Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Почтальонсем валли: «Çырăнтару марафонӗ: чи лайăх почтальон» конкурс

Сувар» хаçат редакцийӗ Тутарстанри почтальонсен хушшинче «Çырăнтару марафонӗ: чи лайăх почтальон» конкурс ирттерет. Мӗн тумалла-ха конкурса хутшăнас тесен? Çынсене «Сувар» хаçат çырăнтармалла!

«Почтальонăн хăйӗн ячӗпе хушаматне, адресне, хăй ӗçлекен çыхăну уйрăмне палăртса конкурса хутшăнас кăмăл пурри пирки редакцие ирӗклӗ формăпа çырса заявка ямалла. «Сувар» хаçата 2022 çулăн 1-мӗш çур çулне çырăнакансене шута илсе пымалла. Миçе çынна çырăнтарнине ӗнентерекен даннăйсене редакцие çырса е +79179076881 телефон номерӗпе пӗлтермелле.

 

Редакци чи нумай «Сувар» çырăнтарнă виçӗ почтальона палăртать, пӗтӗмлетӳсем туса парне парать:

1-мӗш вырăншăн – 5 пин тенкӗ;

2-мӗш вырăншăн – 3 пин тенкӗ;

3-мӗш вырăншăн – 2 пин тенкӗ.

Конкурс 2021 çулхи ноябрӗн 26-мӗшӗнчен пуçласа 2021 çулхи декабрӗн 28-мӗшӗччен пырать.

Конкурсăн положенийӗпе тӗплӗнрех çак ссылкăпа кӗрсе http://suvargazeta.ru/news/tema-dnya/konkurs-luchshiy-pochtalbon   паллашма пулать.

И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗнче: Пăва районӗнчи Элшел ялӗнчи почта ӗçченӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс подписка 2022