Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗр сехетлӗх вӗçев хакӗ бюджета 231 066 тенке кайса ларать

Вертолетра хальхи йышши медицина технологисемлӗ оборудовани вырнаçтарнă, реанемобиль пекех вăл

Чăваш Республикинчи Катастрофа медицинин тата васкавлă пулăшăвӗн центрӗпе «Вырăс вертолет тытăмӗ» общество авиамедицина пулăшăвӗ парасси пирки килӗшӳ тунă. Çапла майпа вертолетчиксем çулталăк вӗçлениччен ркспубликăри йывăр чирлисем патне 47 хут вӗçмелле. Пӗр сехетлӗх вӗçев хакӗ бюджета 231 066 тенке кайса ларать.

Пациента сиплев учрежденине сывăшпа илсе çитереççӗ. Вертолетра хальхи йышши медицина технологисемлӗ оборудовани вырнаçтарнă, реанемобиль пекех вăл.

Вертолет экипажӗнче икӗ пилот, вӗсемпе пӗрле реаниматолог-анестезиологпа медбрат-анестезиолог вӗçеççӗ. Вӗсене ку условисенче ӗçлеме Мускавра ятарласа вӗрентнӗ.

Санитари авиацийӗ 1960-мӗш çулсенче Чăваш Республикинче санавиаци пулнă. Паллах, ун чухнехи медицина тивӗçтерӗвӗ тӗлӗшӗнчен вăл вертолетсем хальхисене çитеймен. Çӗнӗ техника йывăр чирлисене – инсульт, инфаркт пулнисене, васкавлăн операци тумаллисене, аварие лексе е ытти инкеклӗ лару-тăрура йывăр суранланнисене сиплев учрежденийӗсене хăвăрт илсе çитерме май парать.  

Хусанти вертолет завочӗн сайтӗнчи сăнӳкерчӗк 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев