Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПОЧТАЛЬОНСЕМ, «СУВАР» ÇЫРĂНТАРАР-И?

Конкурсăн положенийӗпе тӗплӗнрех çак ссылкăпа http://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/konkurs-luchshiy-pochtalbon «Сувар» хаçатăн сайтне кӗрсе паллашма пулать.

«Çырăнтару марафонӗ: чи лайăх почтальон» конкурсра çӗнтерекенсене редакци укçа парса хавхалантарать

«Сувар» хаçат редакцийӗ Тутарстанри
почтальонсен хушшинче «Çырăнтару марафонӗ: чи лайăх почтальон» конкурс ирттерет.

Мӗн тумалла-ха конкурса хутшăнас тесен? Çынсене «Сувар» хаçат çырăнтармалла! Почтальонăн хăйӗн ячӗпе хушаматне, адресне, хăй ӗçлекен çыхăну уйрăмне палăртса конкурса хутшăнас кăмăл пурри пирки редакцие ирӗклӗ формăпа çырса заявка ямалла. «Сувар» хаçата 2022 çулăн 1-мӗш çур çулне çырăнакансене шута илсе пымалла. Миçе çынна çырăнтарнине ӗнентерекен даннăйсене редакцие çырса е +79179076881 телефон номерӗпе пӗлтермелле.
Редакци чи нумай «Сувар» çырăнтарнă тăватă почтальона (икӗ 3-мӗш вырăн) палăртать, пӗтӗмлетӳсем туса парне парать:
1-мӗш вырăншăн – 5 пин тенкӗ;
2-мӗш вырăншăн – 3 пин тенкӗ;
3-мӗш вырăншăн – 2 пин тенкӗ.
Конкурс 2021 çулхи ноябрӗн 26-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 28-мӗшӗччен пырать. Çӗнтерӳçӗсене редакци хаçата çырăнакансен квитанцийӗсемпе ирттерекен акцие пӗтӗмлетнӗ чух 2022 çулхи январӗн 25-мӗшӗнче палăртать.

 Редакци.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев