Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ҪӖПРЕЛ РАЙОНӖНЧЕ ЮРРА-ТАШША ТА, КУПĂС КАЛАМА ТА ĂСТА

Ял халăхӗ хăйех чаплă концерт кăтартма пултарать

Ҫак кунсенче Кивӗ Йӗлмелӗнчи çӗнӗ Культура çуртӗнче ял халăхӗн пултарулăхне кăтартакан пысăк отчетлă концерт пулчӗ. Кунашкал мероприятисем районти «Халăх тӗрри» фестиваль шайӗнче иртеççӗ. Залра ялти ăстаçă хӗр-хӗрарăмсен ал ӗçӗсен куравне те йӗркеленӗччӗ. Кивӗ Çӗпрел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Р.Д.Низамов мероприятие чаплăн уçрӗ, пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчӗ. Акă хӗрсем «Тăван ен» юрра чăвашла, тутарла тата вырăсла юрласа концерта пуçларӗç. Мероприятие ертсе пыракан Алевтина Арсентьева вăхăт тупса концерт курма пуçтарăннă ял-йыша тав тунă май сцена çине чи пӗчӗккисене чӗнчӗ. Елизавета Гаврилова, Алина Кузнецова тата Степан Никишкин тăван чӗлхене, аннене халалланă сăвăсем каласа пачӗç.

Вӗсем хыççăн хăйсен пултарулăхне хӗрарăмсенчен тăракан «Туслăх» фольклор ушкăнӗ кăтартрӗ, вӗсен юррисене купăс каласа Иван Никишкин илемлетрӗ. Вера Родионован юррисене те куракансем хапăл тусах йышăнчӗç. Милана Казаковăпа Алина Кузнецова «Маленькая страна» юрра илемлӗ хусканусем туса шăрантарчӗç – чăн-чăн артистсем!

Пӗртăван Алисăпа Аня Искендеровăсем чăваш ташши ташласа савăнтарчӗç куракансене, çавăн пекех юрă та юрласа пачӗç. Кивӗ Йӗлмел ялӗнчи Квасовсен йышлă çемйинче çитӗнекен Матвей, Дарина, Ангелина тата Лидия эстрада ташшине ăста ташларӗç. Галина Лысован, Галина Мердееван, Алевтина Арсентьеван юррисем те куракана питӗ килӗшрӗç.

Ялта юрлама-ташлама пултаракансем çеç мар, купăс калама ăста çынсем те пур. Ак, тӗслӗхрен Анатолий Гавриловпа Иван Никишкин​ темиçе тӗрлӗ кӗвӗ те каласа кăтартрӗç. Вӗсен аллисенче купăс выляса çеç тăчӗ. Районти паллă йӗлтӗрçӗ-чемпион Александр Петров майпа усă курса хăйӗн амăшне çуралнă кун ячӗпе юрăсем юрласа пачӗ.

Александр Мердеев куракансене «Яш ӗмӗр» юрă парнелерӗ. Геннадий Карсаков Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалласа хăй çырнă сăвва вуласа пачӗ, купăс каласа такмаксем шăрантарчӗ.

Вера Родионова ертсе пыракан фольклор ушкăнӗ «Улах каçӗ» йăлана кăтартни куракансен кăмăлне кайни тӳрех сисӗнчӗ. Концерт паллă юрăçăн Фаридан репертуарӗнчи «Ăсатса ярсам» юрра Вера Родионовăпа пӗрле мероприятие хутшăннă мӗнпур артист юрланипе вӗçленчӗ.

Культура çурчӗн директорӗ В.П.Родионова çак культурăллă мероприятие йӗркелесе ирттерме пулăшнăшăн концерта хутшăннă кашни артиста тав турӗ, Кивӗ Çӗпрел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Р.Д.Низамов вӗсене Тав хучӗпе чысларӗ. Концертăн тӗп спонсорӗ вырăнти депутат, фермер Владимир Лысов пулчӗ. Районти культура уйрăмӗн представителӗ Наталья Васильева концерт программи пуян, тӗрлӗ енлӗ, тематика енчен витӗмлӗ пулнине палăртрӗ, пурне те малашне пысăк çитӗнӳсем тума сунчӗ.

Геннадий КАРСАКОВ,

ТР Журналистсен союзӗн пайташӗ, фольклорист.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Улах ларни.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев