑхакан тата апатлантару комплексӗсене вырнаҫтарнӑ. 

"Наратлӑ" выльӑх-чӗрлӗх комплексӗн финанслав калӑпӑшӗ 2 млрд та 704 млн тенкӗ. Паянхи куна унта 73 ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ. Комплексӗн проект хӑвачӗ – талӑкне 100 тонна сӗт парасси.

Малашне Пӗкӗлме районӗнче тата икӗ ӗне ферми тума палӑртнӑ, вӗсем Сумароково тата Зеленая Роща ялӗсӗнче пулӗҫ.

Районти сӗт проекчӗн инвестицийӗсем 12 млрд тенке ҫитеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев