Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗр километршăн икӗ тенкӗ хырçă тӳлемелле пулӗ

Тӳлевлӗ çула малтан палăртнă пек 2027 çулта мар, 2024-мӗшӗнче туса пӗтерме хушнă Михаил Мишустин премьер-министр.

Мускавран Хусана илсе çитерекен çӗнӗ автоçулăн пӗр километрне те тăсман-ха, анчах М-12 трассăпа çӳремелли хака палăртса хума та ӗлкӗрнӗ.
Çапла çӗнӗ çулпа шӗкӗр хуларан Хусана çитес тесен 1600 тенкӗ тӳлеме тивӗ.
Ку хыпара «Автодор» предприятин ертӳçи В.Петушенко «Россия-1» телеканала пӗлетрнӗ.

Ун сăмахӗсемпе Хусантан Мускава çити (çăмăл машинапа-тăр ӗнтӗ) 6 сехет те 30 минут каймалла пулать. Тӳлевлӗ çул çинче машинасене сехете 150 километр хăвăртлăхпа хăвалама ирӗк пама шутлаççӗ.

«Ҫӑмӑл автомобильсен 1 километр ҫулшӑн вӑтамран 2,5 тенкӗ тӳлемелле. Трасса 800 километр тӑршшӗ пулассине шута илсен мӗнпур маршрутшӑн 1600 тенкӗ тӳлемелле», – тенӗ Петушенко. Транспондерсен хуçисене тӳлев 20 процент йӳнерех пулать тесе пӗлтерет Chuvash.org сайт.

Хальхи вăхăтра пирӗн «Дон» трассăра тӳлевлӗ вырăнсем пур. Кăнтăра хăйсен машинипе канма каякансем кăна лайăх пӗлеççӗ. Чăнах та вӗсемпе нимле «пăкăсем» те çук, çӗрле те çуттисене çутатса тăраççӗ, çулӗсем те сарлака – хăвала кăна, халунтан килсен.  

Тӳлевлӗ çула малтан палăртнă пек 2027 çулта мар, 2024-мӗшӗнче туса пӗтерме хушнă Михаил Мишустин премьер-министр.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев