Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗр пек ятлă йӗкӗреш, мана хирӗç ан кӗреш

Санкт-Петербургри суйлав комиссийӗ «Яблоко» партийӗн кандидачӗн, хулари Закон кăларакан собранин депутачӗн Борис Лазаревич Вишневскин «йӗкӗрешсемпе» пӗрле пичетелесе кăларнă бюллетеньсем пирки панă çăхавне сирнӗ. Икӗ самовыдвиженец суйлав умӗн ячӗсене улăштарса «Яблоко» кандидачӗн тезкисем пулса тăнă.

Политик бюллетеньсенче Борис Иванович Вишневский тата Борис Геннадьевич Вишневский кандидатсен малтанхи хушамачӗсемпе ячӗсене çырманни пирки жалоба çырса панă. «Панулми» кандидачӗ Патшалăх Думине 216-мӗш пӗр мандатлă округпа суйланасшăн тата Питӗрти Закон кăларакан собранине 2-мӗш номерлӗ пӗр мандатлă округпа.

Суйлав комиссийӗ ăнлантарнă тăрăх, кандидатăн малтанхи ячӗ-шывне вăл суйлав процесне хутшăнакан тепӗр çыннăннипе йăлтах пӗр пек пулсан кăна бюллетене кӗртмелле. Вишневский тӗслӗхӗнче виçӗ кандидатăн та ашшӗ ячӗсем расна.

Питӗр хулин суйлав комиссийӗ суйлав умӗнхи плаката çирӗплетнӗ. Унта пӗр пек хушаматлă тата ятлă виçӗ кандидатăн сăнӗсем те пӗр пек, çӳçӗсемпе сухалӗсем таранчченех.

Тӗп сулав комиссийӗн пуçлăхӗ Элла Панфилова пулса иртекен япалана «ку суйлакансене мăшкăллани» тесе сивленӗ, анчах та Вишневскин «йӗкӗрешӗсем» суйлава хутшăнма пултарнине йышăннă. «Шел пулин те, закон çакнашкал пулăмсем çине либераллă пăхать. Ман шутпа, суйлав кампанийӗ вӗçленсен, хамăр енчен эпир, пирӗн закон кăларас пуçарупа тухма ирӗк çук пулсан та, çакнашкал намăссăр пулăмсем урăх ан тӗлпулччӗр тесе, закон кăларакансене хамăр сӗнӳсене паратпăрах», – тенӗ Панфилова. Çавăн пекех ТСК пуçлăхӗ «йӗкӗрешсем» суйлав гонкинчен тухсан лайăхрах пулать тенӗ.  

Хăй Вишневский çакнашкал лару-тăрăва политика мошенничестви тесе хакланă.

Аса илтеретпӗр, Патшалăх думин суйлавӗсем 2021 çулхи сентябрӗн 17-19-мӗшӗсенче пулаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев