Праски Витти сакăрвунă пиллӗкре
Çак çыннăн пултарулăхӗ çинчен нумай калас килмест, этнофутурист пултарулăхне курсан, кашни çын хăйӗн хакне парать – мӗнле пур, çавăн пек – Праски Витти
Чăваш халăх художникӗ, Раççейӗн тава тивӗçлӗ художникӗн Праски Виттин 85-çуллăхне халалланă курав Шупашкарти Ӳнер музейӗнче уçăлнă. Вернисажра чăваш искусствовечӗсем, литература дăеятелӗсем, художниксемпе пӗрле ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев та пулнă.
Праски Виттине паян Чăваш Республикин пурте паллакан бренчӗ теме пулать. Мӗншӗн тесен ӳнер тӗнчинче вăл никам пек те мар, хăйӗн пек, хăйӗнле ӳкерчӗксемпе вырăн тупрӗ. Вăл чăваш поэзине, халăх юррисене тӗсе куçарса халăхăн тарăн философине уçса тăратать куракан умӗнче. Хамăр çӗршывсăр пуçне унăн ӗçӗсем Венгри, Испани, Германи, Франци, Хорват, АПШ, Япони, Инди, Турци çӗршывӗсенче куравсене хутшăннă.
«Чăваш юрри» ятлă юбилейлă куравра авторăн 250 ӗçне тăратнă.
Çар Владимыч сăнӳкерчӗкӗсем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев