Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Право терминӗсене çӗршывăн гражданӗсен пӗлмеллех

Раштавӑн 13-мӗшӗнче П.В. Дементьев музейӗнче "Ӑшӑ ҫурт" социаллӑ приют воспитанникӗсем "Конституци пӗлӳҫисем" право вӑййине хутшӑнчӗҫ.

Раштавӑн 12-мӗшӗ – Раҫҫейре Конституци кунӗ. Ҫав кун референдумра 1993 ҫулта Раҫҫей Конституцине йышӑннӑ. Ҫак уява Раҫҫейри патшалӑхӑн чи пӗлтерӗшлӗ уявӗсенчен пӗри тесе шутлама йышӑннӑ.
Конституцие йышӑнасси кашни патшалӑхпа халӑх историйӗнче чи пӗлтерӗшлӗ самант шутланать. Конституци патшалӑхӑн тӗп законӗ пулса тӑрать, Вӑл Раҫҫейӗн пӗтӗм право тытӑмӗн никӗсӗ пулса тӑрать.
Нумай пулмасть пирӗн çӗршывра унта улшăнусем кӗртрӗç.

"Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсем"," Влаҫ тытӑмӗсем"," Конституци терминӗсем","Право терминӗсене ҫырмашкăн кирлӗ пӗлӳ" тата ӑс-хакӑл заданийӗсене хастар хутшӑнчӗҫ.

Вӑйӑ тӗллевӗ "РФ Конституцийӗ" темӑпа вӗренекенсен пӗлӗвне ӳстерме тата тарӑнлатма, предметпа кӑсӑкланма пулӑшать, ӑс-хакӑл шухӑшлавне аталантарма, вӗренекенсен гражданла позицине вӗрентсе ӳстерессиччĕ.


Юрий Адъютантов

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев