Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПӖЛМЕ ИНТЕРЕСЛӖ ПУЛЧӖ

Чăваш чӗлхи кунӗнче мероприяти ирттертӗмӗр

Наратлă ялӗн библиотекинче Чăваш чӗлхи кунӗнче «Яковлев – çӗнӗ çырулăха пуçаракан» информаци сехечӗ иртрӗ. Паллах, ку мероприятие чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă. 

Ертсе пыракансем ачасене Иван Яковлевичăн çăмăл мар пурнăçӗ, ӗçӗ-хӗлӗ çинчен каласа пачӗç. Тӗлпулăва хутшăнакансене тăлăх ача мӗн пӗчӗкрен вӗренес тесе тăрăшнине пӗлме интереслӗ пулчӗ. Иван Яковлев ырми-канми ӗçленипе чăваш халăхӗн хăйӗн алфавичӗ йӗркеленнӗ, чăвашла кӗнекесем пичетленме пуçланă. 

Шкул ачисем Иван Яковлев çинчен, чăваш чӗлхи пирки сăвăсем вуларӗç. Юлашкинчен пурте пӗрле «И.Я.Яковлев – Аслă Вӗрентекенӗмӗр» кӗнеке куравӗпе паллашрӗç. 

 

Татьяна ДМИТРИЕВА.

Пӗкӗлме районӗ,

Наратлă.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Иван Яковлев просветитель