Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Полицейскисем йӑнӑш тӑвасран асӑрхаттараҫҫӗ

Манмалла мар, ҫул ҫитмен ачасем санкциленмен мероприятисенче хутшӑннӑшӑн вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене явап тыттараҫҫӗ

 Тутарстанӑн Шалти ӗҫсен министерстви санкциленмен акцисенче хутшӑннӑшӑн яваплӑх кӗтни ҫинчен аса илтернӗ

Интернетра, социаллӑ сетьсенче ку шӑматкун январӗн 23-мӗшӗнче иртмелли санкциленмен хирӗҫлев акцийӗсене хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Ҫавна кура ТР ШӖМӗ ҫакнашкал акцисене хутшӑнма чӗннӗшӗн явап тытма тивни пирки асӑрхаттарать.
Ирттерме ирӗк паман акцисене ҫынсем пуҫтарса тӑвакансен хӑтланӑвӗсене йӗркене пӑсни пек хакласа чараҫҫӗ.
Йӗркене пӑсакансене законпа пӑхӑннӑ яваплӑх тыттарасси пирки палӑртаҫҫӗ ШӖМре.
Правона хӳтӗлекенсем правокаторсем хыҫҫӑн кайса юраман акцисенче хутшӑнма тӑхтаса тӑма ыйтаҫҫӗ.
Маларах социаллӑ сетьсенче январӗн 23-мӗшӗнче массӑллӑ хирӗҫлев акцийӗсене хутшӑнма чӗннӗшӗн ТР Следстви комитетӗнче уголовнӑй ӗҫ пуҫарни ҫинчен пӗлтӗмӗр.
Манмалла мар, ҫул ҫитмен ачасем санкциленмен мероприятисенче хутшӑннӑшӑн вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене явап тыттараҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев