Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗр вăхăтра «Спутник Лайтпа» тата сăмса вакцинипе усă курни сывлăхшăн хăрушă мар

​​​​​​​Çакăн çинчен Новости РИА-на Гамалеи ячӗллӗ наукăпа тӗпчев эпидемиологи тата микробиологи центрӗн директорӗ Александр Гинцбург пӗлтренӗ.

«Эпир час-часах ку вакцинăсене пӗрле тăватпăр, сывлăхшăн нимӗнле сиен те çук», – тенӗ учреждени ертӳçи.

Маларах центр пуçлăхӗн çумӗ Денис Логунов пӗлтернӗ тăрăх, сăмсана сапмалли «Спутник V» вакцина ыраттармасть. Препарат организмри сывлăш çулӗсем валли хушма иммунитет йӗркелет. Гинцбург палăртнă тăрăх, çакнашкал вакцинăпа привика тунă çын вирус валеçекен пулма пултараймасть.

Ноябрӗн 21-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин коронавирус инфекцийӗнчен ревакцинаци туни çинчен пӗлтернӗ, ун сăмахӗсемпе «Спутник Лайт» сиенне вăл туйман. Сăмса вакцинипе привика тунă хыççăн та Путин 15 минутран ӗçе пикеннӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев