Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗлтӗр те, кӑҫал та Раҫҫей Кубокӗ Хусана ҫул тытрӗ

Хусанти "Динамо" клубӑн волейболисткисем улттӑмӗш хут Раҫҫей Кубокне ҫӗнсе илчӗҫ

Ӗнер Хусанти "Динамо" Мускаври "Динамона" Раҫҫей Кубокӗн финал матчӗнче ҫӗнтерчӗ. Мускавра иртекен вӑйӑна "Матч" каналпа турӗ эфирта курма май пулчӗ.

Малтанхи партире подачӑсенче нумай йӑнӑш туса хусансем выляса ячӗҫ. Комментаторсен чӗлхисем тутарстансем финалта хӑйсен килӗнче вылямасан – ҫӗнтереймеҫҫӗ тесе сӳпӗлтетме пуҫларӗҫ. Анчах пирӗн хӗрсем ытти сетсене виҫҫӗшне те ҫӗнтерӳпе вӗҫлесе ҫӗршыв Кубокне Хусана илсе кайрӗҫ. 

Виҫҫӗмӗш вырӑншӑн Краснодарти "Динамопа" Питӗрти "Ленинградка" тупӑшрӗҫ. Кунта краснодарсем ҫӗнтерчӗҫ.

Хусанти "Динамо" Раҫҫей Кубокне улттӑмӗш хут ҫӗнсе илет. Ҫак ҫитӗнӳпе вӑл маларах малта пынӑ "Заречье-Одинцово" командӑпа танлашрӗ. 

Кубока пӗлтӗр те хусансем илнӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев