Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗпрелсем кино уявне йӗркелерӗҫ

  Ют ҫӗршывран килнӗ чаплӑ хӑнасене кӗтсе илнӗ пек йышӑнчӗҫ Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи Культура керменӗнче Тутарстанра Чӑваш кино кунӗсене ирттерекен делегацине

Виҫӗ халӑх представителӗсем шупашкарсемпе хусансене ҫӑкӑр-тӑвар астивтернӗ хыҫҫӑн вӗр-ҫӗнӗ чӑваш костюмӗсем тӑхӑннӑ культура ӗҫченӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. 

Фойере районти чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ курав та йӗркеленӗ. Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчи паллӑ чӑвашсем, ялсем ҫинчен тухнӑ кӗнекесен шучӗ уйрӑм курав тумалӑх пур. Сӗтелсем ҫинче чӑвашӑнни ҫумӗнче мӑкшӑ ҫӑпати те, паснапуҫсем ҫӗленӗ масмаксем те, кӑҫатӑ тумалли хатӗрсем те пур. Пӗчӗк экскурси ирттерекен район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин хӑй мӗнле кӑҫатӑ йӑвалани ҫинчен каласа пачӗ. Вӑрттӑнлӑхӗсене те пӗлет: "Вилнӗ сурӑхран илнӗ ҫӑм ниепле те ҫыпӑҫмасть, унран кӑҫатӑ тӑваймастӑн". 

Чӑваш кинематографисчӗсемпе тӗлпулма Культура керменӗн залне клубсенче ӗҫлекенсемсӗр пуҫне чӑваш шкулӗсен директорӗсем, педагогӗсем, ял хутлӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, ача сачӗсен заведующийӗсем пухӑннӑ. Шутпа илсен, Ҫӗпрелӗнчи куракансем пур районтинчен те иртсе кайрӗҫ. 

Йӑла тӑрӑх малтан сцена ҫинче райцентрта ӗҫлесе пурӑнакан ҫамрӑксем чӑвашла юрӑ юрласа пачӗҫ. 

Олег Цыпленков пухӑннӑ халӑха Чӑваш кино кунӗсем Тутарстана еплерех иртни ҫинчен каласа пачӗ. Вӑл Тани Юн актрисӑн нимӗҫ журналӗ ҫинчи пысӑклатнӑ сӑнне кӑтартрӗ. Ҫак портрет кинематографистсемпе Хусанта та, Теччӗре те пулса курчӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев