Сувар

Пӑрӑҫ вӑрлани ҫинчен

Шел, виноградсем çукчĕ çaв пахчасенче ун чухне

(Автор стильне упраса хӑварнӑ) Колесников Емельян пичче пахчинче пăрăç лартса​ ýcтернĕ. Ах, хитре лараççĕ. Xĕп-хĕрлĕ. Эх, куça​ илĕртеççĕ. Хăçан мана татса çиен? - тесе чĕннĕ пекех туйăнать.

Реклама

Аркаш, Виктор, Алюш, эпĕ çaк пăрăçceне вăрлама шутларăмăр. Анчах вăрласа пулмасть. Кам та пулин шав​ килĕнче. Шăматкун çитсен Емельян пиччесем çемьипех хăнана​ кайрĕç. Çак самантпа усă курса пахчине сиксе, пĕр пăрăç юлмиччен татса тухрăмăр. Çăл патне анса, тавлаша тавлаша шăтăртаттарса çирĕмĕр. Çинĕ чухнех çăвара çунтара пуçларĕ. Пурпĕрех, эх тутлă​ та, тесе пĕр пĕрне хĕтĕртсе пăрăçcене малалла çиетпĕр. Çăвара çунтарнипе çăл шывне курман пек ĕçeтпĕр. Пĕр пăрăç юлмиччен çисе ятăмăр.

Ох, çунтарать çăвара. Шыв ĕçeтпĕр. Пулăшмасть. Тата çитменнине, киле килсенех, мунча кĕме ячěç. Мунчари вĕрипе çăварта пушар пек çунтарать. Шыв ĕçни​ те пушара сýнтереймест. Курка сиввипе те сывлап, шыв та ĕçeп. Нимĕн те пулăшмасть. Мунчаран аран аран тухса ýкрĕм.
Çaв кун ман юлташсем те мунча кĕнĕ иккен...
Çaкăн хыççăн эпир пăрăç вăрлама пăрахрăмăр.
Шел, виноградсем çукчĕ çaв пахчасенче ун чухне...

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: