Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

Пӗр талăк хушшинче Сӗвери шыв шайӗ 78 сантиметра хăпарнă

Раççей МЧС-ӗн Тутарстан Республикинчи Тӗп управленийӗн Кризисла лару-тăрусен центрӗн специалисчӗсем республикăри ею еплерех аталаннине талăкӗпех сăнаса тăраççӗ. Пӗчӗк юхашывсемпе кӳлӗсенчи шыв шайне вăхăтлăха вырнаçтарнă 83 гидроскоп пулăшнипе виçеççӗ.

Информаци онлайн меслечӗпе Пӗрлехи çул-йӗр диспетчерӗсен службине тата хăш-пӗр министерствосемпе ведомствосене килет. Паянхи кун республикăри юханшывсенче пăр кайма хатӗрленет. Шыв хушăннине пула юханшывсенче пăр çӗкленме пуçланă, вăл куçнă тӗслӗхсем те пур. Иртнӗ талăкра республика юханшывӗсенче шыв 7-рен пуçласа 44 сантиметра çити çӗкленнӗ. Чи пысăк ӳсӗме яланхи пекех Сӗве кăтартать – тӳрех 78 см. Шыв çырансенчен тухассинчен инçе-ха. Ку шай нумай çул хушши сăнанă, хăрушлăх кӳрекен чи пысăк кăтартусенчен пӗчӗкрех.

Ăшă çанталăк килнипе ирӗлекен юр шывӗсем айлăмсенче вырнаçнă çулсемпе кил-çурт хуçалăхӗсене илес хăрушлăх пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев