Пӗр сӑвва та икӗ хут вуламан
Йӗркелекенсем кашни хутшӑнакана Диплом тата пылак парне панӑ.
Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Упири Культура ҫуртӗнче ача-пӑчасен хушшинчи "Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫулӗсем" пултарулӑх фестивалӗн суйлав тапхӑрӗ иртрӗ. Ӑна Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа Чӗмпӗрти "НИМЕ" культура центрӗн хастарӗсем ирттереҫҫӗ.
Фестивале хутшӑнакансем вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене чӑвашла вуланӑ.
Ҫурҫӗр Кавказри вӑрҫа хутшӑннӑ Владимир Ярухин пуҫарӑвне вырӑнти шкул, Упи ял хутлӑхӗн администрацийӗ тӗрев панӑ.
Нимеҫӗсен шутне кӗрекен Николай Мулендеев та, Николайпа Василиса Черновсем те (вӗсем Упи тӑрӑхӗнчен) пулӑшакансем пек хутшӑннӑ фестивале.
Йӗркелекенсем кашни хутшӑнакана Диплом тата пылак парне панӑ. Пурӗ фестивальте 40 ача чӑвашла сӑвӑ каланӑ, приютри пӗр ача тата пӗр шкул вӗренекенӗ тутарла каланӑ. Палӑртса хӑвармалла, фестивальте пӗр сӑвӑ та икӗ хут вуланман.
Пуҫарӑвӗ ӑннине кура, Владимир Ярухин "Спасибо деду за победу" рефератсен конкурсне тата вӑрҫӑ ҫинчен чӑвашла тата тутарла юрлакан юрӑсен конкурсне ирттерме хатӗрленет. 1-мӗш тата 3-мӗш конкурссен пӗтӗмлетӗвӗсемпе майӑн 8-мӗшӗнче Гала-концерт пулать. Ӑна вӑрҫӑ тата тыл ветеранӗсен умӗнче кӑтартма палӑртаҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев