Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПОЭЗИ УНШĂН ЧИ ВĂЙЛĂ ХӖÇ-ПĂШАЛ ПУЛСА ТĂНĂ

Альберт Канаш: «Вара эп халăхăма, партие, çак лару-тăрура та усăллă пулма май паракан инструмент çинчен ӗмӗтленме пуçларăм...»

Альберт Канаш: «Вара эп халăхăма, партие, çак лару-тăрура та усăллă пулма май паракан                         инструмент çинчен ӗмӗтленме пуçларăм...»

Паллă поэтпа Альберт Канашпа пӗр-пӗрне пӗлме, ахальлӗнех курса калаçма тӳр килнишӗн эпир, Октябрьти вăтам шкулта вӗреннисем, питӗ савăнатпăр. Эпӗ кашни кун ун çурчӗ умӗнчен шкула çӳреттӗм, ун амăшӗпе аппăшне час-час тӗл пулаттăм. Шăллӗпе Юрийпе вара пӗр класрах вӗренеттӗмӗр. 

Альберт Канаш йывăр чире пăхмасăрах литературăпа ӗçленисӗр пуçне пире те тимлӗх уйăрма вăхăтне тупатчӗ. Пысăк витӗм кӳретчӗ вăл пирӗн çине. Альберт Георгиевич тăрăшнипех ял шкулӗнче литература кружокӗ ӗçлесе кайрӗ. 

 

Пӗрремӗш урокрах чăваш чӗлхи учителӗ Тамара Даниловна Данилова вӗренӳ çулӗ пуçламăшӗнчех (1953-1954 çулсем) пирӗн шкулта «Çамрăк вăй» литература кружокӗ уçăлассине пӗлтерчӗ. Кружок ертӳçине  пирӗн шкулта саккăрмӗш класра вӗренекен çамрăк поэта Василий Волгина суйларӗç. Вӗрентекен мана тата Климентий Казанова кружока çырăнма сӗнчӗ те кун пирки Волгина пӗлтерме хушрӗ. 

Тепӗр куннех пӗрремӗш занятие кайрăмăр, Василий Волгин кружок ӗçӗпе тӗплӗн паллаштарчӗ. Уйăхсерен литература альманахӗ евӗр  журнал кăларма шутланине пӗлтерчӗ. Ăна кашни вулама пултартăр тесе журнала шкул библиотекине парса пыма йышăннă. 

Хамăн пӗрремӗш хайлава юптару евӗр çыртăм, «Акула» ят патăм сăввăма. Илсе килтӗм те занятире ертӳçӗне тыттартăм. Вăл мана ритмпа рифма енчен çитменлӗхсем пуррине кăтартса хайлава проза жанрӗпе çырма сӗнчӗ, çапла турăм та. Тепӗр номертех ман материал альманахра пичетленсе тухрӗ. Ку маншăн, улттăмӗш класс ачишӗн, çав тери пысăк пулăмччӗ. 

Пӗрремӗш çулхине кружока 12 ача çӳрерӗ. Альманахăн кашни номерне Альберт Канаша çитернине пит лайăх пӗлеттӗмӗр. 

1954 çулта, хӗллехи каникула кайсан, «Тăван колхоза пулăшни» ятпа заметка çырса патăм. Ун чухне эпир, 16 шкул ачи, Алексей Тихонов бригадир ертсе пынипе тăван колхозăн хирӗсенче юр тытса хăварассипе ӗçлеттӗмӗр. Планпа çын пуçне 20 юр купи купаламалла.  Тем вăхăтран плана тултартăмăр та аслă класра вӗренекен Илья Егоров: «Атьăр стахановецсем пек ӗçлетпӗр те кашнинчен тата 5-шер юр купи пуçтаратпăр», – тесе сӗнчӗ. Çапла плана 125 процентпа пурнăçларăмăр. 

Бригадир, паллах, кăмăллă ӗнтӗ, колхоз председательне Егор Якимович Якимова пирӗн пуçару çинчен каласа пама пулчӗ.  

Черетлӗ занятире кружок ертӳçи мана мухтарӗ, статьяна «Хӗрлӗ Октябрь» район хаçачӗн редакцине ярса пама сӗнчӗ. 

Тӗп редактор В.И.Андреев мана ăшшăн кӗтсе илчӗ, çемье, аттепе шăллăмсем çинчен ыйтрӗ. Эп хавхалансах атте Мирон Трофимович Кольцов пӗрремӗш тӗнче вăрçинче 11 çул ытла тăшманпа çапăçнине, киле аманса таврăннине, аслă пичче Илья Миронович çарта 1939 çултанпа пулнине, 1954 çулта И.Сталин ячӗллӗ бронетанк çарӗсен Мускав академийӗнчен вӗренсе тухнине пӗлтертӗм. Тимлӗ итлерӗ мана редактор. Статьяна вуласа тухсан çитес кӗçнерникун татах килме хушрӗ. 

Шкул ачин вăхăчӗ хăвăрт чупать, эп каллех редакцие чуптартăм. Редакцие çитсен тӗп редактора сывлăх сунтăм. Вăл статьяна хаçатра пичетленине пӗлтерчӗ те мана пӗр экземплярне тыттарса кассăна кайма каларӗ. Унта çитсен касса чӳречи уçăлчӗ те алă пусма ыйтрӗç. Çапла хам пурнăçра пӗрремӗш гонорар – 3 тенкӗ те 81 пус илтӗм, савăнтăм шутсăр! Таврăнсан аттене каласа патăм. Уйрăмах атте мухтарӗ, çурăмран пысăк аллипе лăп-лăп тутарса ку ӗçпе малашне те ӗçлеме сунчӗ. Тепӗр кун урокра Тамара Даниловна ман статьяна пӗтӗм класс умӗнче вуласа парса кăмăл пулсан йăлт пурнăçлама пултарни çинчен каларӗ. 

Пирӗн юратнă кружок лайăх ӗçлесе пычӗ, 1955 çулта урăх шкулсенчен киле пуçларӗç. Пуринчен ытла Александр Лапин, Василий Малинин, Клементий Казанов, Юлия Белебенцева, Альберт Канашăн кӗçӗн шăллӗ Юрий Кожанов тăрăшса вӗренчӗç, манăн та вӗсенчен юлас килмерӗ. 

Альберт Канаш поэт патӗнче эпир икӗ хутчен пултăмăр. Пӗрремӗш хут 1954 çулхи февралӗн 23-мӗшӗ умӗн. Альберт Канаш кашнинчен хăш ялтан пулнине, çемье, харпăр интерессем çинчен тӗплӗн ыйтса пӗлчӗ. Эп хам хушамата каласан тӳрех çапла ыйтрӗ: «Анатолий санăн пиччӳ-им? Эпир унпа 5–7-мӗш классенче пӗрле вӗреннӗччӗ. Математикăпа пит вăйлăччӗ вăл, çавăнпа пулӗ çиччӗ пӗтерсен Сӗнтӗрвăрринчи вăрман техникумне вӗренме кайрӗ». 

Ман статьяна та ырласа темиçе сăмах каларӗ. Иккӗмӗш хут 1955 çулхи çӗнӗ çул умӗн кайрăмăр ун патне, Волгинпа пӗрле. Сехет ытла лартăмăр калаçса, каллех пирӗн ӗç-хӗлпе тӗплӗн  интересленчӗ. Кайран кружок ертӳçипе Волгинпа тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе яврӗç. 

1955 çулхи апрель уйăхӗччен кружок йӗркеллех ӗçлерӗ-ха, эрнекунсерен пуçтарăнса канашлаттăмăр. Унтан пирӗн ертӳçӗ йывăр чирлесе ӳкнипе пӗр вăхăта ӗç чарăнса тăчӗ. Кайран кружок «Хӗрлӗ Октябрь» район хаçачӗ çумӗнче йӗркеленсе кайрӗ. Кунта районти ытти шкулсенчен те çӳреме пуçларӗç. 

Астăватăп-ха, 1957 çулхи март уйăхӗнче Альберт Канаш хăйӗн кӗçӗн шăллӗнчен Юрийрен вӗренсе тухакансене саламласа çыру янăччӗ. Шел пулин те, çыру упранса юлман, анчах паян кунччен унта мӗн çырнине астăватăп. 

Поэтăн саламне Елена Михайлова вуласа пачӗ. Унта вăл кашни вӗренсе тухаканах тӳрех вӗренме кӗреймесси çинчен те каланăччӗ. Ку чухне производствăра, стройкăра е ял хуçалăхӗнче опыт илме май пурри пирки каласа вӗренес ӗмӗте çухатман пулсан ăна пурнăçлама пулатех тенӗччӗ. 

Альберт Канаш сăмахӗсене тишкерес пулсан чăн та нумайăшӗн пурнăçӗ çапла килсе тухрӗ те. Пӗрле вӗреннисемпе кашни 5 çултан тӗл пулса тăтăмăр. Çавăн чухне аса илеттӗмӗр те литература ӗçӗнче хамăра хавхалантарнă поэтăн сăмахӗсене.

Шкулти литература кружокӗ хавхалантарнипе ӗнтӗ çырас ӗçе ку таранччен те пăрахман. 

 

Кам-ха вăл 

Альберт Канаш? 

Мӗнпе палăрнă чăваш литературинче? Ун çинчен тӗплӗнрех каласа парас килет.

Октябрь ялӗнче Асăну хăми çапнă пӗр çурт пур. Ун çине çапла çырса хунă: «Ку çуртра 1928 – 1968 çулсенче чăваш поэчӗ Альберт Георгиевич Канаш ӗçлесе пурăннă». Çурт ешӗл йывăç-тӗм айне путнă. Çурт ларакан урама та ун ятнех панă. Çак тӗлтен Енӗш юханшывӗ урлă хывнă кӗпер лайăх курăнать, вăл Октябрь ялӗн икӗ енне пӗрлештерет. Енӗш леш енче поэт вӗреннӗ шкул ларать. Юхма Мишши паллă поэта вырăс классикӗпе танлаштарса «чăваш Островскийӗ» тенӗ. Мӗншӗн-ши? 

Альберт Канаш (Кожанов) 1928 çулхи августăн 2-мӗшӗнче Октябрь ялӗнче çуралнă. Хăйӗн автобиографийӗнче вăл çапла çырса хăварнă: «Художник пуласчӗ – çапла ӗмӗтленеттӗм эпӗ чирличчен. Хамра сывлăх енӗпе тӗрлӗ кăлтăксем пуррине туйса художник киçтӗкӗ мана Ленин пуçарнă аслă ӗçшӗн кӗрешекенсен ретне тăма пулăшӗ тесе шанаттăм. Мӗн ачаран пӗтӗм чун-чӗрепе парăннă ӗç мана тăван Чăваш Енӗн çамрăк искусствин аталанăвӗшӗн кӗрешме çул уçӗ тенӗччӗ. Анчах вырăнпа выртма пуçласан (нумай çулсем хушши пуçа йăтма юрамастчӗ, хул айӗпе янаха туртса тăракан кантрасем касса кӗретчӗç, урасем çинче кире пуканӗсем çакăнса тăратчӗç) художник киçтӗкӗ ман алăра нихăçан та кӗрешӳ хӗç-пăшалне çаврăнмассине ăнланса илтӗм. Анчах шăпапа мирлешме, пӗтӗм халăх кӗрешӗвӗнчен аякра тăма пултараймарăм.

Вара эп халăхăма, партие, çак лару-тăрура та усăллă пулма май паракан инструмент çинчен ӗмӗтленме пуçларăм... Ытларах та ытларах ман куç умне хăватлă маяк евӗр Николай Островскин сăнарӗ тухма пуçларӗ. Ун хайлавӗсем тахçанах ман чуна тыткăнланăччӗ, Çеçпӗл Мишши те кӗрешме хавхалантарчӗ. Литература таланчӗпе çуралман эпӗ. 1946 çулхи инкекчен сăвă мар, пӗчӗк заметка та çырман. Çапах пурпӗрех çак çăмăл мар тумхахлă çул çине тăтăм». 

Çине тăрса тăрăшнипе ӗмӗтленни пурнăçланать. Альберт Канашăн пӗрремӗш сăввисем «Коммунизм ялавӗ», «Çамрăк коммунист» хаçатсенче пичетленеççӗ. Ӗç каять, пӗрин хыççăн тепри тенӗ пек «Ялав», «Тăван Атăл», журналсенче 4-5 çул хушшинче 50 яхăн сăвви пичетленет. 1960 çулта сăввисен пӗрремӗш кӗнеки кун çути курать. 

Поэтăн сăввисене П.Хусанкай, В.Иванов-Паймен пек паллă поэтсем вырăсла куçарни хăйне пысăк çитӗнӳ. Вырăсла сăввисем «Советская Чувашия», «Волжская коммуна», ытти хаçатсенче пичетленеççӗ. Вырăнпа выртсан та Альберт Канаша ВЛКСМăн районти конференцине делегата суйланă, 1956 çулта чире пăхмасăрах обществăлла хастарлăхшăн ЧАССР Аслă Канашӗн Президиумӗн Хисеп хутне тивӗçнӗ. 15 çул вырăнпа выртать поэт, çав шутран 12-шне – килӗнче. Ăна амăшӗпе кӗçӗн йăмăкӗ пăхнă. Чиртен уçăлас шутпа тухтăрсем тăрăх нумай çӳреме тивнӗ. Хăй çырса хăварнă тăрăх, 1960 çулта вăл Киевра ӗçлекен Б.К.Бабич профессор патне лекет, вăл ăна ура çине тăратать те. Çапах хавшанă организма ытти чирсем те тапăнаççӗ, час-час санаторисенче сипленет вăл.  

Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш çулӗсенче чăваш радиовӗнче те çамрăк авторăн сăввисем янрама пуçланă. Хресченсемпе рабочисен ӗçне, совет халăхӗсен туслăхне çӳле çӗклесе çыракан авторпа пурте интересленме тытăнаççӗ. Çамрăк хӗрсемпе каччăсен чӗрине тыткăнлакан йӗркесем те çырнă вăл. Альберт Канаш вырăнпа выртакан йывăр чирлӗ çын пулнине пӗлсен тӗрлӗ çӗртен пулăшас тӗллевпе çырнă çырусем килме тытăннă. Писательсен союзӗ те тимлӗхе илнӗ. Министрсен Канашӗн председателӗн çумӗ Н.Егоров та Альберт Канашăн лару-тăрăвӗпе интересленсех тăнă. ЧАССР Министрсен Канашӗпе КПСС обкомӗн хушăвӗпе Альберт Канаша çăмăл машина, санаторире сипленме путевкăсем панă. 

Шел те, чир хăпман хастар чӗреллӗ поэтран. Творчествăра пысăк утăмсем тунă вăхăтра çамрăклах ун ӗмӗрӗ татăлнă. Поэт чӗри 1968 çулхи июнӗн 4-мӗшӗнче, хӗрӗх тултариччен икӗ уйăх маларах тапма чарăннă.  

Пӗтӗм чăвашсен обществăлла культура центрӗпе ЧР Писательсен союзӗ А.Канаш ячӗллӗ пӗтӗм чăвашсен литература премине йӗркелесе янă. Республикăн культура ӗçченӗсенчен нумайăшӗ çав премие илме тивӗçнӗ. 

Альберт Канаш совет поэт-патриочӗ. Хăй сăввисенче Тăван çӗршыва, этемлӗхӗн илемлӗ пайне, ӗç çыннине çӳле çӗкленӗ. Çапла йывăр чире парăнмасăр Альберт Канаш чăваш халăхӗшӗн, ун культурипе пуласлăхӗшӗн кӗрешнӗ.  

Шел те, поэтăн вырăсла куçарнă сăввисем архив папкисенче тусанланса выртнă. Альберт Канаш çуралнăранпа 80 çул çитсе пынă май тин вӗсене кӗнекен кăларма шут тытнă. Унта чăвашларан вырăсла Иван Смирнов, Мускав поэчӗ Петр Градов, Петӗр Хусанкай, Николай Евстафьев, Влас Паймен, Сергей Мерчен куçарнă сăввисем кӗнӗ. Кӗнекене хатӗрленӗ хушăра ку ӗçе Юрий Сементер, Порфирий Афанасьев, Раиса Сарпи, Аристарх Дмитриев, Анатолий Смолин, Виталий Станьял хутшăнса сăвăсен пуххине пуянлатнă. 

Поэтăн шăллӗ Юрий Кожанов уйрăмах Серте Петтине тав тăвать, вăл Альберт Канашăн поэзине чунтан юратса вăйлă пропагандăланă. Шăпах вăл ӗнтӗ хальхи вăхăтри поэтсемпе писательсене кӗнеке хатӗрлес ӗçе явăçтарнă та. Çапла Альберт Канашăн «Ăраскал» ятлă кӗнеки кун çути курса вулакансем патне çитет. 

 

Альберт КОЛЬЦОВ.

Лайăш районӗ, 

Аслă Кабан.

Автор архивӗнчи

 сăнӳкерчӗксем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Воспоминания