Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Поликлиникӗсене уçаççӗ, анчах маскăсăр кӗртмеççӗ

Хула çыннине пульница килте ларсан та кирлӗ çав

Майăн 19-мӗшӗнчен Тутарстан Республикинче амбулаторипе поликлиникăсем уçăлнă. Унта стоматологи, офтальмологи, отоларингологи, акушерствăпа гинекологи, терапевтика косметологи, медицина массажӗн кабинечӗсем уçăлнă. Çавăн пекех планлă медосмотрсем те иртме пулать.  

Çак ӗçсемпе аппаланакан кирек хăш медицина организацийӗн те:

– медосмотрсем тухнă тата планри иммунизаци ирттернӗ чухне «пӗр кантăк» принципне тӗпе хурса ӗçлемелле;

– пациентсене малтанласа çырăннă список тăрăрх ятарлă вăхăтра çеç йышăнмалла;

– ачасемпе аслисен планлă иммунизацине те малтанласа çырăннă (е йыхрав) тăрăх çеç ирттермелле;

пациентсене йышăниччен малтан температурине виçмелле, анамнез ирттермелле;

медицина учрежденийӗсенче черетсем пулмалла мар, социаллă хутлăх дистанцийӗ 1,5 метртан сахал тумалла мар;

– медперсонал уйрăм хӳтӗленӳ хатӗрӗсене тăхăнса ӗçлемелле;

– пациентсем медицина учрежденийӗнче маскăсемпе çӳрессине тимлемелле;

– медицина организацийӗсен пӳлӗмӗсенче дезинфекци режимне пăхăннине тимлӗн тӗрӗслемелле, çав шутра: сывлăша тасатнине, чӳрече янаххисене, алăк тыткисене, саксене тăтăш дезинфекциленине, поликлиникăна кӗрекен çынсен аллисене антисептикпа тасатнине.

ТР Роспртребнадзор управленийӗн материалӗсем тăрăх. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев