Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Правăна туртса илнӗ-тӗк, руль умне лармалла мар

Уголовнăй Кодексăн 264.3 статйи вăя кӗнӗ. Ку статья административлă явап тыттарнă хыççăн правине турста илнӗ çынсем çӗнӗрен руль умне ларакансене пырса тивет.

Çапла правине туртса илнӗ хыççăн, административлă яваплăх тыттаракан срок вӗçленмесӗр çӗнӗрен транспорт хатӗрӗпе çӳренӗшӗн çынсене тата пысăкрах яваплăх кӗтет. Çавăн пекех транспорт хатӗрӗпе çӳренӗ чух çул-йӗр правилисене пăснăшăн уголовнăй яваплăх тыттарнă çын руль умӗнче правасăр çакланчӗ-тӗк, ăна административлă мар, уголовнăй яваплăх кӗтет. Чи пысăк яваплăх – икӗ çула тӗрмене хупни. Унсăр пуçне, енчен те транспорт хатӗрӗ водителӗн харпăрлăхӗнче пулсан, ăна конфискацилеме те пултараççӗ.

Çавăн пекех Правона административлă майпа пăснин Кодексӗнчи 12.7 статйин 4-мӗш пайӗ вăя кӗнӗ. Ун тăрăх, правине туртса илнӗ çын тепӗр хут руль умне ларнă вăхăтра уголовнăй преступлени палăрмасть пулсан, ăна административлă явап тыттарӗç. Çакăншăн ăна 50-100 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев