Сувар

Поэзи валли ялта та вырăн тупăнать

Шурă хурăнсен айӗнче йӗркелесе вырнаçтарнă сӗтелсем çинче тӗрлӗрен тутлă чăваш апат-çимӗçӗ, кăпăклă, сивӗ, чуна уçса яракан сăра пулчӗ.

 

Пăва районӗнчи Пӳркел ялӗнчи Иван Юркин музейӗн кил хушшинче июнӗн 9-мӗшӗнче таврари сăвă-юрă юратакансем пуçтарăнчӗç. Çулсерен иртекен Поэзи кунне А.С.Пушкин çуралнине халаллаççӗ.

Унта Тăхăръял çыравçисем, ЧНКЦ пайташӗсем тата чӗннӗ хăнасем пулчӗç. Хăнана Чӗмпӗр тăрăхӗнчен, Чăваш Енрен, Тутарстанран чăвашла, вырăсла, тутарла çыракан сăвăçсем пухăнчӗç. Уява пуçтарса йӗркелесе пыраканӗсем Иван Юркин çыравçăн йăх-несӗлӗсем тата вӗсене пулăшакан ялти культура ӗçченӗсем, шкулта хастар вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, Пӳркел ял поселенийӗн ертӳçисемпе пӗрле ӗçлекенсем, ял халăхӗ пулчӗ.

Шурă хурăнсен айӗнче йӗркелесе вырнаçтарнă сӗтелсем çинче тӗрлӗрен тутлă чăваш апат-çимӗçӗ, кăпăклă, сивӗ, чуна уçса яракан сăра пулчӗ. Виçӗ сăмаварпа техӗмлӗ курăксенчен чей вӗресе тăчӗ, кăвайт çинче пысăк хурансемпе какай шӳрпипе пăтă пиçрӗ. Çак уява ЧНКЦ планӗ тăрăх, Пӳркел ялӗнче ирттерме йăлана кӗртнӗ.
Палăртса хăвармалла, кашни çул поэзи уявӗнче районти чăваш çыравçисем «Тăхăрьял» альманахăн çӗнӗ номерне хăтлаççӗ. Кăçал вăл 16-мӗш хут тухрӗ.
Ăна Тутарстанри чăваш çыравçисен пайташӗ, таврапӗлӳçӗ, Тăхăръял çыравçисен ушкăнӗн ертӳçи Анатолий Малышев йӗркелесе пырать. Унпа пӗрле унăн савнă мăшăрӗ, тăватă ывăлӗпе кинӗсем, пӗр хӗрӗпе кӗрӳшӗ, мăнукӗсем пӗр харăс тăрса чунтан чăвашлăхшăн тата ял халăхӗшӗн тăрăшса ӗçлеççӗ.

Пӳркел ялӗнче яланах тӗрлӗ уявсем иртеççӗ. Июнӗн 29-мӗшӗнче Хăят уявӗ пулать, ун тӗлне те ял çыннисем хатӗрленеççӗ. Малышевсен, Юркинсен, Верияловсен çемйисене Пăва районӗнчи ЧНКЦ уйрăммăн тав сăмахӗ калать.

Анна Никанорова.
Марина Вериялова сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Теги: поэзия
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: