Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Полицейскисенчен таракан «нимӗç» «корееца» пырса тăрăннă

Çырчаллинчи ГИБДД ӗçченӗсене ГЭС поселокӗнче пурăнакансем шурă иномаркăра ӳсӗр пулма пултаракан водитель çӳрени çинчен пӗлтернӗ. ДПС экипажӗ BMW маркăллă автомобиле асăрхаса унăн водительне чарăнма хушнă. Анчах та лешӗ вӗсенчен вашлатса иртсе кайнă.

Йӗрке хуралçисем нимӗç машинине йӗрлеме пуçланă. Полицейскисенчен тарнă хушăра Студенческая урамӗнче BMW хуçи хирӗç пыракан çул çине тухса çул знакне çӗмӗрнӗ, бордюр чулне хăпартнă тата Hyundai автомобильпе хире-хирӗç çапăннă.

Автоинспекторсем тӗпчесе пӗлнӗ тăрăх, BMW рулӗ умӗнче 36 çулхи арçын ларнă, Ун çине ӳсӗрле машинапа çӳренӗшӗн, полицейскисем хушнипе чарăнманшăн, знаксен требованийӗсене пăхăнманшăн, çул знакне, бордюра çӗмӗрнӗшӗн протоколсем çырнă.

Телее, çул-йӗр пăтăрмахӗнче никам та суранланман. Йӗркене пăсаканăн автомобильне штрафстоянкăна вырнаçтарнă тесе пӗлтереççӗ ТР ШӖМ пресс-службинчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев