Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Поэтсемшӗн вилӗм ҫук

Николай Дворов сăнне Тайăр Тимккипе Константин Петровпа юнашар вырнаçтарни – Тăхăрьял халăхӗ чăмăртанса пӗр шухăша килнине, поэтсемшӗн вилӗм çуккине çирӗплетекен пулăм

Ентешӗмӗр Николай Михайлович Дворов-Шемексем пиртен яланлăхах уйрăлса кайнăранпа çулталăк çитрӗ. Вăл 1940 çулта Пăва районӗнчи Элшел ялӗнче учитель çемйинче çуралнă. Ашшӗ – Шемек ялӗн çынни, амăшӗ – Пӳркелӗнчи Кантăрашка Çтуппан хӗрӗ пулнă. Ялти пысăк йăх пулнă Кантăрашкасем. Юрă ăстисем, вăйçăсем, калаçнă чух сăмахсенчи пур сасăсене те уçăмлă палăртса калаçнипе уйрăлса тăнă. Н.Дворов сăввисенчи сăмахсен​ шăрçаланăвӗ, калас тенӗ шухăшсем ансат та ăнланмалла уçăлни Пӳркелӗнчи куккăшсенчен куçнă пулас. «Йăхӗ йăхне, Тилçе тымарне хывать», – тенӗ ваттисем.

Сăвăçăн ашшӗ Михаил Владимирович 1942 çулта вăрçăра Сталинграда хӳтӗлесе пуç хунă. Амăшӗ икӗ ачипе Элшелӗнчен упăшки ялне таврăнса, вӗсене пӗчченех пăхса ӳстернӗ. Ачисен рехетне курса вилчӗ Нина Степановна.

Тăван ялӗнче пуçламăш шкул çех пулнипе, Коля тăватă класс хыççăн виçӗ çул Пӳркелӗнче вӗренчӗ. Тӗслӗхлӗ вӗренекенччӗ вăл, спортпа туслăччӗ. К.Н.Морозова йӗркеленӗ чăваш литературине юратакансен ушкăнне çӳретчӗ, унăн пуçласа çырнă сăввисем çав тапхăрта çуралчӗç. Элшелӗнчи вăтам шкула вӗçленӗ çулсенче унăн пӗчӗк заметкисем республикăри «Хӗрлӗ ялав» хаçатра курăна пуçларӗç.

Тăхăрьялта çав тапхăрта тăван сăмахпа пурнăçа урăхлатма ӗмӗтленекен йыш ӳссе çитӗнчӗ. Ку юхăм – ялсенчи шкулсенче тăван чӗлхепе литература вӗрентекенсем – Чӗмпӗрти, Хусанти, Аксури чăваш педтехникумӗсенчен вӗренсе тухнă тăрăшуллăскерсемсӗр пулас çукчӗ. Пӳркелӗнче К.Н.Морозова, Пимӗрселӗнче Н.С.Сусанина, Элшелӗнче П.С.Дедушкинăпа А.Н.Калистратов, Чăваш Киштекре М.А.Волкова, Хирти Кушкăра Г.Г.Салмина, Раккассинче Е.А.Петрова тата ыттисем – хăйсем те сăвă-калавсем хайланинчен те килнӗ пулӗ çав ăнтăлу. Шкул ачисене тăван сăмаха юратма вӗрентес ӗçре вӗсен витӗмӗ сулмаклăччӗ.​ Шел пулин те, çак аслă ӳсӗм шкулсенчен кайнă тапхăр, иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш çулӗсенчи Вӗрентӳ министерствин тирӗсле хушăвӗсемпе тӳрре килчӗç. Шкулсенче тăван чӗлхен сумӗ чакрӗ. Анчах сăлтавӗ унта кăна марччӗ, хамăрта та пурччӗ. Ашшӗ-амăшӗсен пухăвӗсенче тăван чӗлхе çинчен сăмах хускатсан: «Мӗн тума кирлӗ вăл чăваш чӗлхи? Ялтан тухсанах вырăсла калаçма тӳрӗ килет…», «Халӗ тракториста та​ вырăсла вӗрентеççӗ», – тенисене илтме пулать.

Анчах пурте ун пек шухăшламан. Тăхăрьялта вӗрентӳ министерствин пуçарулăхӗпе килӗшмен çынсем те пурччӗ. Тăван чӗлхене чунпа парăннă пӗр ушкăн йӗркеленчӗ, ытларах хăйсем пуçласа хайлавсем çыракансемччӗ. Вӗсем унта-кунта çырусем çырчӗç, анчах усси пулмарӗ. Çиле хирӗç сурнă пек килсе тухрӗ.

Тăван чӗлхе пирки хăйсен ăнланăвне улăштарманнисем сăвă каçалăкӗнче палăра пуçларӗç. Пичетленме те майсем пурччӗ. Республикăри чăваш хаçатне килсеренех çырăнса илетчӗç, районти «Ялав» хаçат вăл çулсенче 10 000 экземплярпа пичетленетчӗ. Хакӗсем те питӗ йӳнӗччӗ. Пурнăç сăвăсем çырса малалла пурăнма çуккине уççăнах палăртрӗ. Тăван сăмаха пурнăçа халаллама ӗмӗтленнӗ çамрăксен хушма специальностьсем илсе пурнăçа малалла тăсма тиврӗ. Элшелсем – Николай Юнгеров, Роман Чепунов, Михаил Смирнов, Николай Зимин, Михаил Ложников – вӗрентекен «хăмăтне» тăхăнчӗç. Раккассинчи Анатолий Тимофеев, Чăваш Киштекри Николай Бахтинов, Хирти Кушкăри Геннадий Никифоров, Элшелӗнчи пӗртăвансем Алексейпе Валериан Ашкеровсем культура енне сулăнчӗç, Николай Симуновпа Николай Дворов ял хуçалăх ӗçне суйласа илчӗç. Анатолий Малышев сывлăха сыхлас ӗçе кăмăлларӗ. Шăпа парнеленӗ ӗçӗсенче вăй хунă хушăрах, юратнă айкашăвран уйрăлмасăр, район хаçачӗ çумӗнче А.В.Лепешкин, каярах Л.В.Журавлева ертсе пыракан «Çăлкуç»​ литпӗрлешӳре тухăçлă ӗçлесе туптанчӗç хастарсем. Çакна та каласа хăварас килет. Çӳлерех асăннă юлташсем тӗрлӗ ӗçре ӗçлесен те, хăйсенче сăвăлас çулăмне сӳнтермесӗр, СССР, Раççей, Чăваш çыравçисен союзӗсен пайташӗсем пулса тава тивӗçлӗ ӗçченсен ячӗсене тивӗçрӗç, темиçе кӗнеке авторӗсем пулса тăчӗç.

Поэзи – çамрăклăх палли. Тӗнчери пур халăхсен сăвăлла хайлавӗсем авторӗсем вӗри юнлă тапхăрӗнче çуралнă. Чăваш поэзийӗнче те палăрать çакă. Н.Дворов вара аллă çулта пичетленме пуçларӗ çех-ха. Сăлтавӗ – вăл хăйӗн çамрăклăх тапхăрӗнче ялшăн пысăк вырăнсенче ӗçлерӗ. Вырăнти çын сăвăсем çырса аппаланнине вăл çулсенче ентешӗсем ача-пăчалăх теме те пултарнă. Çавна пула вăл палăрмасăр ӗçлекен сăвăçа çаврăнчӗ. Çыратчӗ, анчах пичетленместчӗ. Халӗ, çулсем иртсен, унăн кӗнекисене ума хуратпăр та, пайтах хайлавӗсем вăл вăтăрта – хӗрӗхре чухне çырни палăрать. Каярах çуралнă хайлавӗсенче те çамрăк ăс, çамрăкла шухăшлав, çамрăк вăй персе тăрать. Лирикăлла геройсем те çамрăк çынсем унта. Çавăн пек çамрăклăха ватăличчен чӗринче усранинчен тӗлӗнмелли çех юлать.

Сăвăçăсен обществăри вырăнне тӗрӗслӗхпе чăнлăхран уйрăм куç умне те кăларма йывăр. Поэзири гражданлăха хамăр пурнăç çинчен сăвăсенче тӗрӗс сăнлама пултарни пек ăнланатпăр пулсан, Н.Дворов пултарулăхӗнче эсир юри курнăçланма хăтланнине тӗл пулаймăр. Чӗлхепе пӗр тӗрлӗ, шухăшӗпе тепӗр тӗрлӗ çын марччӗ вăл. Йăл кулса çынсене сылтăм аллине панă чухне, сулахай аллине костюм кӗсйинче чăмăртанине е чул усранине астумастпăр. Уçă чунлă çын талайӗ унăн сăввисенче те палăратчӗ.

Н.Дворовăн çырас ăсталăхӗ çулран çул ӳссе пынине унăн çине-çине пичетленсе тухнă сăвă кӗнекисем çирӗплетеççӗ. Эпир никамран та: «Унăн сăввисем йывăр вуланаççӗ», – тенине илтмен. Поэтăн пултарулăхне тишкерекенсем те (Ю.Айдаш, А.Юман, А.Смолин, В.Чебоксаров, Е.Турхан, В.Ашкеров, А.Лепешкин тата ыттисем те) чӗререн шăранса тухакан сăмах майлашăвӗсем вуланă май, шалта ырă туйăмсем çуратакан кӗвве куçса пынине палăртатчӗç.

Сăвă тӗнчинче поэт пулса пурăнма çураçулăх кирлӗ. Килӗшӳлӗхе Муза çуратать. Çав асамçă хистесе çыртарнă йӗркесем урлă вулакансем авторӗн сăнарне куç умне кăлараççӗ. Ытарлă каласан, поэт çавра кӳлле кирпӗчсем пăрахакан çынна аса илтерет. Чулсем-кӗнекисем шыв çине ӳксе çавра хумсем хăвараççӗ. «Кун-çул таппи», «Савăнăç куççулӗ», «Сукмак», «Шанăç», «Тумхахлă çул», «Чун ыратăвӗ», «Юрату чечекӗ», «Пурнăç урапи», «Пурнăç çаврăнăшӗсем», «Несӗлсен халалӗпе», «Тепӗр утăм» ятлă çав хушка хумсем. Хумсен хăвачӗ кӗнекесен хăтлавӗсенче палăратчӗ. Н.Дворовăн кашни кӗнеки кун курнă хыççăн ирттернӗ хăтлавӗсене хутшăннăран, вулакансем вӗсене епле йышăннине каламасăр хăварар мар. Питӗ хавхалануллă та асра юлмалла иртетчӗç вӗсем. Кашниех хăйӗн шухăшне калама васкатчӗ, ытларах поэт пурнăçпа тан утса пынине палăртатчӗ, поэмисенчи геройсен прототипӗсене асăрхатчӗ. Тиркевлӗ шухăшсем калакансемсӗр те пулман. Астăватпăр-ха: «Юратма пултаракансем юратаççӗ, пултарайманнисем юрату çинчен сăвăсем хываççӗ», – текен çынна. Н.Дворов вулакансен шухăшӗсене хисеплетчӗ, хаклатчӗ вӗсене. Сăвă техникине алла илнӗ поэта çав хăтлавсем малалла ӗçлеме пулăшатчӗç, çӗнӗрен çӗнӗ шухăшсем парнелетчӗç, чунне яри уçса çырма хистетчӗç, туслăхпа юрату каçалăкӗнчи хӗрарăм вырăнне расналататчӗç.

Н.Дворов сăввисенчи хӗрарăмсен сăнарӗсем пурнăçланайман ӗмӗт пек хăйсем патне туртса тăнин сăлтавӗ те çавăнтанах-тăр. Ама çех марччӗ вӗсем сăвăçăшăн: савни, хӗр-тус, мăшăр, хӗрарăм, ача амăшӗ, карчамас, еркӗн… Çавсем поэт савнă мăшăрне ир çухатнипе те çыхăннă пулӗ. «Чун ыратăвӗ» кӗнекене кӗнӗ аллă сонет çакна уççăн кăтартать. Вӗсенче тарăн философилле шухăшсем. Юрату ыратăва çаврăннă тӗслӗхсем чăваш поэзийӗнче çителӗклӗ. Сонетсен авторӗ анлă шухăшлама пӗлнипе пӗрлех вулакана пурнăç çине халичченхинчен урăхларах пăхма хистетчӗ.

Пурнăçри пулăмсене сăвва хывиччен поэтăн çырас хайлава вăхăт, кăмăл-сипет тата илемлӗх тӗлӗшӗнчен ăс хывмалла. Пурнăçри пахалăхсем, ăнлавсем перчетке пек улшăнса тăнă тапхăрта, вăхăтпа тан утма та çăмăл мар. Пирӗн ӗмӗрте кăна çӗршыв историйӗн учебникӗ тăватă хутчен урăхланса пичетленчӗ. Паллă ӗнтӗ, пулса иртнине те тăватă тӗрлӗ ăнлантарчӗç. Пăлхануллă тапхăрта та Н.Дворов ачаранах тӗвӗленсе çирӗпленнӗ çулне çухатмарӗ. Атте-анне, çемье, çӗршыв, çутçанталăк пек ӗмӗрлӗх темисене вăхăтлăх çилӗ арпаштараймарӗ. Н.Дворова эпир тӗслӗхлӗ коммунист тесе хисепленӗ. КПСС, СССР саланса кайнине вăл уйрăм çыннăн трагедийӗ пек чăтса ирттерчӗ. Партбилетне хăйӗнчех хăварчӗ пулсан та, ентешӗсене ялта часавай çӗклеме пулăшрӗ. Хăй те кăмăлне улăштарчӗ. Пирӗн вăхăтри тӗлӗнтермӗшсенчен пӗри ӗнтӗ ку. Çак сулмаклă улшăнусем çинчен вăл пысăк хайлав çырма пуçланăччӗ, анчах вӗçлеймерӗ. Н.Дворовăн çӗр çинчи пурнăçӗ пӗр кӗтмен çӗртен татăлчӗ. Пурнăçӗнче тем тӗрлӗ ӗçсен хăмăчӗсене те тăхăнса пăхрӗ вăл (слесарь, инженер, партком секретарӗ, колхоз ертӳçи, вӗрентекен), анчах халăх асӗнче сăвăçă пек асра юлчӗ. Пире валли хăварнă кӗнекисем чăвашсем çӗр çинчен çухаличченех пурăнӗç. Вăхăт поэтсен пурнăçӗпе пултарулăхӗ çине вăл сывă чухнехинчен урăхларах пăхма сӗнет, кашни пулăма хăйӗн вырăнне кӗртсе лартать. Пирӗн несӗлсем Н.Дворова унăн сăввисем урлă хак парӗç.

Халăхсен историйӗ хăйне евӗр уçăмсăр законсене пăхăнса хывăнать. Пысăк улшăнуллă тапхăрсенче хастар çынсем палăраççӗ, çав шутра поэт чунлă çынсем те. ХIХ ӗмӗр вӗçӗнчи чăваш ренессансӗ пире И.Я.Яковлевпа Юркка Иванне, пӗрремӗш вырăс революцийӗ Пăртта Кӗçтенӗпе Юман Мӗтрине, советла улшăнусем Çеçпӗл Мишшипе Петӗр Хусанкая, диктатура арканни Геннадий Айхипе Виталий Станьяла, çӗнйӗркелӳ Михаил Сениэльпе Валери Туркая парнеленине суккăр çын çех асăрхамӗ. Асăннă закон халăхсен шайӗнче çех мар, чăваш ялӗсен пурнăçӗнче те палăрать. Мӗншӗн тесен чăн чăвашлăх паян хуласенчен уйрăлса (ют унта вăл) пӗчӗк чăваш ялӗсенче пытанса пурăнать. Шемек ялне çех илсе пăхар. ХХ ӗмӗр пуçламăшӗнче Тайăр Тимкки – çак ялта çуралса ӳснӗ сăвăç-каччă, çӗнӗ самана вăй илсе пынă çулсенче çак ял çынни Ф.Сергеев-Пӳккер сасси Атăл тăрăхне кисретнӗ, Сталин вилсен К.К.Петров сас панă. «Романист вăл!» – тейӗ кам-тăр. Çук. Чунӗпе поэтчӗ Константин Константинович.

Пысăк çӗршыв саланса кайни тăхăрьялсемшӗн те синкер пулчӗ. Çав çулсенче Дворов-Шемексем сасă пачӗ. Çӗршыв историйӗнчи пăлхануллă тапхăрсенче çӗкленӳллӗ чунлă çынсем çуралнине çирӗплетекен тӗслӗх мар-и çакă? Паян Пимӗрсел-Шемек ялӗ варринчи асăну стели çине Н.Дворов сăнне Тайăр Тимккипе Константин Петровпа юнашар вырнаçтарни – пирӗн Тăхăрьял халăхӗ пăртак чăмăртанса, пӗр шухăша килнине, поэтсемшӗн вилӗм çуккине çирӗплетекен пулăм-тăр.

Юлташӗсен ушкăнӗ.

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев