Сувар

Правительство пире ытларах кантарасшӑн

Ҫак кану кунӗсем ҫумне тата Тутарстанри уявсем хушӑннине шута илмелле

Октябрӗн 16-мӗшӗнче Раҫҫей Правительствин председателӗ Михаил Мишустин 2021 ҫулта канмалли кунсене куҫарасси пирки калакан постановленине алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ документпа килӗшӳллӗн, 2021 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗ эрнекун Раҫҫейре канмалли кун пулать.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи эрнере январӗн 2 тата 3-мӗшӗсем канмалли кунсене лекнипе ҫак кунсене куҫарма йышӑннӑ. Декабрӗн 31-мӗшӗсӗр пуҫне ноябрӗн 5-мӗшӗ те канмалли кун пулать.
Ӗҫ кунӗсене "уявлисемпе" улӑштарни ҫитес ҫул тата та пулать. Февралӗн 20-мӗшӗнчи ӗҫлемелли мар шӑматкуна ҫынсен тӑтӑш виҫӗ кану кунӗ пултӑр тесе тунтикуна, февралӗн 22-мӗшне куҫараҫҫӗ. Ҫапла вара ҫитес ҫул февралӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа 23-мӗшӗччен канӑпӑр.
Пурӗ 2021 ҫулта ҫӗршыври ӗҫ кадендарӗнче канмалли 7 уяв тапхӑрӗ пулать:
• 10 кун – январӗн 1-10-мӗшӗсем;
• 3 кун – февралӗн 21-23-мӗшӗсем;
• 3 кун – мартӑн 6-8-мӗшӗсем;
• 3 кун – майӑн 1-3-мӗшӗсем;
• 3 кун – майӑн 8-10-мӗшӗсем;
• 3 кун – июнӗн 12-14-мӗшӗсем;
• 4 кун – ноябрӗн 4-10-мӗшӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: