Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПОГРАНИЧНИКСЕНЕ ХАЛАЛЛАСА

Аксу районӗнчи Савгачевăра чикӗри çарсенче хӗсметре тăнисене хисеп туса палăк уçрӗç

Иртнӗ шăматкун, майăн 28-мӗшӗнче, Аксу районӗнчи Савгачевăра «Пӗтӗм ăру пограничникӗсене» ятлă палăк уçрӗç. Палăка мӗншӗн çак кун уçни пирки ăнлантарма кирлех те мар ӗнтӗ, пурте пӗлеççӗ: майăн 28-мӗшӗ – Пограничник кунӗ. Чикӗри çарсенче хӗсмет иртнисем çак куна кашни çулах пӗрле пуçтарăнса ял, хула, район шайӗнче паллă тăваççӗ. 

 

Çар мухтавӗн паркне чикӗри тата ытти çарсенче хӗсмет­ре тăнă ветерансем йышлăн пуçтарăннă.Саврăшпуç ял хут­лă­хӗнче пограничниксене хи­сеп­лесе палăк уçас тесе пу­ринчен ытла Савгачевăра пурăнакан Ю.Ф.Степанов тăрăшнă. Çак шухăш ăна тахçантанпах канăç паман. Кăçал вара Саврăшпуç ял хутлăхӗнче пурăнакан пограничник-ветерансем ӗçпе тата укçан пулăшнипе ырă ӗçе пурнăçа кӗртме май килнӗ. Каласа хăвармалла, Юрий Федорович хăй те чикӗри çарсенче хӗсмет­ре тăнă. 

Пухăннисене Саврăшпуç ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Николаев саламланă хыççăн Аксу районӗнчи Пограничник-ветерансен комитечӗн председателӗ Алексей Бобов тата çак ӗçӗн пуçаруçи Юрий Степанов хӗрлӗ хăю касса палăка уçрӗç. Вячеслав Красновпа Юрий Аканеев пограничник-ветерансем чикӗри çарсен ялавне хăпартма тивӗç пулчӗç. 

Мероприятие Хусанти «Сод­ру­­­жество пограничников» тата «Щит Отечества» обществă­сенчен, Анат Камăпа Чистай хулисенчи  Пограничник-ветерансен канашӗсен представителӗсем те хутшăнчӗç. Паллах, кун пек мешехе наградăсемсӗр пулмасть ӗнтӗ. Юрий Степанов «Чикӗри çарсен ветеранӗсен юхăмӗнче палăрнăшăн» медале, Хусанти «Содружество пограничников» тата «Щит Отечества» общест­вă­­сен Хисеп хучӗсене, Анат Ка­мăри Пограничник-ветерансен канашӗн Тав хутне, Вячеслав Красновпа Юрий Аканеев Аксу районӗн пуçлăхӗн Хисеп хутне, Александр Бобов, Сергей Падиряков тата Архип Иванов Аксу район администрацийӗн Тав çырăвне, Владимир Семенов, Юрий Альдиванов тата Владимир Кондратьев Аксу районӗн Пограничник-ветерансен коми­течӗн Тав çырăвне тивӗçрӗç. 

Юлашкинчен пухăннисем çӗ­нӗ палăк патне чечексем хучӗç, пурнăçран уйрăлнă пограничниксене асăнса пӗр минут шăп тăчӗç. Çак ӗçе пуçарнă Юрий Федорович Степанов палăк лартма пулăшакансене чӗререн тав турӗ.

 

Вера АЛЕКСАНДРОВА.

Ю.Степанов сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев