Пӗкӗлмере акăш хӗл каçма юлнă
ПӖКӖЛМЕ çыннисем вырăнти пӗр пӗвере пӗччен акăша курсанах канлӗхе çухатнă. Мăшăрне çухатнă хыççăн (те браконьерсем тытнă, те тилӗ — паллă мар) вӗçен кайăк ниепле те кăнтăра вӗçсе каясшăн пулман.
Çынсем МЧСа та, 112 номерпе экстреннăй службăсене те шăнкăравласа пулăшма ыйтнă. Анчах кашнинчех: «Вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ кашни кун кайса пăхать», — тенине кăна илтнӗ. Телее, ырă çын тупăннă. Çак тăрăхри пулăç вӗçен кайăка хăй патне килне илсе кайнă. Вырăнти халăх тинех лăпланнă: çынни шанчăклă, акăш ун патӗнче хӗл каçать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев