Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗкӗлмере геофизиксен скверӗпе геолог палăкне уçнă

Августăн 30-мӗшӗнче Хусанта Рашит Вагапова палăк уçнă вăхăтра Пӗкӗлмере геофизиксен скверӗпе геолог палăкӗ уçăлнă. Вырăнти геологсемпе геофизиксем хулана Тутарстан Кунӗпе парне тунă.

«Пирӗн геологсем хамăрăн пысăк çӗршывра кăна мар, ун тулашӗнче инçетре те ӗçлеççӗ. Манăн ТНГ-групп ертӳçисене пирӗн хулана çакнашкал пысăк парне туса панăшăн чунтан тав тăвас килет. Çак паллă пулăмпа пурне те саламлатăп. Çӗнӗ сквер пӗкӗлмесене нумай-нумай çул савăнтартăр», - тенӗ хула мэрӗ Линар Закиров палăка уçнă вăхăтра.

2,5 метрлă скульптура геолога сăнарлать. Ăна алюминийрен туса ултă тоннăллă гранит постаменчӗ çине вырнаçтарнă. Çак палăк Совет Союзӗн нефть отраслӗн ертӳçин, СССР нефть промышленность министрӗн Валентин Шашин ячӗллӗ аллейăна илемлетсе тăрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев